АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чăваш Ен регион-лидерсен йышĕнче

07 июня 2017 г.

«Ытти субъектсемшĕн тĕслĕх вырăнĕнче Тутарстанпа Чăваш Республикисем, Мускав хули, Тула, Калуга облаçĕсем. Наци рейтингĕнче инвестици илĕртÿлĕхĕн ĕç кăтартăвĕпе вĕсем малта пыраканнисем, хисепе тивĕç, саламлама та юрать вĕсене», - тенĕ В.Путин.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ М.Игнатьев Питĕрте пĕтĕм халăхсем хушшинче иртнĕ экономика форумĕн пĕрлехи ларăвĕн ĕçне хутшăннă.

Пĕрлехи ларăва Раççей Федерацийĕн Пуçлăхĕ В.Путин уçнă май, кун йĕркинчи тĕп ыйтупа доклад тунă.

Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Форум ĕçне пухăннисем умĕнче çапларах каланă: «Пурсăмăр та пĕрле хутшăнса ĕçлесен кăна экономикăри çĕнĕлĕхсене пурнăçа кĕртме, йывăрлăхсене парăнтарма пулать, начар пурăнакансен йышне сахаллатма, чи çивĕч социаллă ыйтусене татса пама, терроризма çĕнтерме, регионсен хирĕçĕвĕсене салатса яма тата та ытти пăтăрмахсене сирсе яма пулать», - тенĕ вăл.

В.Путин хăйĕн сăмахĕнче çĕнĕ технологисем йăлари пурнăçа тĕпрен улăштарас ĕçе пысăк витĕм кÿреççĕ тенĕ. «Пирĕн ума çĕнĕрен те çĕнĕ тĕллевсем тухса тăраççĕ. Çак кăткăс вăхăтра пирĕн пĕр-пĕрин хушшинче ăнланманлăхпа, хирĕçÿлĕхпе, геополитика вăййисемпе алхасса ларма нимĕнле ирĕк те çук. Пирĕн çав тери ăслă пулма тăрăшмалла. Яланах яваплăха тытса пымалла, патшалăха çирĕплетмелли çĕнĕ çул-йĕрсем шырамалла, регионсене пĕр-пĕринпе килĕшсе ĕçлеме кирлĕ пек майсем йĕркелесе тăратмалла, бизнеса вăй илтерме пулăшмалла, наука пĕрлешĕвĕсене витĕм кÿме те тăрăшмалла», - тенĕ РФ Президенчĕ. Цифрăллă экономика бизнесăн çĕнĕ тытăмне вăй илтерме пулăшать, патшалăха та аталанса пыма чылай витĕм кÿрет. «Экономикăра çĕнĕ фаза пуçланчĕ... Инвестици ÿссе пыни никамшăн та вăрттăнлăх мар. Малашне те ÿсĕмпе ĕçлесе пырассишĕн тăрăшмалла, çитĕнÿсене чакарма юрамасть. 19-20-мĕш çулсенче экономикăра пысăк кăтартусемпе палăрассишĕн вăй хумалла, тĕнче шайĕнчен те ÿссе каймалла», - тенĕ РФ Президенчĕ сăмаха малалла тăснă май. Бизнеса аталантарма, ÿсĕмсемпе палăрма малашне те çĕнĕ условисем шырама чĕнсе каланă вăл.

Стратеги пуçарăвĕсен Агентстви пĕлтернĕ тăрăх, инвестици илĕртÿлĕхĕн ĕç кăтартăвĕпе Наци рейтингĕнче Раççей Федерацийĕн 85 субъекчĕ хушшинче пирĕн Чăваш Республики хисеплĕ 2-мĕш вырăна тухнă.

Сесси ĕçне çакăн пекех Инди Премьер-министрĕ Н.Моди, Австрин федераллă канцлерĕ К.Керн, Молдави Президенчĕ И.Додон хутшăннă.

 

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: ЧР ПА пресс-служби.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика