31 мая 2017 г.
Таврара кайăк-кĕшĕк грипĕ пирки чылайранпах калаçаççĕ. Малтанхи вăхăтра кун пирки ытларах Мускав çывăхĕнчи районсенче тата Калмăк, Тыва Республикисенче, Краснодар крайĕнче, Астраханьпе Ростов облаçĕсенче тип-шар курни пирки хаçатсенче çырчĕç, радиопа, телевизорпа каларĕç. Аякри сас-хура хамăр ума та çитрĕ темелле. Халĕ акă, хамăрпа юнашар Тутар тата Мари Эл Республикисене те çак усал чир килсе çакланни пирки шăв-шав çĕкленчĕ. "Мĕн-ха вăл, "Птичий грипп" çын çак чирпе аптрама пултарать-и?" тейĕ хаçат вулакан.
Кайăк-кĕшĕк грипĕ пирки 1997 çултанпах калаçаççĕ. Çак çулта ăна Гонконгра çынсем хушшинче сарăлнине тупса палăртнă. Каярахпа ытти вырăнсенче те çак чирĕн тĕрлĕ вирусĕсем алхасса çÿренине регистрациленĕ. Вăл питех те хăрушă вируслă чир. Унпа ытларах шывра ишекен хур-кайăксем тата килти кайăк-кĕшĕк, кăркка чирлет. Чир вирусĕ кайăк-кĕшĕкĕн хырăмлăхĕнче пулать. Унăн каяшĕсене тасатнă е кайăк-кĕшĕксене тытсан чир çынна та аптратма пултарать. Енчен те малтан çын шăнса пăсăлнипе е грипп чирĕпе чирленĕ пулсан кайăк-кĕшĕк чирĕ çынăннипе хутшăнса мутант пулса кайса çынна самаях сиен кÿме пултарать. Вăхăтра больницăна каймасан е врач хушнисене пурнăçламасан çын вилме те пултарать. Чирĕн А/Н5N1/ инкубаци вăхăчĕ 2-3 куна, хăш-пĕр чухне - 1-8, сайра хутра икĕ эрнене тăсăлма пултарать. Ÿт температури 38-40 градуса çитет, шăнтать, вар-хырăм пăсăлать, юнлă сурчăк тухать, кун пек чухне вируслă пневмони пуçланать. Çавăнпа та пĕр тăхтаса тăмасăр больницăна килмелле. Кайăк-кĕшĕк грип республикăра регистрацилемен пулсан та асăрхануллă пулмалла.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: Н.ВАСИЛЬЕВА, поликлиника заведующийe.