27 мая 2017 г.
Майăн 24-мĕшĕнче район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Тихонов халăхран сĕт пуçтаракансемпе тата ял тăрăх пуçлăхĕсемпе пĕрле тĕл пулса канашлу ирттерчĕç. Унта сĕтĕн сутлăх хакĕпе тата пахалăхĕ çинчен ытларах калаçрĕç.
Май уйăхĕнче иртнĕ информаци ушкăнне килнисем те ял тăрăхĕсене çитнĕ вăхăтра сĕт хакĕ пирки халăхпа куçа-куçăн курса калаçнинчен пуçларĕ канашлăва район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Тихонов. Çак вăхăтра Пысăк Енккасси ялĕнче сĕт туянакансенчен пĕри /кунта вĕсем 3-ĕн/ икĕ кун пĕр литр сĕте 11 тенкĕпе кăна туяннă пулнă. Вĕсем ăна сĕт пахалăхĕ начаррипе тата сĕтре антибиотик пуррипе тесе сăлтавланă. Анчах та килсе тухнă лару-тăрăвăн сăлтавне уçăмлатсан, сĕт паракансене 14 тенкĕ çинчен хушса тÿленине пĕлтерчĕç.
Район территорийĕнчи халăхран сĕт пуçтаракансем: Вăрмар тата Октябрьски районсенчи потребкооперацисем, Канаш хулинчи СПСК "Молград", 2 уйрăм çын предпринимательсем, тулли мар яваплă обшествăсем - 4. Канашлăва вĕсем темшĕн пурте килме вăхăт тупайман - виççĕшĕ кăна килнĕ. Çивĕч пычĕ калаçу - туянакансен пахалăхлă сĕт илес килет, сутакансем укçине вăхăтра та тивĕçлĕ парасса кĕтеççĕ. Ялсенчи ĕнесен хăш-пĕр хуçисем сĕте шывпа хутăштарса сутма илсе тухни пирки те калаçрĕç. Сĕтĕн çуллăхĕпе тасалăхĕ çинчен те, сĕт пуçтаракансен цистернин те таса пулмалли пирки чарăнса тăчĕç. ЧР "Выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен Вăрмар районĕнчи станци" патшалăх ветеринари службин начальникĕ В.Александров икĕ енчен те санитари йĕркине пăхăнмаллине хытарсах каларĕ, çавăн пекех сĕт пахалăхне комисси йĕркелесе кашни яла çитсе тĕрĕслесси çинчен пĕлтерчĕ.
"Сĕт тавра пыракан çивĕч ыйтăва туянаканпа сутаканăн икĕ енчен те килĕшÿ туса туслăн татса памалла. Сĕт хакĕ район территорийĕнче тĕрĕс те тивĕçлĕ пулмалла", - терĕ канашлăва вĕçленĕ май Александр Иванович.
Канашлăва килнисем район территорийĕнче 1 литр сĕт хакĕ 15 тенкĕрен кая пулмалла марри çинчен калаçса талчĕç.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: А.НИКОЛАЕВА.