АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сĕт хакĕ канăç памасть

31 мая 2017 г.

Хушма хуçалăхра ăне-выльăх усракансене кашни çулах, уйрăмах çуллахи вăхăтра сĕт хакĕ чакса пыни чăннипех те пăшăрхантарать. Хăшĕ-пĕрисемшĕн вăл çăкăр-тăвар тата ытти апат-çимĕç туянмалăх тупăш çăлкуçĕ пулса тăрать-çке.

Тĕрĕссипе каласан ĕне усраса тупăш илес тесен мĕн чухлĕ вăй хумалла? Çăвĕпе утă-улăмне хатĕрлемелле, тĕш-тыррине сутăн илмелле, ун хакĕ те кашни çул ÿссех пырать. Шалккăм çумăр çăвать-и е хĕвел хытă хĕртсе пăхать-и - кĕтĕвне те черетпе каймалла. Кашни кун ирхине-ирех тăрса ĕне сумалли, ăна кĕтĕве хумалли пирки каламасăрах паллă. Çапла вара ĕне-выльăх усракан ял çыннин çулталăк тăршшĕпех пĕр канăç та çук. Хулара пурăнакан тăвансем яла килсен: "Сирĕн пурнăç лайăх, апат-çимĕçĕ, сĕчĕ, çăвĕ пĕтĕмпех хăвăрăн, лавккаран хаклă хакпа туянас çук", - тени хăшпĕр чухне тарăхтарать те. Мăйракаллă шултра выльăх-чĕрлĕх усраканăн пĕтĕмпех килĕнче хăйĕн пултăр тесен мĕн чухлĕ тар тăкмаллине пĕлеççĕ-ши вĕсем? Сĕтĕн сутлăх хакĕ чакни те выльăх усракана шухăшлаттарать. Сăмахран кăçалхи январь уйăхĕнче унăн хакĕ пĕр литршăн 23 тенкĕ пулнă, май уйăхĕн пуçламăшĕ тĕлне вара 14 тенкĕне çитсе ларнă. Эпир те кил хуçалăхĕнче ĕне-выльăх усратпăр, çавăнпа та ял çыннишĕн ĕнерен пĕр литр сĕт туса илесси мĕн хака кайса ларнине питĕ лайăх ăнланатпăр. Районти хăш-пĕр ял тăрăхĕсенче май уйăхĕнче сĕт пухакансем ăна ку хакран та пĕчĕкрех туяннине пĕлтерчĕç хаçат вулакансем. Çавна май республикăри тата муниципалитетсен влаç органĕсен представителĕсем май уйăхĕн 17-мĕшĕнче ирттернĕ Пĕрлехи информаци кунĕнче халăха экономикăпа социаллă пурнăç аталанăвĕ çинчен пĕлтернипе пĕрлех кил хуçалăхĕсенче туса илекен сĕтĕн сутлăх хакĕпе çыхăннă ыйтăва та тишкернĕ.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М.Игнатьев республикăри хушма хуçалăхсенчен туянакан сĕтĕн сутлăх хакне контрольлессине хăй çине илни чăннипех те çак çивĕч ыйтăва татса паниех пулчĕ. ЧР Ялхуçалăх министрĕ С.Артамонов патне ялхуçалăх таварĕсем туса илекенсем те çак ыйтупа тухсан çуллахи вăхăтра пĕр литр сĕт хакĕ 15 тенкĕрен кая пулмалла маррине палăртнă.

Иртнĕ кунсенче Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Тихонов халăхран сĕт пуçтаракансемпе тата ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе сĕтĕн сутлăх хакĕ тата пахалăхĕ пирки канашлу ирттернĕ. Тĕрлĕрен çивĕч ыйтусене сÿтсе явнă. Сĕт пухакансем сĕт пахалăхĕ начарри тата сĕтре антибиотик пуррине тупса палăртни çинчен каларĕç. Унсăр пуçне сĕт туянакансем каланă тăрăх сĕте шывпа хутăштарса паракансем те пур иккен. Кунта çакна палăртмалла: ЧР "Выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен Вăрмар районĕнчи станци" патшалăх ветеринари службин ветеринари врачĕсем сĕт пахалăхне кашнинчех тĕрĕслесе тăраççĕ, анализ результачĕсене кашни сĕт паракана алăран тыттараççĕ. Енчен те камăн та пулсан сĕт çуллăхĕн проценчĕ нормăран сахалрах пулсан ăна асăрхаттараççĕ. Сĕт çуллăхĕ 4-4,8 процент таран паракансен йышĕ те пирĕн хушăра сахал мар. Хакĕ вара çав-çавах пĕчĕк. "Сĕт хакĕ тивĕçлипе пултăр тесен туянаканпа сутакан хушшинче килĕшÿ туса çирĕплетмелле", - тенĕ А.Тихонов канашлура. Ку питĕ тĕрĕс шухăш тесе шутлатăп, мĕншĕн тесен официаллă майпа икĕ енлĕ килĕшÿ тусан кăна сĕт хакне çуллăхне, çăралăхне кура тĕрĕс палăртма пулать тата укçи-тенкине те вăхăтра, пĕр сăкăлтăксăр илме пулĕ.

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: З.ПАВЛОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика