20 мая 2017 г.

/Николай Иванов-Пархатарăн çутă сăнарне аса илсе/
Çакна лайăх астăватăп... Николай Прокопьевич Иванов Вăрмарти вăтам шкула 1968 çулхи август уйăхĕнче юрăпа-музыка преподавателĕ пулса ĕçлеме килчĕ.
Вăл, Шăхаль ялĕнче 1937 çулхи майăн 22-мĕшĕнче çуралнăскер, малтан, 1961 çулта, Шупашкарти педагогика институчĕн историпе филологи факультетне вĕренсе пĕтернĕ, шкулта учитель пулса ĕçленĕ. Пĕр вăхăт ВЛКСМ Вăрмар райкомĕн иккĕмĕш секретарĕнче ĕçленĕ.
1964-1968 çулсенче вăл çÿлте асăннă институтрах музыкăпа педагогика факультетĕнче вĕренет. Алла иккĕмĕш диплом илнĕ хыççăн, каларăм ĕнтĕ, тăван Вăрмар енне таврăнать. Эпир, вăл вăхăтри комсомол райкомĕн ĕçченĕсем, унпа хăвăрт та çывăх паллашрăмăр. Комсомолăн нумай енлĕ ĕçĕнче вăл пире питех те кирлĕ пулăшу пама пуçларĕ. Тÿрех районти Культура çурчĕ çумĕнчи художествăллă пултарулăх ушкăнне çамрăксене татах та ытларах явăçтарассипе ĕçлеме пуçларĕ. Кунти специалистсемпе, культура çурчĕн директорĕпе В.Васильевпа, комсомол райкомĕпе пĕрле çамрăксен çĕнĕрен хорне, ансамбльне йĕркелерĕ. Вĕсен йышĕ палăрмаллах ÿсрĕ. Аслă пĕлÿ илнĕ пултаруллă баянист, педагог, яшсемпе хĕрсене юрлаттарма та, ташлаттарма та пуçларĕ. Çемьеллĕ, икĕ пĕчĕк хĕр ача ашшĕ пулнă пулсан та агиткультбригадăпа ялсем тăрăх çÿреме пуçларĕ. Вуншар-вуншар хут юрланă эпир унпа пĕрле халăх умĕнче.
Хальхи пекех вăл вăхăтра та кашни çулах июнь уйăхĕнче районти ĕçпе юрă тата спорт уявĕ иртетчĕ. Кунта пĕрлештернĕ хорпа 450-500 çын юрлатчĕ. Хорпа пĕрле 6-7 музыкант баянсемпе вылятчĕç, унăн дирижерĕсем вара Вениамин Васильевпа Николай Иванов пулнă. Питĕ килĕштеретчĕ пухăннă халăх çак пысăк хор юрланине, кунтах тĕрлĕрен ансамбльсем, уйрăм солистсем юрăсем шăрантаратчĕç, ташă ăстисем ташлатчĕç... Анчах та Николай Ивановăн тĕп ĕçĕ Вăрмарти 2-мĕш вăтам шкулта пулнă вĕт-ха. Кунта вăл вĕренекенсемпе кашни кунах музыкăпа юрă урокĕсене 4-5 ирттернĕ. Шкултах вăл учительсен, ачасен хорĕсене йĕркелерĕ. Вĕсем районти смотр-конкурссенче вара яланах пĕрремĕш вырăн йышăнатчĕç. 1971-2000 çулсенче Николай Прокопьевич ачасен Вăрмарти музыка шкулĕн директорĕ пулса ĕçлерĕ, кун хыççăн темиçе çул директор çумĕ пулчĕ. Вăл ертсе пынă шкул республикăри чи лайăх музыка шкулĕсен шутĕнче пулнă. Кунтан вĕренсе тухнă нумай яш-хĕр хăйсем те музыка, культура, вĕрентÿ заведенийĕсене вĕренсе пĕтерчĕç, ăста та паллă музыкантсем пулса тăчĕç.
