03 июня 2017 г.
Майăн 31-мĕшĕпе июнĕн 2-мĕшĕсенче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М.Игнатьев Питĕрти экономика форумне хутшăннă.
ЧР Пуçлăхĕ М.Игнатьев Раççейри пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх форумĕн «Монохуласем - бизнесшăн çĕнĕ майсем» сессине хутшăннă. Унта монохуласен инвестици илĕртÿлĕхне ÿстерессипе, предпринимательсен ĕç-хĕлне хавхалантарассипе, бизнеса йĕркелесе пыма ăнăçлă условисем туса парассипе çыхăннă ыйтусене пăхса тухнă.
РФ Правительствин Председателĕн пĕрремĕш заместителĕ И.Шувалов монохуласене аталантарас енĕпе управленецсен командисене вĕрентмелли программа пысăк усă панине палăртнă. «Эпир Президентăн çак проектне пурнăçлама пуçланăшăн пĕрре те ÿкĕнместĕп, 2017 çул вĕçленнĕ тĕле мĕнпур 319 командăна вĕрентсе кăларатпăр, пурте тивĕçлĕ сертификатсем илеççĕ, - тенĕ вăл.
- Хальхи вăхăтра хÿтĕлекен пĕр проектра та тахçан ĕç вырăнĕсемпе тивĕçтернĕ пысăк предприятисем пирки калани çук. Паян пурте бизнес-хутлăх, социаллă учрежденисем, хăтлăх, пĕчĕк тата вăтам бизнес пирки калаçаççĕ. Ахăртнех, çакă хальхи вăхăтра пĕлтерĕшлĕрех те». И.Шувалов çавăн пекех пĕр ĕç вырăнĕ туса паракан предприниматель те паян «Газпромран» нимрен те кая маррине, монохуласенче пĕчĕк бизнеса аталантарма майсем çителĕклине палăртнă.
Регионсен тата монохуласен пуçлăхĕсем - монопрофильлĕ муниципалитет йĕркеленĕвĕсен аталанăвĕ, предпринимательсен пĕрлĕхĕсен представителĕсем бизнес-проектсене пурнăçа кĕртни çинчен каласа кăтартнă. Калаçу вăхăтĕнче пысăк квалификациллĕ кадрсем мегаполиссене куçнипе çыхăннă çивĕч ыйтусем пуррине тата вĕсене татса памалли çул-йĕре палăртнă.
М.Игнатьев Çĕнĕ Шупашкар тата Канаш монохуласенче пурнăçланакан инвестици проекчĕсем тата пысăк технологиллĕ çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркелени, экспорт потенциалĕ пирки каласа кăтартнă. Вăл çивĕч ыйтусене те палăртнă, ку ĕç-хĕл тĕлĕшпе норма-право никĕсне вăйлатмалли çинчен каланă.
Аталанăвăн çĕнĕ çул-йĕрне палăртасси тата монохуласенче çĕнĕ ĕç-хĕл тĕсне аталантарасси - Чăваш Республикин Правительствин стратегиллĕ тĕллевĕсенчен пĕри. Чăваш Енре пурĕ пилĕк - Канаш, Сĕнтĕрвăрри, Улатăр, Çĕмĕрле, Çĕнĕ Шупашкар - монохула, Раççей Федерацийĕн Правительствин 2010-2011 çулсенчи антикризис программипе килĕшÿллĕн Улатăр тата Çĕнĕ Шупашкар федераци бюджетĕнчен патшалăх пулăшăвне илнĕ. Улатăр хулине 566 миллион тенкĕ тивĕçнĕ. Монохулара комбикорм заводне, ятарлă тум çĕлекен «Лекс-Фэшн» ООО çĕнĕ предприятие хута янă, «Улатăрти хут фабрики» ООО производствине çĕнетнĕ. Проектсене хывнă инвестицин калăпăшĕ 1,4 миллиард тенкĕпе танлашнă. 400 яхăн çĕнĕ ĕç вырăнĕ йĕркеленĕ. Улатăрта ĕçсĕрлĕх шайĕ 2016 çул тĕлне 2,83 процентран ?2009 çул% 1,29 процента çити чакнă.
Çĕнĕ Шупашкара 2350 миллион тенкĕлĕх патшалăх пулăшăвĕ панă. Шывпа, электричествăпа, газпа тивĕçтерекен сетьсене, канализацие хута яни çĕнĕ инвестици проекчĕсене пурнăçа кĕртме май панă. Хулара хĕвел модулĕсене туса кăларакан «Хĕвел» ООО, «Экоклинкер» завода, Шупашкарти çурт-йĕр строительствин комбинатне хута янă. Проектсене 25 миллиард ытла тенкĕ инвестици хывнă, 1100 çĕнĕ ĕç вырăнĕ йĕркеленĕ. Ĕçсĕрлĕх шайĕ 3,7 процентран ?2009 çул% 0,62 процента /2016 çул/ çити чакнă.
Юлашки виçĕ çулта республикăн инвестици программипе килĕшÿллĕн Чăваш Енри пилĕк монохулари общество инфратытăмне аталантарма 3 миллиард тенке яхăн уйăрнă. Республикăшăн уйрăмах пĕлтерĕшлĕ пулăм - 2016 çулхи сентябрь уйăхĕнче Монохуласене аталантаракан фондпа Канашри виçĕ инфратытăм объекчĕн /«Аниш» автоçул, тасатакан сооруженисем, индустри паркĕн инфратытăмĕн объекчĕсем/ строительстви тата реконструкцийĕ енĕпе килĕшÿ туни, çапла майпа фондран 700 миллион ытла тенкĕ илме май килнĕ. Çак объектсен пĕтĕмĕшле хакĕ 1,4 миллиард тенкĕпе танлашнă. Канашри биотехнологи кластерĕн тата индустри паркне йĕркелессипе çыхăннă 8,4 миллиард ытла тенкĕлĕх çĕнĕ инвестици проекчĕсем пурнăçланни монохулари пысăк предприятисенчи ĕçченсем ĕçсĕр тăрса юлас хăрушлăха чакарать, 1,5 пин ытла çĕнĕ ĕç вырăнĕ уçма май парать.
Мероприяти хыççăн М.Игнатьев журналистсен ыйтăвĕсене хуравланă. «Монохуласене аталантармалли программăна хутшăнни халăхăн пурнăç шайне ÿстерет тата предпринимательсен пуçарăвĕсене пурнăçа кĕртме лайăх условисем туса парать. Çакă питĕ пĕлтерĕшлĕ», - тенĕ республика Пуçлăхĕ.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: ЧР ПА пресс-служби.