АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ÿсĕмлĕ аталану çĕре юратаканран та килет

10 июня 2017 г.

Ÿсĕмлĕ аталану çĕре юратаканран та килет

"Çĕр ĕçе вăхăтра пурнăçланине юратать. Мĕнле те пулин ĕçе тытăнма пĕр кун кая юлсанах ĕç тухăçлăхĕ тĕппипех улшăнать. Çĕр ĕçĕ ÿркенмен çынсене ытларах кăмăллать. Пирĕн хуçалăхра тăтăшах вăй хуракансем вара чăннипех те çĕре юратаççĕ, унпа туллин усă курас енĕпе пулăшса пыраççĕ", - тет Кĕлкеш ял тăрăхне кĕрекен "Ямуков Г.Н." хресчен фермер пуçлăхĕ Г.Ямуков.

Вĕсен йышĕнчен пĕри - В.Степанов. Ăна чăн-чăн çĕр хуçи тесе те калама пулать, мĕншĕн тесен вăл ялти шкултан вĕренсе тухнăранпах Кĕлкеш çĕрĕ çинче ĕçлесе пурăнать. 1981 çулта шкул сакки çинчен тÿрех комбайн çине ĕçлеме кайнă вăл. Малтанлăха комбайнер помощникĕнче вăй хунă çамрăк каччă. Унта пĕр вăхăт ĕçленĕ хыççăн, пултарулăхне кура, ăна районти çар ĕç комиссариатĕнчен хамăр районти ДОСААФ автошкулне водителе вĕренме яраççĕ. Водитель правине илсен унта-кунта тухса каяс тесе пуçне ватмасть Вадим, тÿрех "Прогресс" совхоза /вăл вăхăтра ялти хуçалăх ячĕ/ çул тытать. Ялта, куç умĕнче ÿссе çитĕннĕ çамрăка пурте лайăх пĕлнĕ. Ашшĕпе амăшĕ те ялти ĕçчен çынсем пулнă. Сăмах май каласан, унăн ашшĕ Егор Степанович таврари чи чаплă токарь пулнине халĕ те ырăпа аса илеççĕ. В.Степанова совхозра автослесаре ĕçе илеççĕ. Часах унăн салтак ячĕ те тухать. Тус-юлташсемпе, тăвансемпе, ял-йышпа сывпуллашса салтака каять. Венгринчи пĕр çар чаçне лексе икĕ çул службăра тăрать. Ĕçчен чăваш каччине çар командованинче те асăрхаççĕ. Унта та вăл чăваш ятне ямасть, ырăпа палăрса тăрать. Икĕ çул сисĕнмесĕрех иртсе каять. Салтакри тивĕçне пурнăçласа килсен вăл каллех "Прогресс" совхоза çул тытать. Хапăлласах йышăнаççĕ ăна, автомашина шанса параççĕ.

Тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн Тав сăмахĕсемпе Хисеп хучĕсене те сахал мар тивĕçет вăл. Ял тăрăхĕнче "Возрождение" хуçалăх йĕркеленсен В.Степанов унта ĕçлеме куçать. Каярахпа, 2006 çулта "Ямуков Г.Н." хресчен /фермер/ хуçалăхĕнче ĕçлеме тытăнса паянхи кунчченех кунта тăрăшать. Хальхи вăхăтра К-744-Р-2 тракторпа вăй хурать. Хăйĕн ят-сумне çĕре ÿкермен механизатор çемьере те, ял-йыш умĕнче те, коллективра та хисепре. Мăшăрĕпе, Вера Ананьевнăпа икĕ ача çитĕнтерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă. Халĕ вĕсене пĕчĕк мăнукĕ савăнтарать. Хуçалăхри ÿсĕмлĕ аталану çĕре юратаканран та килет. Ĕçпе палăрнă механизатора вара малашнехи пурнăçра ăнăçу сунмалли кăна юлать.

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: А.АНТОНОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика