АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ăсату балĕ

07 июня 2017 г.

Çуркунне... Юлашки шăнкăрав... Ăсату балĕ... Çултан-çул пулса иртекен пулăмсем. Хаваслă та, анчах çав вăхăтрах чуна хумхантаракан тапхăр. Шкул ачисемпе пĕрлех шкул çулне çитмен ачасем те çак асра юлакан самантсем витĕр тухаççĕ.

Иртнĕ кунсенче Мăнçырмари пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул çумĕнчи ача-пăча ушкăнĕнчи 4 ачан ăсату балĕ иртрĕ.

Ку уява аслă ушкăнта ĕçлекен Т.Егорова воспитатель ертсе пычĕ. Унпа пĕрле А.Васильева, И.Игнатьева, Е.Ильина воспитательсемпе вĕсене пулăшаканĕсем - Т.Матвеевăпа О.Михайлова тата Д.Белова музыка руководителĕ вăй хучĕç.

Уявра илемлĕ сăвă-юрăсем янăрарĕç, хаваслă ташăсем пулчĕç, тĕрлĕрен вăйăсем иртрĕç. Кĕçĕн тата вăтам ушкăнти ачасем хăйсен аслă ушкăнти тусĕсене илемлĕ халалсемпе хавхалантарчĕç, юрă-ташă парнелерĕç.

Уява юмахри Хоттабыч старик те килсе çитрĕ. Вăл хăйĕн асамлă сухалĕпе тĕрлĕрен тĕлĕнтермĕшсем туса пухăннă çынсене савăнтарчĕ.

Аслă ушкăнти ачасем те хăйсен ашшĕ-амăшĕсене, юратнă воспитательсемпе вĕсене пулăшаканĕсене илемлĕ сăвăсем каласа тав турĕç, чуна пырса тивекен юрăсем парнелерĕç, юлашки вальс ташласа кăтартрĕç. Пухăннисен куçĕсем шывланчĕç. Çак самантсем чăнах та кашнин чĕрине хумхантарчĕç.

Уяв вĕçĕнче шкула каякан ачасене асăнмалăх дипломсем пачĕç, «Ача садĕнчен вĕренсе тухакан» тесе çырнă лентăсем çыхса ячĕç. Ашшĕ-амăшĕсем те шкул администрацийĕн ĕçченĕсене, воспитательсемпе вĕсене пулăшаканĕсене, повара чунтанах тав сăмахĕсем каларĕç. Çак çулсем хушшинче вĕсем тăвансем пекех çывăхланнă-çке.

Ачасем шкулта лайăх вĕренме сăмах пачĕç. Воспитательсем вĕсене шкул сакки çине лартма нумай тăрăшнă.

Уяв хаваслă та интереслĕ иртрĕ. Аслисем те, ачасем те кăмăллă юлчĕç.

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: А.Васильевaпа Т.Егорова, воспитательсем.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика