24 мая 2017 г.
Сывлăх сыхлавĕн министерствин, Вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерствин, Спорт министерствин пуçлăхĕсемпе Раççей Федерацийĕн Президенчĕ В.Путин май уйăхĕнче алă пуснă Указĕсене пурнăçа кĕртессин ĕç кăтартăвĕсене тишкернĕ.
Канашлу Правительство çурчĕн Пысăк залĕнче иртрĕ. Унта республикăри тĕрлĕ министерствăсемпе ведомствăсен, хуласемпе районсен администрацийĕсен пуçлăхĕсем, республикăри тата районсенчи массăллă информаци хатĕрĕсен тĕп редакторĕсемпе корреспонденчĕсем хутшăнчĕç.
Ĕçлĕ канашлăва ЧР Пуçлăхĕ М.Игнатьев уçрĕ, вăл РФ Президенчĕн В.Путинăн май уйăхĕнчи Указĕсене пурнăçа кĕртессипе республикăра пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕçсем пурнăçланине каларĕ. Çакна палăртмалла: граждансен тĕрлĕ сферăри ыйтăвĕсене татса парассипе Чăваш Енре ăнăçлă ĕçлесе пыраççĕ. Сывлăх сыхлавĕнче, вĕренÿпе культурăра, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх пайĕнче кăтартусем курăмлă. Сăмахран, хальхи вăхăтра граждансене авариллĕ çуртсенчен хăтлă çурт-йĕре куçарассипе йышăннă программа республикăра ăнăçлă пурнăçланса пырать. Ку енĕпе пирĕн районта çак программăн виççĕмĕш тапхăрĕ вĕçленнĕ.
"Ача сачĕсенче пачах та черет çук. Шкул çулне çитмен шăпăрлансен 78 процентне ача сачĕсене вырнаçтарнă. Бюджет тытăмĕнче ĕçлекенсен шалу укçин виçине хăпартса пынă. Иртнĕ çулхи кăтартăва 2015 çулхипе танлаштарас пулсан вăтамран ĕç укçин виçи 3,6 процент хăпарнă, 2011 çулхипе илес пулсан 1,9 хут ÿснĕ", - терĕ М.Игнатьев.
Çавăн пекех республика Пуçлăхĕ граждансене патшалăх тата муниципалитет пулăшăвĕсемпе тивĕçтерес тĕлĕшпе Нумай функциллĕ центрсем уçăлни çинчен каларĕ. Хальхи вăхăтра регионта 29 центр ĕçлет, вĕсенче 250 "пĕр чÿрече" мелĕпе çынсене тĕрлĕ пулăшусем кÿреççĕ. Республикăра пурăнакан граждансенчен 94 проценчĕ çак мелсемпе усă курать.
Сывлăх - наци пуянлăхĕ. Палăртма кăмăллă: республикăра пурăнакансен ĕмĕр тăршшĕ вăрăмланнă, нумай çемьеллĕ ачасен йышĕ те ÿснĕ. "Пысăк çитĕнÿсем, пурнăç ырă енне улшăнса пыни - пурсăмăр та пĕрле тăрăшса ĕçлесе пынине кура пулса пыраççĕ. Пĕр-пĕринпе тачă çыхăнса килĕшсе ĕçлени пĕлтерĕшлĕ. Республикăра Пĕтĕм Раççейри Халăх фрончĕ, ытти обществăлла организацисем ăнăçлă ĕçлесе пыни те лайăх", - терĕ М.Игнатьев. Вăл хăйĕн сăмахĕнче РФ Президенчĕ 2030-мĕш çулччен экономика хăрушсăрлăхĕ пирки калакан Указа алă пусса çирĕплетнине палăртрĕ.
Çакна палăртмалла: РФ Правительстви 13 миллиард хушма укçа-тенкĕне çĕршыври чи ăнăçлă ĕçлесе пыракан субъектсене куçарса пама тĕллев лартнă. "Федераци хыснинчен кĕрекен хушма укçа-тенкĕпе пирĕн тухăçлă усă курнине пурне те кăтартса пама пĕлмелле", - терĕ республика Пуçлăхĕ.
Канашлăвăн тĕп ыйтăвĕсемпе ЧР Сывлăх сыхлавĕн министрĕ В.Викторов, ЧР вĕренÿ тата çамрăксен политикин министрĕ Ю.Исаев, ЧР Спорт министрĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Э.Матренина отчетсем турĕç. ЧР Сывлăх сыхлавĕн министрĕ В.Викторов хăйĕн анлă докладĕнче вăтам ĕмĕрлисен йышĕ пирĕн республикăра нумайланса пыни, 100 çултан иртнисем 98 çын пурăнни, юлашки 5 çулта çак кăтарту икĕ хут ытла ÿсни çинче чарăнса тăчĕ. Пĕчĕк пепкесен вилеслĕхĕ юлашки 5 çулта 40 процента çити чакнă. Çак лайăх кăтарту пĕтĕмпех пысăк технологиллĕ медицина вăй илсе пынипе çыхăннине каларĕ В.Викторов.
ЧР Пуçлăхĕ М.Игнатьев хăйсен профессине медицинăпа çыхăнтарнă çамрăк специалистсене яллă вырăнсенче ĕçлесе пурăнма майлă условисем йĕркелемеллине палăртрĕ.
ЧР Вĕренÿ тата çамрăксен политикин министрĕ Ю.Исаев РФ Президенчĕн В.Путинăн Указне пурнăçа кĕртес енĕпе республикăра шкул çулне çитмен ачасемпе çыхăннă ыйтусене татса пама 5 çул хушшинче пĕтĕмпе 5 миллиард тенкĕ ытла укçа тăкакланине каларĕ. Вăл палăртнă тăрăх, шкулти спорт залсене пĕтĕмпех çĕнетнĕ, республикăра 8 çĕнĕ шкул хăпартса лартнă. Çитес çул тата тепĕр 31 шкула çĕнетме палăртнă. Республикăри 70 шкулта капиталлă юсав ĕçĕсем пурнăçланă. Вĕсен шутĕнче Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта капиталлă юсав ĕçĕсем пурнăçланă, районти шкулсенче спорт залĕсене çĕнетнĕ.
ЧР Спорт министрĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Э.Матренина хăйĕн докладĕнче спортпа туслисен йышĕ ÿссех пынине каларĕ. Çавна май республикăра Сывлăх кунне çирĕплетнĕ, ун чухне кашни çын тÿлевсĕрех хăйĕн сывлăхне çирĕплетме пултарать. Пирĕн районта та ку енĕпе "Илем" физкультурăпа спорт комплексĕн, А.Ф.Федоров ячĕллĕ Вăрмарти спорт шкулĕн ĕçченĕсем тăрăшса вăй хунине палăртмалла. ЧР Тĕрĕслевпе шутлав палатин Председателĕ С.Аристова йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтусем çинче тĕплĕн чарăнса тăчĕ. ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ - финанс министрĕ С.Енилина ытларах финанс ыйтăвĕсем пирки каларĕ.
Анлă канашлăва ЧР Пуçлăхĕ М.Игнатьев пĕтĕмлетрĕ, ĕç тăвакан влаç органĕсенче, вырăнти хăйтытăмлăх пайĕсенче вăй хуракансене, тĕрлĕ шайри депутатсене шанса панă ĕçе пысăк пахалăхпа пурнăçламаллине каларĕ.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: З.ПАВЛОВА.