14 июня 2017 г.
Июнĕн 10-мĕшĕнче районта ĕçпе юрă тата спорт уявĕ - Акатуй - пулчĕ. Çак савăнăçлă куна яланах çурхи ĕçсене вĕçлесен уявланă. Кăçал та çаплах пулчĕ. Ялхуçалăх предприятийĕсемпе хресчен /фермер/ хуçалăхĕсем, çĕр ĕçĕпе харпăр хăй тĕллĕн ĕçлекенсем уяв тĕлне акса-лартса пĕтерес тесе çине тăчĕç. Тăрăшни сая каймарĕ, çанталăкĕ лайăхах пулмарĕ пулин те çураки ăнăçлă вĕçленчĕ.
Палăртнă кун ирхине-ирех Вăрмар поселокĕ çийĕн юрă-кĕвĕ сасси илтĕнсе тăчĕ, уяв иртекен вырăнта уява ирттерме пулăшакансем тĕрлĕ ĕçсем пурнăçларĕç, хăнасем килнĕ çĕре хатĕрленчĕç. Суту-илÿ ĕçченĕсем халăх пухăниччен стадион йĕри-тавра киосксем вырнаçтарса лартнă: райпо, общепит, çăкăр завочĕ хăйсен продукцийĕсене сентресем çине вырнаçтарса хунă, хăшĕ-пĕрисем шашлăк пĕçерме тытăннă. Ача-пăча валли ятарласа вылямалли аттракционсем те хăйсен вырăнĕсене тупнă. Вăрмар хула тата ял тăрăхĕсенчен илсе килнĕ ал ĕç выставкисене те майлаштарса хунă. Район администрацийĕ умĕнчи тĕп площадьре ачасен хаваслă сасси юрă шăрантарма тытăнчĕ. Уява килекенсем маларах вĕсен концертне курса савăнчĕç. Тепĕр енче - Спорт çурчĕ умĕнче - ялхуçалăх техникин выставкине те йĕркеленĕ, кунта та халăх /ытларах арçынсем/ хĕвĕшме пуçланă. "Ямуков Г.Н", "Иванов В.А" хресчен фермер хуçалăхĕсен, "Свебрата" тулли мар яваплă обществăн, Водоканалăн тата ыттисен те çĕнĕ техникисем хăйсем патне илĕртрĕç. Акă, малтанхи çулсенче "Ленинский" хуçалăха нумай çул ертсе пынă И.Семенов интересленсех техникăсем йĕри-тавра çаврăнать. Унпа калаçатăп: "Кун пек чаплă техникăсем пирки эпир ĕçленĕ вăхăтра тĕлленме те пултарайман. Вăл вăхăтра чи вăйли те "Т-150" пулнă. Самана еплерех улшăнать, тĕрлĕрен вăйлă техника пурри чуна савăнтарать. Халĕ ялхуçлăхĕнче ĕçлемесен те ятарласа çаксене курма тесех килтĕм", - тет хăйĕн ĕçне çĕр ĕçĕпе çыхăнтарнăскер.
Пирĕн районти уява ятарласа килнĕ Чăваш Республикин Финанс министрĕ С.Енилина та ку выставкăпа кăсăкланчĕ, хальхи йышши техника туянма пултаракансене ырларĕ, ыттисене вĕсенчен тĕслĕх илме сĕнчĕ.
11 сехет тĕлнелле стадиона халăх пуçтарăнма пуçларĕ. Сцена еннелле купăсçăсемпе вырăнти ташă-юрă ăстисем ушкăнпа утма тытăнчĕç. Илĕртÿллĕ хореографи сюити те халăха пĕр çĕрелле пуçтарчĕ пулмалла. Уява чи малтан Вăрмар район пуçлăхĕ, район депутачĕсен Пухăвĕн председателĕ М.Пуклаков уçрĕ, пухăннă халăха уяв ячĕпе саламларĕ, ял ĕçченĕсене çуракине активлă хутшăннăшăн тав турĕ. Раççей тата Чăваш Республикин гимнĕсем янăранă май ялавсене çĕклерĕç. Вĕсене çĕклеме "АгроРесурсы" тулли мар яваплă обществăн хăмлаçи З.Владимирова тата "Ямуков Г.Н." хресчен /фермер/ хуçалăхĕн механизаторĕ В.Степанов тивĕçрĕç. Малалла сăмаха район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Тихонов илсе район халăхне ĕçпе юрă тата спорт уявĕ - Акатуй ячĕпе саламласа ĕçре мала тухнисене Хисеп грамотисем, Тав хучĕсемпе парнесем пачĕ. Уява Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн председателĕн заместителĕ - Чăваш Республикин Финанс министрĕ С.Енилина, ЧР Строительство, архитектура тата çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕн заместителĕ В.Максимов тата ытти яваплă çынсем килнĕ. Вĕсем районти халăха уяв ячĕпе саламларĕç, ятлă-сумлă çынсене чысларĕç.
