31 мая 2017 г.
Кăçал çĕр ĕçченĕсене çанталăкĕ хытă тĕрĕслерĕ. Çавна пула çурхи ĕçсем вăрăма тăсăлчĕç. Кĕçех çу кунĕсем пуçланаççĕ.
"Ямуков Г.Н." хресчен фермер хуçалăхĕнче çурхи ака-суха ĕçне вĕçленĕ. Хуçалăха ертсе пыракан Г.Ямуковпа ĕç пирки сăмах пуçарсан, малтанлăха шута илнĕ тăрăх 1310 гектар çинче çурхи пĕрчĕллĕ культурăсене, çав шутра 500 гектар урпа ытти гектарсем çинче - тулă тата 243 гектар çинче çĕр улми лартса хăварнă тесе пĕлтерчĕ.
"Кăçалхи çураки, районти ытти çĕр ĕçченĕсенни пекех, çăмăлах пулмарĕ. Кашни ырă кунпа туллин усă курса, агротехника требованийĕсене пăхăнса ĕçлерĕмĕр. Юрать-ха, кунта тăрăшакан механизаторсемпе вĕсене тĕрлĕ енлĕ пулăшса пыракансем ăнăçлă ĕçлерĕç. Пĕрне хурласа тепĕрне ырламалла мар, пурте кар! тăрса çуракине вĕçлессишĕн вăй хутăмăр. Акă, тĕслĕхрен, А.Архипов экипажнех илер, вĕсем 150 гектар ытла çĕрулми лартса хăварма пултарчĕç. Сăмах май каласан, А.Архипов /мĕн ачаранпах тесен те тĕрĕс пулать/ çĕр ĕçĕпе вăй хурать. Малтанхи çулсенчех "Прогресс" совхозран пуçăннă та вăл, урăх ниçта та кайман. "Возрождение" хуçалăхран халĕ эпĕ ертсе пыракан хуçалăха куçнă. Хăйĕн ĕçне куç хупса пурнăçлать, теççĕ ун пек çынсем пирки халăхра. Вăл "Ялхуçалăхăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ" ята та тивĕçнĕ. Н.Васильев водитель те 4 çул тăрăшать хуçалăхра, хăйĕн ĕçне пĕлсе пурнăçлать, руль - çирĕп алăра. А.Архиповпа С.Васильев çĕрулми лартма пулăшакансем пирки те ырă сăмахсем кăна каламалла. Малтанах палăртрăм ĕнтĕ, пурте тăрăшуллă, паян мĕн ĕçлемеллине пĕлсе ĕçлеççĕ", - терĕ Г.Ямуков çитес вăхăтсенче мĕн ĕçлемеллине палăртнă май. Чăнах та, Ямуковсен сăмахĕ - татăклă, ĕçĕ - курăмлă темелли çеç юлать кунта.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: А.НИКОЛАЕВА.