АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ырă йăла-йĕрке икĕ ĕмĕр пурăнать

10 июня 2017 г.

Ырă йăла-йĕрке икĕ ĕмĕр пурăнать

Мĕн авалтан ялта пурăнакансем пĕр-пĕрне пулăшса пурăннă. Мĕнле те пулин ĕç тумалла пулсан кÿршĕ пĕрремĕш çитсе тăнă. Çак ырă йăла-йĕркене чăваш ялĕсенче халĕ те тытса пыраççĕ, çав шутра пирĕн Арапуç ялĕнче те.

Манăн сăмахăм паян ялти хисеплĕ те ырă кăмăллă Иван Тимофеевич Белов пирки пырĕ. Вăл 1942 çулхи январĕн 22-мĕшĕнче çуралнă. Вăрçă çулĕсенче çуралнăскерĕн ачалăхĕ пулман та тесен тĕрĕсрех пулать. Вăл вăхăтра ялти халăх пĕр-пĕрин патне кивçене те час-часах çÿренĕ, ăнланса пулăшма тăрăшнă. Пурнăçĕ çăмăлах пулман пулин те И.Белов ялти çичĕ çул вĕренмелли шкула куçăмсăр майпа вĕренсе пĕтернĕ. Шкулта вĕреннĕ хушăрах вăл "Победа" колхозра ĕçленĕ. Çамрăка кăнтăрла ĕçлесе каçхине парта хушшинче ларма пĕрре те çăмăл пулман пулĕ. Шкултан вĕренсе тухсан, 1961 çулта вăл салтак ретне тăрать. Инçет Хĕвелтухăçĕнчи "Русский" утрав çĕрĕ çинче службăра тăрать. Малтанхи çулсенче вăл вĕренÿ отрядĕнче пулса радиотехника шкулĕнче вĕренет. Унтан службăна Лăпкă океан флотĕнче малалла тăсать. 4 çул пулать вăл салтакра. Ун хыççăн вăл Коми Республикинчи Воркутари Хальмер-Ю поселокĕнче çĕр кăмрăкĕ кăларакан предприятинче вăй хурать. Арапуç çамрăкĕ ĕçĕпе палăрса тăнине кура ăна "Воркутауголь" шахтинче бригадира суйласа лартаççĕ. Вĕсен бригади ĕçре тăтăшах пысăк çитĕнÿсем туса ырă енчен кăна палăрнине кура тата Иван Тимофеевич хăй те пултарулăхĕпе, ăс-тăнĕпе ыттисенчен уйрăлса тăнипе сахал мар Хисеп грамотисемпе Тав сăмахĕсене тивĕçет. Çапла вара кун хыççăн кун, çул хыççăн çул иртет. Шахтăра ĕçлеме тытăнни те 30 çул ытла иртсе каять. Çак хушăра Иван Тимофеевич Беловсен пурнăçĕнче çăмăлли те, йывăрри те сахалах пулмасть, пурне те мăшăрĕпе пĕрле чăтса ирттереççĕ. Унăн мăшăрĕ - Аниса Петровна, Арапуç хĕрĕ. Вăл 1940 çулхи январĕн 10-мĕшĕнче çуралнă. "Йĕппи ăçта çиппи унта", - тенĕ пек вăл та мăшăрĕпе пĕрле Коми Республикине çул тытать. "Воркутауголь" предприятинче ĕç тумтирĕсене çĕлекен çĕвĕçĕ пулса вăй хурать.

Халĕ туслă çемье тăван ялта Арапуçĕнче пурăнать. Вĕсем виçĕ ачана пурнăç çулĕ çине кăларнă ĕнтĕ. Халĕ тăватă мăнук пур Беловсен. Аслă ывăлĕ Валерий Иванович предприниматель ĕçне алла илнĕ. Хальхи вăхăтра вĕсем Шупашкарта пурăнаççĕ.

Вăталăх хĕрĕ Людмила Ивановна Мускаври Патшалăх университечĕн математикăпа кибернетика факультетне вĕренсе пĕтерсе хăйĕн специальноçĕпе Англинче ĕçлесе пурăнать.

Кĕçĕн хĕрĕ Наталия Ивановна И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш Патшалăх университечĕн юридици факультетне вĕренсе пĕтернĕ. Мускавра уйрăм çын предприниматель пулса вăй хурать.

Иван Тимофеевич ялти ятлă-сумлă çын, унăн ырă кăмăлĕ те иксĕлми. Тĕлĕнмелле хăватсем тăвакан çветтуй Николай атте ячĕпе ялта лартнă чиркÿ тунă çĕрте те нумай пулăшу кÿчĕ. Ялта мĕнле те пулин ĕç тумалла-и е пĕр-пĕр мероприяти ирттермелле-и - вăл яланах пулăшма хатĕр. Ял тăрăх администрацийĕнче ĕçлекенсемпе ял çыннисем ăна уçă та ырă кăмăлĕшĕн чунтанах хисеплеççĕ, пурнăçра ăнăçу сунаççĕ. "Ырă йăла-йĕрке икĕ ĕмĕр пурăнать", - тенĕ пек Беловсен те кун-çулĕ вăрăм пултăр.

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: Л.ВАСИЛЬЕВА, ял тaрaхeнчи ертсе пыракан специалист-эксперт.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика