24 мая 2017 г.
Пирĕн районти чи ватă пограничник Василий Семенович Семенов, 1936 çулта Чулкас ялĕнче çуралса ÿснĕскер, 1955-1958 çулсенче хĕсметре Тăван çĕршыв умĕнчи тивĕçне пурнăçлать. Афганистан чиккине лекет. Тĕплĕнрех Туркестанри Марыйск облаçĕнчи Тахта-базар хулинче службăра тăрать. Çар службинчен таврăнсан водителе вĕренсе тухни çинчен документ илет, Хĕвеланăç Çĕпĕрти металлурги заводĕнче ЗиЛ-585 автомашинăпа ĕçлеме тытăнать. Тăрăшса ĕçлет пирĕн тăванăмăр, ахальтен мар ĕнтĕ унăн сăн ÿкерчĕкне Хисеп хăми çине вырнаçтараççĕ, темиçе хутчен те грамотăсемпе наградăсене тивĕçет, алла çыхмалли сехет те парнелеççĕ Василий Семеновича. Тăван кĕтесрен аякра ĕçлет. Çапла, çулсем иртсен Вăрмар тăрăхне таврăнать, АТП-ра ĕçлеме пуçлать. 36 çул хушши пĕр чарăнмасăр автобус çинче водитель пулса вăй хурать, пассажирсене тĕрлĕ çĕре вăхăтра тата пĕр пăтăрмахсăр çитерессишĕн тăрăшать. Шанса панă ĕçне яланах тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлама хăнăхнăскер нумай грамотăсене, «Ĕç ветеранĕ» медале тивĕçет. Унăн ырă ятне пирĕн районта кăна мар, район тулашĕнче те пĕлеççĕ, хисеплеççĕ. Ĕçленĕ çулсенчех Куславкка хĕрĕпе Еленăпа паллашать, çемье çавăрать. Мăшăрĕ Вăрмарти автостанцинче 22 çул кассирта ĕçлет. Виçĕ ача çуратса ÿстерсе пурнăç çулĕ çине кăлараççĕ, пурне те аслă пĕлÿ параççĕ. Паянхи кун районта çулĕпе чи аслă пограничник 7 мăнукĕпе савăнса пурăнать. Шел пулин те, мăшăрĕ 78 çул тултарсан ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайрĕ. Мăшăрсăр юлнă хуйăха Чулкас ялĕнчи ытти пограничниксемпе пайлать В.Семенов. Акă вĕсем: Сергей Васильевич Васильев, Иван Александрович Васильев, Валерий Витальевич Петров, Владимир Германович Александров, Николай Геннадьевич Васильев* Геннадий Иванович Миронов Афганистан хирĕç-тăрăвĕнче те пулнă, унăн медалĕсем пур.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: И.КУПРИЯНОВА.