07 июня 2017 г.
Акă вĕçленчĕ те вĕренÿ çулĕ. Кăçал Вăрмар поселокĕнчи "Зоренька" ача сачĕ 33-мĕш хут ĕнтĕ хăйĕн выпускникĕсемпе сыв пуллашать. Хальхинче кунтан 15 ачана шкула кайма ăсатнă И.Егорова тата Е.Аверьянова воспитательсем.
Ача-пăча садĕнчи ăсату балĕ пĕр енчен савăнăçлă, тепĕр енчен хурлăхлă кун: çитес уйрăлу салхулантарть, çав вăхăтрах шкул тапхăрĕ çитсе пыни хумхантарать те. Çак куна тата сыв пуллашу самантне пурте хутăш туйăмпа кĕтрĕç. Педагогсем ачасемпе çумма-çуммăн нумай вăхăт хушши пĕрле пулнă, çавăнпа вĕсене хăйсен ачисем вырăннех хураççĕ-çке.
Ачасемшĕн тата ашшĕ-амăшĕсемшĕн çак уяв асра юлтăр тесе эпир хамăртан мĕн килнине пĕтĕмпех турăмăр. Ачасемшĕн ку вĕсен пурнăçĕнчи пĕрремĕш ăсату уявĕ. Ашшĕ-амăшĕсем те вĕсемпе пĕрле пурнăçăн тепĕр чикки урлă каçрĕç. Педагогсемшĕн вара çак кун - юратнă воспитанникĕсемпе уйрăлмалли тепĕр самант.
Сыв пуллашу каçĕнче хутшăннă воспитательсем хăйсене чăнах та лайăх артистсем пек кăтартрĕç. Вĕсен ăсталăхне, хастарлăхне, пултарулăхне пурте тивĕçлипех хакларĕç. Ачасем тĕрлĕ кăсăклă конкурссенче, хаваслă сценкăсенче хутшăнчĕç, уяв сĕмне туйса илчĕç. Ача-пăча сачĕн администрацийĕ ачасене парнесемпе дипломсем пачĕ.
Çак уява райадминистрацин вĕрентÿпе çамрăксен политикин тата спорт управленийĕн начальникĕ Ю.Соколов тата çул çитмен ачасемпе ĕçлекен методист Е.Макарова килчĕç. Вĕсем ачасене тата вĕсен ашшĕ-амăшĕсене пурнăçра ыррине кăна сунчĕç. Вăрмар поселокĕнчи Михаил Архистратиг чиркĕвĕн настоятелĕ Владимир атте тата Мария матушка та сыв пуллашу каçне çитсе курчĕç. Вĕсем ачасене шкулта лайăх вĕренме пиллерĕç. Юлашкинчен ĕмĕтленнисем пурнăçланса пыччăр тесе ачасем тÿпене сывлăш шарĕсем вĕçтерсе ячĕç.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: Е.ПРОКОПЬЕВА, музыка руководителe.