Светлана Александровна патшалăх наградисене - Раççей Федерацийĕн ялхуçалăх министерствин Тав хутне агропромышленность системинче яваплăха туйса нумай çул вăй хунăшăн "Игнатьев А.Ю." хресчен /фермер/ хуçалăх пуçлăхне А.Игнатьева, "Урмарская" ăратлă кайăк-кĕшĕк фабрики" акционерсен уçă обществинчи Н.Николаева чăх-чĕп пăхакана чаплă лару-тăрура пачĕ. Районти "ММК - сервис" тулли мар яваплă обществăра нумай çул тÿрĕ кăмăлпа вăй хуракан В.Купцов водитель "Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ транспорт ĕçченĕ" тата Кĕтеснер ялĕн библиотекинче нумай çул вăй хуракан С.Скворцова "Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ" Хисеплĕ ятсене тивĕçрĕç. Финанс ĕçĕнче - Чăваш Республикинчи федераллă казначейство Управленийĕн 14 номерлĕ уйрăмĕнче - нумай çул тÿрĕ кăмăлпа вăй хуракан И.Никоноровăна Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Тав хутне парса хавхалантарчĕ.
Агропромышленность комплексĕнче нумай çул тÿрĕ кăмăлпа ĕçлекен "Урмарская" ăратлă кайăк-кĕшĕк фабрики" акционерсен уçă обществинчи О.Александрова бухгалтера, Н.Эверскова чăх-чĕп пăхакана, "Ямуков Г.Н." хресчен /фермер/ хуçалăхĕнчи В.Степанов тракториста, "Краснов Н.Н." хресчен /фермер/ хуçалăх пуçлăхне Н.Краснова, "Слава" тулли мар яваплă обществăн трактористне С.Егорова Чăваш Республикин Ялхуçалăх министерствин Хисеп грамотипе наградăларĕç.
ЧР Патшалăх Канашĕн Хисеп грамотине "Урмарская КСО" акционерсен хупă обществин тĕп инженерне И.Законова тата Аслă Чакри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта историпе обществознани предметне вĕрентекен Л.Кирилловăна пачĕç.
Çавăн пекех "2014-2017 çулсенче тата 2020 çулчченхи тапхăрта ял территорийĕсене çирĕппĕн аталантарасси çинчен" федераллă тĕллевлĕ Программăпа килĕшÿллĕн "Урмарская" ăратлă кайăк-кĕшĕк фабрики" акционерсен уçă обществинчи бухгалтерта вăй хуракан О.Александровăна тата Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулти Е.Егорова вĕрентекене яллă вырăнта çурт-йĕр хăпартма е туянма свидетельствăсем пачĕç.
ЧР Строительство, архитектура тата çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕн заместителĕ В.Максимов уява пуçтарăннă халăха уяв ячĕпе саламласа ырлăх-сывлăх, ăнăçу сунчĕ. Раççей кунĕ çывхарнине халалласа Вăрмар районĕнче пурăнакан Раççейĕн чи çамрăк гражданинĕсене - А.Васильевăна, Я.Исааковăна, К.Макаровăна, Т.Никифорова пурнăçри тĕп документа - Раççей паспортне чаплă лару-тăрура пачĕç.
Çуракинче, выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче вăй хурса уйрăмах палăрнисене, районти ял тăрăхĕсем хушшинче экономикăлла ăмăртура мала тухнисене тĕрлĕрен Хисеп грамотисемпе Дипломсем, Тав хучĕсемпе хаклă парнесем парса хавхалантарчĕç.
РФ Президенчĕн В.Путинăн "Ял тăрăхĕсенче вырнаçнă культурăн муниципаллă учрежденийĕсене тата унта ĕçлекенсене патшалăх пулăшăвĕ парасси" çинчен калакан 2012 çулхи июлĕн 28-мĕшĕнчи 1062 номерлĕ Указĕпе килĕшÿллĕн "Чи лайăх муниципаллă библиотека" номинацире Шăплатри ял библиотекине 150 пин тенкĕлĕх сертификат тата "Культурăпа кану учрежденийĕн чи лайăх ĕçченĕ" номинацире Кĕтеснерти культура çурчĕн заведующине А.Скворцова 75 пин тенкĕлĕх сертификат парса чысларĕç.
Агропромышленность комплексĕнче хăй тĕллĕн çÿрекен машинăсене тата ытти тĕрлĕ техникăна тĕрĕслесе тăракан Чăваш Республикинчи Патшалăх инспекцийĕн Хисеп грамотипе райадминистрацин ялхуçалăхĕпе экологи пайĕн ертсе пыракан специалист-экспертне В.Иванова наградăларĕç.
