АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕлĕкхине аса илни малашлăха çул уçать

24 мая 2017 г.

Ĕлĕкхине аса илни малашлăха çул уçать

Кавалсем мĕн авалтанах юрă-кĕвĕ ăстисем пулнă, халĕ те вĕсем çак ырă йăла-йĕркене малалла ăнăçлă тытса пыраççĕ.

Хальхи вăхăтра "Кавал Ен" фольклор ансамблĕ таврана ырă ятпа сарăлма та ĕлкĕрнĕ. Руководителĕ районти ăста купăсçă, хăйех сăвă çырса юрă хывакан, Кавалти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта музыка предметне вĕрентекен В.Табаков. Районта иртекен пур мероприятие те активлă хутшăнаççĕ Кавалсем. Хăйсен ял тăрăхĕнче те чи кĕтнĕ юрă-ташă ăстисем вĕсем. Акă Пĕтĕм тĕнчери Музей кунĕнче те вĕсем район центрĕнче вырнаçнă Музей çуртне килсе чăн-чăн уяв йĕркелерĕç, ĕлĕкхи туй йĕркине сăнарларĕç. Купăс сассине илтсенех кунта халăх лăк тулли пуçтарăнчĕ. Хĕр йĕррине, чăваш ташшине курса киленчĕ куракан халăх. Чăн-чăн чăваш туйне курма май килчĕ. Ĕлĕкхине аса илни хальхи малашлăха çул уçать. Уява фольклор ансамблĕ В.Табаков хăй сăвăласа кĕвĕленĕ "Пирĕн ĕмĕт сÿнмест чĕрере" юрăпа вĕçлерĕ.

 

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: А.НИКОЛАЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика