АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Уяв сĕмĕ çапрĕ таврана ял халăхне савăнма

14 июня 2017 г.

Июнĕн 12-мĕшĕнче Пинер ялĕнче те Ял уявĕ иртрĕ. Уявра çынсем пĕрле пухăнса савăннисĕр пуçне ял аталанăвĕпе çыхăннă ыйтусене те сÿтсе яврĕç, малашлăх тĕллевĕсене палăртрĕç.

Мероприяти Пинер ял тăрăхĕн пуçлăхĕн Василий Григорьевич Шуйскийăн саламлă сăмахĕнчен пуçлăнчĕ. Вăл ял çыннисене уяв ячĕпе ăшшăн саламларĕ, çирĕп сывлăхлă пулма, малашнехи пурнăçра ăнăçуллă пурăнма сунчĕ.

Çавăн пекех пурне те уяв ячĕпе райадминистрацин пуçлăхĕн заместителĕ Н.Павлов та саламларĕ, ялăн обществăлла пурнăçĕнче активлăх кăтартнăшăн Л.Степановăна, В.Иванова Тав хучĕсемпе тата хаклă парнесемпе чысларĕ. Ял халăхĕ умĕнче саламлă сăмахсемпе Вăрмар район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ /Пинер округĕ/ Г.Боредский, Пинер ял тăрăхĕн депутачĕсен Пухăвĕн председателĕ О.Иванов та тухса калаçрĕç. Уявăн официаллă пайĕ хыççăн ял халăхне Пинерти культура çурчĕн пултарулăх коллективĕ, чăваш эстрада артисчĕсем А.Шадриков, П.Ермолаев, П.Борисова, çавăн пекех Çĕнĕ Шупашкарти "Кăмăл" ансамбль хăйсен концерчĕпе савăнтарнă. Артистсен кăтартăвĕ хыççăн спорт ăмăртăвĕсем иртнĕ.

Л.Боредская, ял тăрăхĕн пуçлăхĕн заместителĕ.

 

Раççей кунĕнче Кавал ялĕнче пурăнакансемшĕн, хăнисемшĕн Ял уявĕ иртрĕ. Çанталăк çак кун уяр та ăшă пулчĕ. Уява пухăннисене пурне те Кавал ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Адюков, район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ А.Веселовский, район администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ Н.Павлов саламланă. Район администрацийĕн пуçлăхĕн ячĕпе Николай Анатольевич Кавал ялĕн активистне, уйрăм çын предпринимателе Валерий Петрович Мучукова Хисеп грамотипе чысланă. Ирпе ирех ял савăнăçлă кăмăл-туйăмпа тулнă, илемлĕ кĕвĕ янăранă, суту-илÿ палаткисем ачасене тĕрлĕ пылак çимĕçсемпе илĕртрĕç. Ял халăхне "Асамат" чăваш эстрада ушкăнĕ хăйĕн илемлĕ юррисемпе савăнтарнă. Концерт хыççăн та ял çыннисем чылайччен ташланă, савăннă, киле кайма васкаман. Уявра спорт мероприятийĕсем те йĕркеленĕ: шашкăлла вылясси, канат туртасси, кире пукнĕ йăтасси, футбол, кĕрешÿ. Çĕнтерÿçĕсем хаклă парнесене тивĕçнĕ. Уйрăмах çынсене кĕрешнине пăхма килĕшнĕ. Кавал ял çынни Петр Кузьмин çĕнтерÿçĕ пулнă, така çĕнсе илнĕ. Ял уявĕ пурин кăмăлне те кайрĕ.

М.ТАБАКОВА, ял тăрăхĕн специалист-эксперчĕ.

Источник: "Урмарская районная газета"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика