АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кайăк хитре тĕкĕпе, çын - ĕçĕпе

10 июня 2017 г.

Кайăк хитре тĕкĕпе, çын - ĕçĕпе

Çамрăклах ĕçе хăнăхсан çын унсăрăн пурăнаймасть. Çулсем иртсен вара ĕç иккĕмĕш кил пекех туйăнать. Пĕрле ĕçлекенсемпе те тăвансем пекех пурăнатпăр. Камăн та пулин хуйхă пулсан пĕрле хурланатпăр, савăнăçĕпе те пĕрлех савăнатпăр, çитĕнÿсемшĕн хĕпĕртетпĕр.

"Урмарская" ăратлă кайăк-кĕшĕк фабрикинче чылай çулсем ĕçленĕ май манăн хур ферминче 15 çул ытла тăрăшакан Валентина Михайловна Григорьева /ÿкерчĕк çинче/ пирки чарăнса тăрас килет. Ачаранах ĕçпе пиçĕхсе çитĕннĕскер хăйне шанса панă ĕçе яланах пĕлсе те яваплă пурнăçлать. Пирĕн ĕçре ача садĕнчи пекех тин инкубатортан тухнă кайăк-кĕшĕксене пĕр çынна шанса паратпăр та вĕсем вара вĕсене пĕчĕк ачасене юратса пăхнă пекех çитĕнтереççĕ, кайăк-кĕшĕк пăхакансене вĕсен воспитателĕсем теме те пулать. Чĕпсен чирлесси те пулать, ÿссе çитĕнсен те аптăраççĕ тепĕр чухне. Çапла вара Валентина Михайловнăн кăçал тин тухнă кайăк-кĕшĕке пăхса çитĕнтерме тивет. "Хăнăхнă ĕнтĕ, икĕ алла пĕр ĕç - тет хăйĕн кăрккисем çине ăш-кăмăллăн пăхса. - Ытти работниксем пекех ĕçлетĕп, уйрăмлăх çук. Киле каятăн та, унтан - ĕçе. Пурнăç вăл ĕçпе çемьерех иртет", - тет сăпайлăн ĕçлеме ÿркенменскер.

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: И.РОМАНОВА, хур ферминчи бригадир.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика