АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕр-пĕринпе çыхăнса ĕçлемелле

17 июня 2017 г.

Пĕр-пĕринпе çыхăнса ĕçлемелле

Çак кунсенче Чăваш Республикинчи Шалти ĕçсен министерствинче шалти ĕçсен территорири органĕсен çумĕнчи обществăлла канашсен семинарĕ иртнĕ. Видеоçыхăну мелĕпе мероприятие ЧР Шалти ĕçсен министерствин Обществăлла канашĕн председателĕ В.Андреев тата ведомствăн информаци тата обществăлла çыхăнусен пайĕн начальникĕ О.Ашнин ертсе пынă.

Обществăлла канаш членĕсем валли вĕрентÿ семинарĕ ирттернĕ. "Обществăлла канашсен йышне хисеплĕ çынсем кĕреççĕ, - терĕ В.Андреев. - Вырăнти çынсем шăпах вĕсен шухăш-кăмăлне шута илеççĕ, итлеççĕ. Çавăнпа та пирĕн обществăлла йĕркене сыхлас ĕçе, право йĕркине пăсассине профилактикăлассипе граждансемпе обществăлла организацисене явăçтарас ĕçе активлăрах йĕркелемелле".

Обществăлла канаш членĕсем умĕнче тата тепĕр тĕллев те тăрать - полици сотрудникĕсем туса ирттерекен ĕçсене халăха пĕлтерсе тăрасси. "Çавăнпа та эпир яланхилле масссăллă информаци хатĕрĕсемпе усă курнисĕр пуçне анлă сарăлнă социаллă сетьсенче йĕркеленĕ ятарлă аккаунтсемпе те усă куратпăр, - палăртнă ЧР Шалти ĕçсен министерстви çумĕнчи Обществăлла канаш секретарĕ А.Соловьев. - Тĕслĕхрен, 500 ытла çын хыпарсене "твиттер" урлă пĕлет".

РФ ШĔМĕн муниципалитетсем хушшинчи "Урмарский" уйрăм çумĕнчи Обществăлла канаш членĕсем те видеоçыхăну мелĕпе çак канашлăва хутшăнчĕç, малашнехи ĕçсен планне сÿтсе яврĕç.

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: Э.МИХАЙЛОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика