АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сывă пул, тăван шкулăм

27 мая 2017 г.

Сывă пул, тăван шкулăм

Юлашки шăнкăрав вăл - чи хумханулли, нихăçан манăçми уяв.

 Майăн 24-мĕшĕнче районти пур вĕренÿ учрежденийĕсенче те юлашки шăнкăрава халалласа чаплă лару-тăрура линейкăсем иртрĕç. Вăл 2016-2017 çулсенче 9-мĕш класра вĕреннĕ 243 ачашăн, 11-мĕш класра вĕреннĕ 107 ачашăн шăнкăртатрĕ. Çак уяв кунне выпускниксене вĕрентекенсем, район администрацийĕн тата попечительствăпа управляющи канашĕн представителĕсем, предприятисемпе организацисен ĕçченĕсем, ашшĕ-амăшĕсем чунтан саламларĕç. Райадминистрацин пуçлăхĕ А.Тихонов çапла каларĕ: "Эсир çитĕнсе пыратăр. Хыçра вара ачалăх çулĕсем, шкулта пĕлÿ илнĕ вăхăтсем. Умра - патшалăх экзаменĕсем, професси çул-йĕрне суйласа илес тапхăр тата ытти те". Выпускниксене сывлăх, телей тата ăнăçу сунчĕ. Чаплă лару-тăрура тĕрлĕ шайри олимпиада çĕнтерÿçисем Хисеп грамотисене, вĕсен наставникĕсем Тав çырăвĕсене тивĕçрĕç. Вĕсене саламлама çавăн пекех Вăрмар хула тăрăхĕн администрацийĕн, шкул дирекцийĕн, райадминистрацин вĕрентÿпе çамрăксен политикин тата спорт управленийĕн, шкулти попечительство канашĕн представителĕсем, 5-мĕш благочиннăй округĕн благочиннăйĕ Л.Ермолаев протоиерей, класс руководителĕсем, ашшĕ-амăшĕсем килнĕ. Кĕçĕннисем те саламларĕç.

Юлашки шăнкăрав хурлăхлăн, çав вăхăтрах савăнăçлăн та янăрарĕ.

Н.ШИШКИНА.

 

 

Уйрăлу саманчĕ яланах салху туйăм çуратать. Пĕрле 9-11 çул вĕреннĕ юлташсенчен, хăвна пĕлÿ панă хисеплĕ вĕрентекенсенчен, юратнă тăван шкултан уйрăлма вара, ман шутпа, пушшех те. Чулкасри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкултан 9-мĕш класран 13 вĕренекен шкулпа сывпуллашрĕ. Сарă хĕвелĕ тÿперен йăл-йăл кулса ăсатать шкулпа сывпуллашакансене. Ретĕн-ретĕн, "П" саспалли евĕр илемлĕн вырнаçса тăнă çак шкулта вĕренекенсем ?вĕсем пурĕ 97% хăйсен вĕрентекенĕсемпе. Ачасен ашшĕ-амăшĕсем те кунтах. Район администрацийĕнчен те яваплă çынсем килнĕ. Чăваш патшалăх гимнĕ мăнаçлăн янăрать. Малтанах Чулкасри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул директорĕ Г.Иванова сăмах илет. "Юлашки шăнкăрав вăл - ачалăх вăхăчĕсем тухса пыракан вăхăта палăртать. Çапла майпа эсир çитĕнсе çитетĕр, хăвăр çине явап илетĕр. Умра халĕ сире патшалăх экзаменĕсем кĕтеççĕ. Вĕсене ăнăçлăн тытма, тĕрĕс çул-йĕр суйласа илме мĕнпур ыррине кăна сунатăп". Унтан выпускниксене обществăлла ĕçре активлăхпа палăрнăшăн ?ăна пурте тивĕçрĕç% тата уйрăмах шкул чысне тĕрлĕ мероприятинче тивĕçлипе хÿтĕленĕ вĕренекенсене - А.Исаевана, А.Федотована, А.Киреевана, Д.Порфирьевана, Д.Никифорована, Д.Васильева, А.Миронова грамотăсемпе, Тав хучĕсемпе чысларĕ. Галина Алексеевна вĕренекенсен ашшĕ-амăшĕсене ăс-тăнпа воспитани парассинче пĕрле ăнланса ĕçленĕшĕн чĕререн тав турĕ, тав сăмахĕсем каларĕ. Райадминистрацин пуçлăхĕн заместителĕ А.Михайлов, райадминистрацин вĕрентÿпе çамрăксен политикин тата спорт управленийĕн специалисчĕ Е.Николаева, Чулкас ял тăрăхĕн администрацийĕн пуçлăхĕ Л.Иванов та: "9 çул хушши пухнă пĕлÿ сире пурнăçра усă кÿтĕр, малалла вĕренме кайăр, çĕршыва юрăхлă çынсем пулăр", - терĕç. Çак шухăшсенех вĕсен пĕрремĕш учителĕ С.Смирнова, хальхи класс руководителĕ С.Уливанова палăртрĕç. Мероприятие ачасем шкул саманчĕсене сăнарлакан тĕрлĕ сценкăсемпе, 3-4 классенче вĕренекенсем илемлĕ ташăпа, 9-мĕшсем шкул вальсĕпе пуянлатрĕç.

 

И.АНТОНОВА.

Источник: "Урмарская районная газета"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика