АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çут тĕнчене ача килни - савăнăç

07 июня 2017 г.

Çут тĕнчене ача килни - савăнăç

Ачасене хÿтĕлемелли Пĕтĕм тĕнчери кун район администрацийĕн ЗАГС пайĕнчи чаплă чару-тăру ирттермелли залĕнче ĕлĕкхи йăлана тытса пырса 2017 çулхи районти чи çамрăк гражданина, Чулкас ялĕнчи Ксения Сергеевнăпа Виталий Владимирович Петровсен иккĕмĕш ывăлне, Ильяна, регистрацилерĕç. Çак паллă пулăм 2017 çулта ЗАГС пайне йĕркеленĕренпе 100 çул çитнипе те çыхăннă. Çавна май республикăра ятарласа "2017 çулхи чи лайăх ЗАГС пайĕ" ятпа конкурс та иртет.

Чаплă лару-тăрăва район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Тихонов, Чăваш Республикин юстици тата пурлăх министерствин консультанчĕсем, ертсе пыракан специалист-эксперчĕсем Н.Арсентьевăпа И.Хуморова, "Издательский дом "Грани" генеральнăй директорĕ - тĕп редактор Н.Колыванова тата Петровсен тăванĕсемпе пĕлĕшĕсем килсе çитнĕ.

Илемлĕ залра шăппăн юрă çемми янăрать. Часах пĕчĕк ача макăрнă сасă илтĕнсе каять. Ача сасси залра ларакан амăшĕсен чунне те кăштах хускатрĕ пулас. Çак вăхăтра райадминистрацин ЗАГС пайĕн начальникĕ В.Волкова ача çурални пурнăçра еплерех йĕр хăварни пирки сăвăласа чаплă мероприятие пуçларĕ. Вăл каланă йĕркесем хумхантармасăр тăраймарĕç, чуна пырса тивмелле сăмахсемпе каларĕ. 2017 çула Чăваш Республикинче Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкĕ тесе пĕлтернине те палăртса хăварчĕ. Илья ятлă çынсем пурнăçра еплерех пулассине те пĕлчĕç кунта килнисем. Район администрацийĕн пуçлăхне А.Тихонова сăмах пачĕç. Вăл ачана çурални çинчен свидельство тата парне парса хавхалантарчĕ. "Сирĕн паян чи хаваслă кун, иккĕмĕш ачăр çуралнине чаплă лару-тăрура регистрацилетĕр. Ачусемшĕн ырă тĕслĕхлĕ пулма сывлăх, ăнăçу сунатăп. Çемьере туслăх хуçалантăр", - терĕ Александр Иванович.

Чăвашăн ĕлĕкхи йăли-йĕркине тытса пырса ачасене мĕн пĕчĕкрен "Сăпка юрри" юрласа çывăрттарнă. Уява ертсе пыракан Валентина Альбертовна пĕчĕк Ильяшăн "Колыбельная медведицы" юрă шăрантарса сăпкка юррисен пуххине тата кĕмĕл кашăк парнелерĕ. Ача ашшĕ савăнăçне пытараймасăр ача амăшне кĕмĕл хăлха çакки çакса ячĕ. Тăванĕсемпе пĕлĕшĕсем тата "Родничок" ача сачĕн заведующийĕ М.Иванченко Петровсен çемйине çак паллă кунпа саламларĕç. Ача сачĕн воспитанникĕсем хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарчĕç. Петровсен пĕчĕк ывăлĕн ячĕпе нумай ырă та ăшă сăмахсем пулчĕç. Районти тĕп библиотекăри Т.Федорова пĕчĕк ачасем валли ятарласа хатĕрленĕ кĕнекесен выставкипе паллаштарчĕ.

Петровсем пуçтарăннă халăха чăкăт пÿремечĕпе хăналарĕç. Юлашкинчен ушкăнпа сăн ÿкерттерчĕç.

 

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: А.НИКОЛАЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика