24 мая 2017 г.

Кайăк-кĕшĕк грипĕ таврари Тутарстан тата Мари Эл Республикисенче хуçаланма тытăннăран пирĕн районти ветеринари службинче вăй хуракансен канăçлăх пĕтнĕ. Усал чир район территорине килсе ересрен асăрханса район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Тихонов çÿлте палăртнă регионсенчи кайăк-кĕшĕкпе тата вĕсен аш-какайĕпе район территорийĕнче суту-илÿ тума тата район территорине вĕсене илсе кĕме те, илсе тухма та вăхăтлăха чарни çинчен ятарласа хушу кăларнă.
Çак хушăва пурнăçласа тата ЧР бюджет учрежденийĕн "Выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен Вăрмар районĕнчи станци" патшалăх ветеринари службин пуçарăвĕпе май уйăхĕн 19-мĕшĕнче чире хирĕç профилактикăлла мероприяти ирттерес тĕллевпе ятарлă рейд бригади йĕркеленĕ. Вĕсем район центрĕнчи "Вăрмар пасарĕ" муниципаллă унитарлă предприятинче кунта илсе килсе сутакан кайăк-кĕшĕксемпе вĕсен продукчĕсене ветеринаринчен илнĕ справкăсемпе суту-илÿ тунине тата "Вăрмар-Кавал-Нурлат" республика пĕлтерĕшлĕ çулпа Тутар Республикинчен района килсе кĕрекен тата тухса каякан автомашинăсене тĕрĕсленĕ.
Рейда ЧР Патшалăх ветеринари службин надзор пайĕн аслă инспекторĕ Л.ИВАНОВ, ЧР бюджет учрежденийĕн "Выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен Вăрмар районĕнчи станци" патшалăх ветеринари службин начальникĕ В.АЛЕКСАНДРОВ тата кунти ветеринари лабораторийĕн врачĕ О.ИВАНОВ, ветеринари службин Кавал ял тăрăхĕпе ĕçлекен врачĕ И.ОГУРЦОВА, РФ Шалти ĕçсен министерствин муниципалитетсем хушшинчи "Урмарский" уйрăмĕн ГИБДД инспекторĕ В.КУЗЬМИН, "Хĕрлĕ ялав" хаçат редакцийĕн пай редакторĕ А.НИКОЛАЕВА тĕрĕслев рейчĕ ирттертĕмĕр.
Пасара суту-илÿ тума, халичченхипе танлаштарсан, сахалтарах килнĕ. Тĕрĕсленĕ кун вĕсен пурин те кайăк-кĕшĕкпе суту-илÿ тума ирĕк паракан докуменчĕсем йĕркеллине палăртрĕç ветеринари работникĕсем. Анчах та Тутар Республикипе пирĕн район чиккинче пĕтĕмпех йĕркеллĕ тесе калама çук.
Ирхине ирех автомашинăсемпе кайăк-кĕшĕке район центрĕнчи пасартан илсе тухакансене тытса чарсан вĕсен ветеринари справки çуккине пула явап тытма тиврĕ. Кĕçех вĕсен штраф укçине банк урлă куçарса пама тивĕ. Кайăк-кĕшĕк илме килес текен нумай автомашинăсене те чарса кайăк-кĕшĕк грипĕ пирки каласа ăнлантарчĕç. Çак информаци пирки рейд бригадинчисене тав тăвакансем те пулчĕç. Çапла пулмасăр, камăн-ха административлă явап тытас килтĕр. Унсăр пуçне чирлĕ кайăк-кĕшĕке те туянас килмест. "Чир района килсе çакланиччен сыхланни авантарах", - терĕç.
Источник: "Урмарская районная газета"