Николай Прокопьевич тăрăшнипе 80-мĕш çулсен пуçламăшĕнче музыка шкулĕн çĕнĕ çуртне турĕç. Шкулти педагогика коллективĕ питĕ туслă, яваплă туйăмпа ĕçлетчĕ, вĕсен авторитечĕ халăх хушшинче çÿллĕ шайра пулнă.
Çав çулсенче Николай Прокопьевич обществăлла ĕçе пăрахмарĕ.
80-мĕш çулсенче парти райкомĕ, çут ĕç пайĕ сĕннипе вăл районти Пионерсен çурчĕ çумĕнче ачасен хорне йĕркелерĕ, хăйех ăна ертсе пычĕ. Ку хорта 150-160 ача юрлатчĕ. Кĕçех вăл районта кăна мар, республикăра та хăйĕн ăсталăхĕпе палăрчĕ. Ăна ытти районсене те, Шупашкара та чĕнетчĕç, телевиденипе тата радиопа пĕрре кăна мар юрланă вăл...
Анчах та Николай Иванов паллă педагог, музыкант, директор кăна мар, пултаруллă поэт та, композитор та пулнă. 70-мĕш çулсенчех унăн сăввисем, поэмисем районти «Хĕрлĕ ялавра», республикăри хаçат-журналсенче тăтăшах пичетленетчĕç, юррисем вара радио-телеэфирта, концертсенче янăратчĕç, халĕ те çаплах.
Унăн нумай енлĕ талантне шута илсе, пысăк хак парса Вăрмар районĕнче ăна пархатарлă çын тесе чĕнме пуçларĕç. Çак ăшă та кăмăллă халăх сăмахĕ вара унпа пĕрле яланлăхах пулчĕ.
Николай Иванов-Пархатар - епле янăравлă та хисеплĕ ят. Çапла, чăн-чăн ăсталăх пархатарĕ пулчĕ Николай Прокопьевич. 50 çул ытла ĕçлерĕ вăл педагогика, поэзи, музыка, юрă лаçĕсенче.
Паллă журналист, публицист А.Хованский палăртнă тăрăх вăл 200 ытла пĕччен тата хорпа, 40 ытла эстрадăпа, 60 ытла ачасем юрламалли юрăсен, вĕрсе каламалли 3 оркестр тата баян ансамблĕсен, трубапа оркестр валли çырнă «Серенада», «Элегия» кĕввисен авторĕ. Унăн сăввисен, поэмисен, юптарăвĕсен, корреспонденцисен шутне вара пĕлме те йывăр. Çĕршерĕн-çĕршерĕн вĕсем. Юлашки 3-4 çул хушшинче кăна вăл, Раççей Федерацийĕн, Чăваш Республикин культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ пилĕк кĕнеке кăларчĕ. Акă вĕсем: «Тăван ен, савнă ял, тăван кил», «Из глубины души», «Кун-çул ытамĕнче», «Чĕре кĕввисем», «Тĕлĕнтермĕшсем».
Вĕсенче автор пурнăç философине тарăннăн тишкерет, хăй этеме чун-чĕререн хисепленине, юратнине палăртать, ырăлăх усаллăха çĕнтерессине шанать....
... Çитес тунтикун, майăн 22-мĕшĕнче, Николай Иванов-Пархатар çуралнăранпа 80 çул çитет. Анчах кĕтсе илеймерĕ вăл çакă паллă куна. Нумай вăхăт йывăр чирлесе пурăннă хыççăн кăçалхи мартăн 1-мĕшĕнче пурнăçран яланлăхах уйрăлса кайрĕ. Хăйĕн пархатарлă ĕçĕпе Вăрмар районĕн историйĕнче вăл тарăн та ырă йĕр хăварчĕ. Пултарулăхĕпе, сăввисемпе, юррисемпе аслă поэтăмăр Александр Пушкин калашле хăйне валли алăпа туман палăк лартса хăварчĕ. Çак палăк патне халăх сукмакĕ нихăçан та çухалас çук.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: В.АЛЕКСЕЕВ.