АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ÿркенмесен çитĕнÿ пулатех

10 июня 2017 г.

Ÿркенмесен çитĕнÿ пулатех

Швед фермерĕсем пирĕн республикăпа тачă çыхăнса ĕçленине "Хĕрлĕ ялав" хаçатра та çырса кăтартнăччĕ. Вĕсем хăйсен укçи-тенкисене хывса пирĕн районти 2000 гектара яхăн çĕр çинче шведсен технологийĕпе пĕрчĕллĕ культурăсем çитĕнтереççĕ.

Вĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллашас тĕллевпе пирĕн районта 2015 çултанпа ĕçлекен "Свебрата" тулли мар яваплă обществăна çитсе куртăмăр. Вăл Энĕшпуç ял тăрăхĕн территорийĕнче вырнаçнă. Унăн управляющийĕ çак ялтах тĕпленсе пурăнакан, ялхуçалăх ĕçне чунтан парăннă Д.Иванов. Вăл каланă тăрăх шведсемпе алла-аллăн тытăнса ĕçлени палăрать. Дмитрий Геннадьевич вĕсен ĕçĕпе кăмăллă. Тĕрлĕрен çĕнĕ техника туянни те ĕçе вăхăтра пурнăçлама май панине пĕлтерчĕ вăл.

Акă, тĕслĕхрен, паянхи куна ку хуçалăхра VADERSTAD Spirit 800S ака комплексĕ, культиватор VADERSTAD TopDoun 500, пĕр вăхăтрах 24 метр сарлакăш сÿрелеме пултаракан "Сталинградец" агрегат, ÿсен-тăрансене чир-чĕрсемпе хурт-кăпшанкăсенчен хÿтĕлес енĕпе ĕçлеме вĕсен AMAZONE L UX-5200-SUPER опрыскиватель, минераллă удобрени сапаламалли AMAZONE ZA-TS-3200, JCB 5CX экскаватор-погрузчик, 410 лаша вăйлĕ NEWHOLLAND T-8.410 тата 214 лаша вăйлĕ NEWHOLLAND T-70 60 ялхуçалăх техникисем пур.

Июнь вĕçĕнче Бельгинчен NEWHOLLAND çĕнĕ комбайн килессе кĕтеççĕ. Тин çеç çумăрĕ çуса кайнă май техникăсем паркра ларатчĕç. Нумаях та вăхăт иртмерĕ пĕрин хыççăн тепри уялла çул тытрĕç. Механизаторĕсем те хальхи техникăна парăнтарма пултараканнисем иккен - А.Ивановпа А.Федоров. Управляющипе пĕрле виççĕн кăна ĕçлеççĕ çÿлте палăртнă техникăсемпе.

Кĕрхи пĕрчĕллĕ культурăсене 400 гектар çинче акса хăварнă пулнă, 400 гектара яхăн çурхи пĕрчĕллĕ культурăсем çитĕнеççĕ. Ытти гектарĕсем - хура пусă. Вĕсене кĕрхи культурăсем валли хатĕрлеççĕ. Çĕр лаптăкне татах та ÿстересшĕн хуçалăхра. Вăрлăхлăх кĕрхи тулăна Курск облаçĕнчен, çурхине хамăр республикăранах туяннă вĕсем.

"Ĕçрен хăраман ăста пулнă", - теççĕ халăхра. Ĕçлеме ан ÿркен кăна, умри йывăрлăхран та тÿрех хăраса ÿкмесен çитĕнÿ пулатех. Тин çеç вăй илме пуçланă хуçалăх ура çинче çирĕп тăни палăрать. "Руль" умĕнче чăн-чăн хуçа пулни те паллă.

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: А.НИКОЛАЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика