АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ака-суха ăнăçлă пырать

20 мая 2017 г.

Ака-суха ăнăçлă пырать

Район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Тихонов çурхи ака-суха ĕçĕсем районта еплерех пынипе тата çĕр ĕçченĕн пурнăçĕпе кăсăклансах тăрать. Кунсерен вăл тĕрлĕ хуçалăхсене çитсе унта вăй хуракансемпе тĕл пулса калаçать.

 Иртнĕ кунсенче вăл Çĕнĕ Мăнтăрти А.Михайлов хресчен /фермер/ хуçалăхне çитсе курчĕ. Чулкаспа Пысăк Енккасси ял тăрăхĕсенче вырнаçнă çĕр лаптăкĕсене арендăна илнĕ вĕсем. Акса-лартса илекен çĕр лаптăкĕ хуçалăхра пĕтĕмпе 402 гектар йышăнать. Вĕсенчен 102 гектарĕ çинче кĕрхи пĕрчĕллĕ культурăсем çитĕнеççĕ. Вĕсем лайăх хĕл каçнине палăртать хуçалăх пуçлăхĕ Анатолий Валериевич. Халĕ кĕркунне акса хăварнă лаптăка сÿрелесе апатлантарнă. "Кăçал çур аки, халичченхипе танлаштарсан, чылай кая юлса килчĕ пулин те, ĕçе агротехника требованийĕсене пăхăнса пырса вăхăтра вĕçлеме çине тăратпăр. Эпир алла усса ларма хăнăхман, ума лартнă тĕллеве пурнăçлатпăрах. Çурхи пĕрчĕллĕ культурăсене 248 гектар çинче акма палăртнă пулсан, хальхи вăхăтра 80 процента яхăн пурнăçланă" - тесе пĕлтерчĕ А.Михайлов район администрацийĕн пуçлăхне А.Тихонова ĕç-хĕл пирки калаçнă май. "Ĕçлеме ÿркенменнисем çинче тытăнса тăрать ялхуçалăх отраслĕ. Пысăк тухăç илесси те вĕсен тăрăшулăхĕнченех килет", - терĕ Александр Иванович ĕçченсене ăнăçу сунса.

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: Н.НИКОЛАЕВ, райадминистрацин ялхуcалaхeпе экологи пайeн начальникe.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика