10 июня 2017 г.
Ялхуçалăхĕнче наян çынна çăмăл мар, кунта хăй вăй-хăватне шанса тăракан, йывăрлăхран хăраман, ÿркенсе тăман ĕçчен тата пултаруллă çын кăна çитĕнÿсем тума пултарать. Ахальтен мар ĕнтĕ чăвашсем: "Ялти ĕçчен выçă вилмен", - теççĕ. Тăрăшса ĕçлекен çын ялта яланах ырă ятлă пулнă. Çавăн пек ырă ятлă çынсем Тикашра та чылай. Акă, "Иванов Н.А." хресчен хуçалăхĕ çинчен илтмен çын районта çук та пулĕ. Николай Анатольевич хăйĕн çемйипе нумай çул хушши çĕр çинче вăй хурать. Самана тĕрлĕрен килсе тăрать пулин те Ивановсем алă усса лармаççĕ, хура çĕре пушă вырттармаççĕ. Кăçал Николай Анатольевич çурхи пĕрчĕллĕ культурăсем /тулă, урпа, сĕлĕ/ 200 гектар, нумай çул ÿсекен курăксем 80 гектар акнă. Пĕлтĕр кĕркунне вара 100 гектар тулă акса хăварнă. Ку ĕç малалла пырать-ха. Хура тул акас тĕллевпе фермер çĕре культиваци ĕçĕ тума пуçланă.
Çĕр ĕçне тума техника кирлĕ. Николай Анатольевичăн хуçалăхĕнче, акă, 4 хурçă лаша, - МТЗ-1221, МТЗ-82, МТЗ-80, ДТ-75 тракторсем - яланах ĕçе кÿлĕнме хатĕр. Хастар хуçа вĕсене пăхса-юсасах тăрать. Эпир килсе çитнĕ чухне те вăл тракторсене хире кăларма хатĕрлет. Мăйракаллă шултра выльăх усрать хăйĕн хуçалăхĕнче Николай Анатольевич. Вĕсене предпринимательсене чĕрĕ виçепе сутса тупăш тăвать вăл. Çу кунĕсенче вăкăрсем ятарлă уйрăм вырăнта уçă сывлăшра тăраççĕ. Ку кăна мар, сурăх та усрать ĕçчен хуçа, утар та тытса тăрать. Ларми-тăми тăрăшать Н.Иванов, мăшăрĕпе ывăлĕсем вара ăна яланах пулăшса тăраççĕ.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: И.ДАНИЛОВА.