03 июня 2017 г.
Июнь уйăхĕн 2-мĕшĕнче Питĕрте пĕтĕм халăхсем хушшинчи экономика форумĕнче стратегиллĕ пуçарусен Агентствин генеральнăй директорĕ С.Чупшева Наци рейтингĕнчи инвестици илĕртÿлĕхĕн ĕç кăтартăвĕ çинчен йĕркеленĕ презентацире çапла палăртнă: «Чăваш Республики тĕлĕнмелле чаплă регион. Чăннипех те, республикăн пур ĕç кăтартăвĕсем те çÿллĕ шайра, динамика ырă енне улшăнса пыни куçкĕретех, ыттисемшĕн тĕслĕх», - тенĕ вăл.
Инвестици илĕртÿлĕхĕн ĕç кăтартăвĕпе Наци рейтингĕнче Чăваш Республики Раççей Федерацийĕн 85 субъекчĕ хушшинче маларах 6-мĕш вырăнта тăнă пулсан, халĕ хисеплĕ 2-мĕш вырăна тухнă. Кун пек пысăк кăтарту ĕмĕрне те пулман тесен те йăнăш мар. Сколково шкулăн Президенчĕ А.Шаронов хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Республикинче бизнес пĕрлешĕве аталанса пыма çав тери лайăх пулнине, влаçри çынсем тĕрлĕ сĕнÿсемпе яланах пулăшнине, нимĕнле чăрмавсем те кăларса тăратманнине, пĕр-пĕринпе килĕшсе тухăçлă ĕçлесе пынине палăртнă. Ку енĕпе те регион ыттисемшĕн тĕслĕх пулса тăнине асăннă ертÿçĕ.
Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М.Игнатьев бизнес тытăмĕнче ĕçлекенсене, вак тата вăтам предпринимательлĕх пайĕнче вăй хуракансене Чăваш Республикин Правительство членĕсен ĕçне пысăка хурса хакланăшăн чун-чĕререн тав тунă.
Çитĕнĕвĕн тепĕр пысăк кăтартăвĕ - пирĕн республикăра ют çĕршыв компанийĕсем тухăçлă ĕçлени, тĕрлĕ производствăсем хута яни.
Чăваш Ен Пуçлăхĕ М.Игнатьев тĕрĕслевпе асăрхав органĕсемпе епле тачă çыхăнса ĕçленин ĕç опычĕпе паллаштарнă. «Чăваш Республикинче тĕрĕслевпе асăрхав органĕсем уçăмлăн ĕçлеччĕр тесе сахал мар тăрăшрăмăр. Лартнă тĕллевсене пĕтĕмпех пурнăçларăмăр. Малашнехи ĕç планĕпе вĕсем паллаштарса пыраççĕ, ăнсăртран, плансăр предприятисемпе организацисене тухса тĕрĕслемеççĕ», - тенĕ сăмаха тăсса М.Игнатьев.
Кунсăр пуçне регионта патшалăх тата муниципалитет пулăшăвĕсене илме меллĕ. Нимĕнле чăрмавсем те çук. НФЦ регионта ăнăçлă ĕçлесе пыраççĕ, кирек епле ыйтăва та вăхăтра татса парассишĕн тăрăшаççĕ.
Чăваш Ен Пуçлăхĕ М.Игнатьев тата çакна та палăртнă: «Республика Правительствин приоритечĕ - халăхăн пурнăç условийĕн шайне ÿстерсе пырасси, пысăк технологиллĕ ĕç вырăнĕсем хатĕрлесе тăратасси, çамрăксене аталанма, пуçаруллă проектсене пурнăçа кĕртсе пыма кирлĕ пек условисем йышăнасси», - тенĕ вăл.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: ЧР ПА пресс-служби.