27 мая 2017 г.

"Предпринимательлĕхе малалла аталанма майсем туса парасси патшалăх политикин тĕп çул-йĕрĕсенчен пĕри пулса тăрать. Предпринимательсене укçа-тенкĕпе пурлăх, йĕркелÿпе консультаци тата право пулăшăвĕпе тивĕçтеретпĕр".
Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М.Игнатьев каланинчен.
Пирĕн район территорийĕнче127 вак предприяти тата 598 уйрăм çын предпринимательсем вăй хураççĕ. Вĕсен ретĕнче - "Вăрмарти механика завочĕ" акционерсен уçă обществи. Кĕске вăхăт хушшинчех ырă ята тивĕçме ĕлкĕрнĕ вăл. Ырă ята çĕнсе иличчен нумай вăй хума тивнĕ вĕсене: ĕçне те йĕркелесе ямалла, саккассене те тупмалла, кадрсем те кирлĕ... Харпăр хăй ĕçне чунтан юратса, яваплăха туйса пурнăçлакан сварщиксемпе слесарьсене тата ытти рабочисене хăй йĕри-тавра пуçтарнă Чупай ял çынни Алексей Васильевич Тимофеев. Мускаври "Металик" тулли мар яваплă обществăн генеральнăй директорĕ, вăлах механика завочĕн учредителĕ те. Кунти механика заводне ертсе пыма вăл ĕçчен те пуçаруллă, пултаруллă Олег Николаевич Венедиктова çирĕплетнĕ. Вăл хăйне шаннине тÿрре кăларнă ĕнтĕ. Кăçалхи 4 уйăхра таварсем туса сутнинчен шутласан 7 млн та 902 пин те 438 тенкĕ тупăш илнĕ. Ку цифрăсене тĕплĕн тытса пыраканĕсем вара - бухгалтери ĕçченĕсем. Паянхи куна заводра 29 çын штатлă расписанипе килĕшÿллĕн вăй хурать. Ĕç вырăнĕпе тивĕçтерессипе те кулленех тăрăшаççĕ тимĕр-тăмăр ăстисем. Вăхăтлăха çуллахи кунсенче ĕçлеме тепĕр 4 çынпа килĕшÿ тунă. Вĕсемпе кашнинпе ĕç хăрушсăрлăхĕн техникине пăхăнса вăй хумалли пирки ăнлантарса профилактикăлла калаçу ирттернĕ. Эпир пынă кун механика завочĕн пĕр цехĕнче ĕç шавĕ кĕрлесе кăна тăратчĕ, калаçнине те илтейместĕн. "Çуллахи вăхăтра саккасем ытларах параççĕ. Хамăрăн тĕп ĕçсĕр пуçне районти халăхăн ыйтăвĕсене те тивĕçтеретпĕр. Акă, тĕслĕхрен, тимĕртен хапха, алăксем, масар çинчи вил тăприсем йĕри-тавра тытмалли картасем, тимĕр сĕтелсемпе саксем* шашлăк пĕçерсе хатĕрлемелли мангалсем, чечек савăчĕсене лартмалли хатĕрсем* тĕрлĕрен савăтсем* пахча-çимĕç çитĕнтермелли тĕрлĕрен калăпăшлă теплицăсем, калаçса лармалли беседкăсем, саксем, сейф тата ытти те хатĕрлетпĕр. Ытларах çынсен кăмăлне тивĕçтерме тăрăшатпăр", - тет кунти тĕп бухгалтер Г.Венедиктова хăйсен ĕçĕпе паллаштарнă май. Çак ĕçсене ытларах сварщиксем - Сергейпе Геннадий Александровсем, Сергейпе Дима Петровсем, В.Иванов, И.Иванов, В.Игнатьев, А.Мельков слесарьсем, Е.Павлова, И.Бочкарева, Н.Романова прессовщиксем, С.Хованский электрик пурнăçлаççĕ. М.Дмитриев - бригадир. Туслă коллектив ĕçленипех тупăшĕ те курăмлă, таварĕ те пахалăхлă.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: А.АНТОНОВА.