Агропромышленность комплексĕнче нумай çул вăй хуракан тата обществăлла ĕçсене активлă хутшăнакан "Урмарская" ăратлă кайăк-кĕшĕк фабрики" акционерсен уçă обществинчи инкубаци цехĕн заведующине Т.Васильевăна, "Михайлов А.В." хресчен /фермер/ хуçалăх пуçлăхне А.Михайлова тата "Шигали" ялхуçалăх производство кооперативĕн механизаторне В.Федорова "Единая Россия" политика партийĕн Чăваш Енри уйрăмĕн Тав çырăвĕсене пачĕç.
Çавăн пекех уява килнĕ район çыннисемпе хăнисене Вăрмар районĕн ентешлĕхĕн Президенчĕ Ю.Филиппов, "Фирма Акконд - Агро" акционерсен обществин директорĕ Н.Фомин, райпо Канашĕн председателĕ С.Харитонов, "Росгосстрах" страхлакан компанин пирĕн районти уйрăмĕн начальникĕ И.Алексеева ăшшăн саламларĕç.
Уява килнисем Вăрмар хула тата ял тăрăхĕсем ятарласа хатĕрленĕ ăстасен "çурчĕсене" кĕрсе курма тата вĕсем хатĕрленĕ апат-çимĕçпе хăналанма та пултарчĕç.
Кашни çулах, ырă йăлана тĕпе хурса, Вăрмар район Акатуйĕнче чи вăйлисем, чи хастаррисем, чи çивĕччисем, чи хăвăрттисем пуçтарăнса хăйсен пултарулăхне тĕрлĕ ăмăртусенче тĕрĕслеççĕ. Кăçал та Вăрмарсем спорт вăййисене активлă хутшăнчĕç. Спорт çуртĕнче шашка-шахматла выляма ăс-тăн енчен чи çивĕччисем пуçтарăнчĕç. Акă шашкăлла выляса В.Евгеньев /Вăрмар пос./ - пĕрремĕш, Н.Г.Иванов /Мăнçырма/ - иккĕмĕш, Н.М.Иванов /Мăнçырма/ - виççĕмĕш вырăнсене тухрĕç. Шахматла выляса Н.Редьков /Арапуç/ çĕнтерчĕ. Ун хыççăн В.Степанов /Вăрмар пос./ - иккĕмĕш, С.Панов /Энĕшпуç/ - виççĕмĕш пулчĕç. Спорт çуртĕнче палăртнă вырăна тĕл персе лектерессипе те ăмăрту иртрĕ. Кунта арçынсем хушшинче И.Михайлов /Вăрмар пос./ - пĕрремĕш, И.Никитинпа /Чулкас/ В.Сидоров /Вăрмар пос./ - иккĕмĕшпе виççĕмĕш пулчĕç. Хĕрарăмсем те хăйсене тĕрĕслесе пăхрĕç çак спорт вăййинче. Чи тĕл персе лектерекенни С.Романова /Кĕлкеш/ пулчĕ. И.Дмитриева /Кивĕ Вăрмар/ - иккĕмĕш, М.Семенова /Вăрмар пос./ - виççĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç. Волейбол вăййине вылянине курма халăх чылай пуçтарăнчĕ. Кунта тăватă командăран Энтрияльсем çĕнтерчĕç. Вăрмар поселокĕн команди иккĕмĕш, Шăхаль команди виççĕмĕш вырăнсенче пулчĕç. Стадионта 16 кг кире пуканне ывăтассипе те ăмăрту иртрĕ. Ю.Петров /Пĕчĕк Енккасси/ чи вăйлă ывăтаканни пулчĕ. Н.Никифоров /Пысăк Енккасси/ тата Р.Абдулхаев /Тутар Республики/ иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсемпе килĕшрĕç. Çăмăл атлетсем кĕске дистанцие чупса хăйсене тĕрĕслерĕç. 45 м чупса тухса арçынсем хушшинче чи хăвăртти А.Александров /Пинер/ пулчĕ, Н.Васильев /Кивĕ Вăрмар/ иккĕмĕш, В.Николаев /Çĕнĕ Вĕренер/ виççĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç. Хĕрарăмсем хушшинче А.Галкина /Патти/ çĕнтерчĕ. М.Семенова /Вăрмар пос./ тата В.Семенова /Вăрмар пос./ иккĕмĕшпе виççĕмĕш чупса çитрĕç. Чупса пырса тăршшĕне сикессипе те ăмăрту иртрĕ. Арçынсенчен чи вăйлă сикекенни К.Егоров /Пысăк Енккасси/ пулчĕ, В.Данилов /Шăхаль/ - иккĕмĕш, Н.Харитонов /Вăрмар пос./ - виççĕмĕш вырăнсене тухса палăрчĕç. Хĕрарăмсенчен М.Семенова /Вăрмар пос./ чи пултарулли пулчĕ. И.Риманова /Кĕлкеш/ тата И.Константинова /Вăрмар пос./ иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç.
