27 мая 2017 г.

Иртнĕ кунсенче Шупашкарта самбо тата дзюдо енĕпе командăпа кĕрешсе мала тухассишĕн 2005-2006 çулсенче çуралнă ачасем ăмăртрĕç. Çивĕч кĕрешÿре 11 команда хушшинче Вăрмар команди пĕрремĕш вырăна çĕнсе илчĕ. Команда чысне хÿтĕлекенсем - Н.Петров /Кивĕ Вăрмар/ - 28 кг, И.Галкин /Вăрмар поселокĕ/ - 31 кг, Р.Петров /Вăрмар поселокĕ/ - 34 кг, Е.Петров /Кивĕ Вăрмар/ - 38 кг, Н.Лаврентьевпа А.Волков /Вăрмар поселокĕ/ - 42 кг, К.Яковлев /Вăрмар поселокĕ/ - 46 кг, А.Егоров /Вăрмар поселокĕ/ - 50 кг, Н.Сергеев /Вăрмар поселокĕ/ - 55 кг, Н.Герцен /Вăрмар поселокĕ/ - 60 кг, В.Викторов /Чупай/ - 60 кг. Ку çитĕнÿре Л.Уливановăн тÿпи пысăк.
Источник: "Урмарская районная газета"