17 июня 2017 г.
Июнĕн 15-16 кунĕсенче Чăваш Ен Пуçлăхĕ М.Игнатьев Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Атăлçи федераци округĕнчи полномочиллĕ представителĕ М.Бабич йĕркелесе пыракан официаллă делегаципе Китай халăх Республикинче пулчĕ. Сумлă делегаци «Атăл-Янцзы» регионсем хушшинче пĕр-пĕринпе тачă çыхăнса ĕçлессипе тимлекен канашăн иккĕмĕш ларăвне хутшăнать.
Делегаци йышĕнче - РФ Ют çĕршыв ĕçĕсен министерствин представителĕсем, РФ Экономика, Культура министерствисен пуçлăхĕсем, округри субъектсен пуçлăхĕсем, наукăпа вĕрентÿ пайĕнче ĕçлекен ăсчахсем, Атăлçи тăрăхĕнче ĕçлекен бизнес-пĕрлешÿ представителĕсем пулчĕç.
Официаллă делегаци июнĕн 15-мĕшĕнче Хэфэй хулинче Аньхойский компанийĕн ĕçĕпе паллашнă. «Цзянхуай группа» /JAC/ автомашинăсене курса хакланă.
Июнĕн 16-мĕшĕнче Михаил Бабичпа Ян Цзечи регионсен хушшинчи ĕçлĕ çыхăнусене сарассипе ĕçлекен канашăн иккĕмĕш ларăвне йĕркелесе ертсе пынă. Ун чухне Атăлçи федераци округĕнчи регионсем Китайри чи паллă предприятисемпе тачă çыхăнса ĕçлемелли килĕшÿсене çирĕплетме тĕллев лартнă. Раççейпе Китай хушшинче тахçантанпах тĕвĕленнĕ ĕçлĕ çыхăнусене анлăлатма палăртса хунă. Атăлçи федераци округĕнчен кайнă делегаци Китайри наукăпа техника университетĕнче те пулса курнă, пысăк технологисемпе паллашнă. Вăл кун «Кэда Сюньфэй» компанийĕн ĕçĕ-хĕлĕпе те паллашма палăртса хунă. Тĕрлĕ программăсемпе патшалăх тытăмĕнчи электронлă майсен витĕмлĕхĕпе те кăсăкланнă.
Чи пысăк пĕлтерĕшлĕ пулăмсенчен пĕри - Атăлçи тăрăхĕнчен кайнă официаллă делегаци Хэфэй хулинче Раççейпе Китай çамрăкĕсен IV форумне торжествăлла майпа вĕçленĕ ятпа ирттернĕ пулăма хутшăнни пулса тăнă. Атăлçи федераци округĕнчи аслă шкулсемпе КХР Янцзы юхан шывĕ тăрăх вырнаçнă аслă шкулсен Ассоциацине йĕркелесси пирки килĕшÿ хутне çирĕплетесси те кун йĕркинчех пулнă.
Палăртса хăваратпăр, Раççейпе Китай Çамрăкĕсен форумне Чăваш Енрен 10 студент кайнă. Вĕсем И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнчен, Чăваш патшалăх ялхуçалăх академийĕнчен, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнчен тата Шупашкарти кооператив институтĕнчен.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: ЧР ПА пресс-служби.