Арçынсем турник çинче туртăнса хăйсен вăйне тĕрĕслерĕç. Кунта Н.Быков /Анаткас/ - пĕрремĕш, Р.Павлов /Кивĕ Шулхан/ - иккĕмĕш, А.Хованский /Вăрмар пос./ - виççĕмĕш вырăнсене тухрĕç. Алă вăйĕ виçессипе арçынсенчен Ю.Петров /Пĕчĕк Енккасси/ чи вăйли пулчĕ. Ăна район чемпионĕ тесен те йăнăш мар, мĕншĕн тесен вăл çак спорт енĕпе пĕрре кăна мар мала тухнă. Б.Мясниковпа /Кивĕ Вăрмар/ Д.Разумов /Шăхаль/ иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç.
Хĕрарăмсенчен вара Кĕтеснерте пурăнакан Анжела Андреевăпа Антонина Андреева пĕрремĕшпе иккĕмĕш вырăнсене çĕнсе илчĕç. Вĕсем çулсеренех çĕнтерÿçĕ ятне тивĕçнине эпир пурте пĕлетпĕр. К.Григорьева /Вăрмар пос./ виççĕмĕш пулчĕ. Канат туртассипе кăçалхипе 6-мĕш хут ĕнтĕ Мăнçырма команди çĕнтерчĕ.
350 кг таякан лава 10 метр тăршшĕне вăхăтпа туртрĕç паттăрсем. Хăй чи вăйли пулнине çирĕплетсе С.Александров /Мăнçырма/ малти вырăна тухрĕ. И.Егоров /Мăнçырма/ иккĕмĕш, Н.Романов /Карăк-Çырма/ виççĕмĕш вырăнсене тивĕçрĕç.
Унтан 16 кг таякан кире пуканне çĕклерĕç. Кунта хĕрарăмсенчен çÿлерех асăннă Анжела Андреева /Кĕтеснер/ кире пуканне 32 хут çĕклесе çĕнтерÿçĕ пулса тăчĕ. Д.Андреева /Кивĕ Мăнтăр/ 28 хут çĕклесе иккĕмĕш вырăна тухрĕ. В.Семенова /Вăрмар пос./ 23 хут çĕклесе виççĕмĕш пулчĕ. Арçынсем вара 24 кг таякан кире пуканне çĕклерĕç. Вĕсенчен чи вăйли пулнине А.Хованский /Вăрмар пос./ çирĕплетрĕ. Вăл кире пуканне 37 хут çĕклерĕ. Ю.Петров /Пĕчĕк Енккасси/ 36 хут çĕклесе иккĕмĕш пулчĕ, Р.Абдулхаев /Тутар Республики/ 35 хут çĕклесе виççĕмĕш вырăна тивĕçрĕ. Пурте кĕрешÿ вăййине чăтăмсăррăн кĕтрĕç. Ку вăл Акатуй уявне илем кÿртекен пулăм тесен те йăнăш пулмĕ. Кĕлетке йывăрăшĕпе 70 кг таранчченхисем тупăшрĕç малтан. И.Егоров /Кивĕ Вăрмар/ кăçал та, пĕлтĕрхи пекех, çăмăл мар кĕрешÿре пĕрремĕш пулчĕ. Ăна така парса чысларĕç. Е.Петров /Арапуç/ - иккĕмĕш, Б.Ганиев /Тутар Республики/ - виççĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç. Ун хыççăн йывăрăшĕпе 70 кг ытла таяканнисем хушшинче çивĕч кĕрешÿ пулчĕ. А.Ахметов /Тутар Республики/ пĕрремĕш вырăн йышăнса паттăрсем хушшинче чи вăйли пулнине çирĕплетрĕ, така выляса илчĕ. Д.Ильин /Тикаш/ - иккĕмĕш, А.Степанов /Энĕшпуç/ - виççĕмĕш пулчĕç. Ăмăртусене хутшăнса малти вырăнсене тухма пултарнисене пурне те хаклă парнесем парса чысларĕç.
Шупашкартан килнĕ эстрада юрăçисем пухăннисене хаваслă юрăсемпе савăнтарчĕç. Ун хыççăн пурте уяв салютне курса киленчĕç.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: А.НИКОЛАЕВА, Н.ШИШКИНА, И.ДАНИЛОВА.