АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Халăхпа курса калаçни ыйтăва уçăмлатма пулăшать

20 мая 2017 г.

Халăхпа курса калаçни ыйтăва уçăмлатма пулăшать

2017 çулхи майăн 17-мĕшĕнче республикăра, пирĕн районта иртнĕ Пĕрлехи информаци кунĕн тĕп темисем çапла пулчĕç: çуллахи каникул вăхăтĕнче Чăваш Республикинчи çамрăксемпе ачасен ĕçпе канăвне йĕркелесси; 2017 çулхи çурхи-çуллахи тапхăрсенче пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтересси; çурхи ĕçсем епле иртсе пынипе паллаштарасси. Информаци ушкăнĕсем Тикаш, Чулкас, Чупай, Шăхаль тата Пинер ял тăрăхĕсенче пулчĕç. Вырăнти халăхпа, предприятисемпе организацисенчи ĕç коллективĕсемпе курса калаçасси, актуаллă ыйтусем çине хуравласси тĕп тĕллевĕ пулчĕ.

 Информаци кунне пирĕн района килнĕ информушкăн йышĕнче Чăваш Республикин культура, национальноç ĕçĕсемпе архив ĕçĕн министрĕ К.Яковлев, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Е.Николаева, Чăваш Республикин Сывлăх сыхлавĕн министерствин "Васкавлă медицина пулăшăвĕ парассин республикăри станцийĕ" ЧР Мускав районĕн 1-мĕш номерлĕ бюджет учрежденийĕн заведующийĕ В.Иванов, Чăваш Республикин патшалăх пурăнмалли çурт-йĕр инспекцийĕн тĕп инспекторĕ - ЧР Патшалăх пурăнмалли çурт-йĕр инспекцийĕн руководителĕн заместителĕ А.Юркин пулнă.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М.Игнатьев хушăвĕпе килĕшÿллĕн информушкăна ертсе пыракан, ЧР культура, национальноç ĕçĕсемпе архив ĕçĕн министрĕ К.Яковлев ирхине 6 сехетре Пысăк Енккассинчи сĕт паракансемпе тĕл пулнинчен пуçланчĕ. Ĕçлĕ ушкăнпа пĕрлех райадминистрацин пуçлăхĕ А.Тихонов, Пысăк Енккасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Васильев, выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен районти станцин начальникĕ В.Александров пулнă. Ку вырăнта халăхран сĕт пухассипе 3 организаци ĕçлет. Паянхи куна сĕтĕн пĕр литрне 14-15 тенкĕпе йышăнаççĕ. Вăхăтрах укçи-тенкине тÿлеççĕ. Ялти чылай çыншăн сĕт сутса укçа ĕçлесе илесси пĕртен-пĕр тупăш пулнă май вĕсем ăна ытла та йÿнĕ хакпа йышăнни çинчен пăшăрханса пĕлтерчĕç. Çапла пулмасăр, ял тăрăхĕ район центрĕнчен чылай аякра вырнаçнă май ытлашши тухса çÿреме те çăмăлах мар. Кил хуçалăхĕнче ытларах выльăх-чĕрлĕх, пахча çимĕç туса илсе çемье бюджетне пуянлатса пырса укçа-тенкĕллĕ пулаççĕ.Туса илнĕ сĕте лавккасенчи пылак шывсенчен те йÿнерех хакпа никамăн та сутас килмĕ. Çавăнпа та информаци ушкăнĕпе килнисемпе вĕсем ытларах çак ыйту пирки калаçрĕç, тупсăмне тупасшăн пулчĕç. Ăнланмалла-ха, укçи-тенки пурне те кирлĕ, çапах та ĕне выльăха шутран кăлармалла мар. Вăл саманан чи йывăр вăхăчĕсенче те хăйĕн сĕчĕпе тăрантарнă.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Тихонов, хăй те ялта ÿссе çитĕннĕскер, ял халăхĕн пурнăçне питĕ лайăх ăнланать. Çавăнпа та вăл вĕсене пур енлĕн пулăшма, çивĕч ыйтусене вăхăтра татса пама тăрăшать. Ку хутĕнче те ял çыннисен ыйтăвĕсем çине тивĕçлĕ хуравсем парса сĕт хакĕ вăл паян çеç мар, яланах çивĕч ыйту пулнине палăртрĕ. Çуллахи вăхăтра йÿнелет, хĕлле - хакланать. Информушкăнра Культура министрĕ пулнăранах пулĕ, вырăнти халăх ялти Культура çуртĕнче юсав ĕçĕсем тăвас ыйтăва та хускатрĕ. Ял тăрăхĕнче хуть те мĕнле мероприяти ирттерес пулсан та халăх чи малтан Культура çуртне пухăнать. Концертсем пулнă вăхăтра та, ахаль кунсенче те çынран талмасть Культура çурчĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ кунти Н.Гаврилов ертсе пыракан фольклор ансамблĕ таврара кăна кăна мар, Мускавра та ырă ята тивĕçнĕ.

Информаци кунĕнче ачасен çуллахи каникулне усăллă ирттерес пирки те калаçрĕç. Çуркунне тата çуллахи вĕри çанталăксенче пушар хăрушлăхĕнчен сыхă пулмаллине асăрхаттарчĕç. Хальхи вăхăтра типĕ курăксемпе хыт-хурасене тивертме юраманни çинчен те каласа хăварчĕç.

Ĕçлĕ информушкăн Энĕшпуçĕнчи культура çурчĕн строительствипе паллашрĕ. Паянхи куна кунта урайне, стенасемпе маччана сăрлас ĕç пырать. "Урмарская" КСО" акционерсен хупă обществи строительствăпа монтаж ĕçĕсене графикпа палăртнă йĕркепе пурнăçласа пырать. Çывăх вăхăтрах территорине тирпей-илем кĕртĕç.

Ĕçлĕ калаçу малалла район администрацийĕн ларусен залĕнче пулчĕ. Кунта район пуçлăхĕ М.Пуклаков, Чăваш Республикин Тĕп суйлав комиссийĕн председателĕн заместителĕ П.Куприн райадминистрацин тата культура ĕçченĕсемпе тĕл пулчĕç. Пĕрлехи информкунĕнче ача амăшĕсене амăшĕн капиталĕн сертификачĕсене парасси ырă йăлана кĕнĕ ĕнтĕ. Ку хутĕнче ăна Л.Леонтьева ?Энĕшпуç%, А.Кириллова ?Çĕнĕ Мăнтăр%, К.Федорова ?Кавал% илчĕç. Информаци кунĕнчи ыйтусене тĕплĕн тишкернипе пĕрлех ЧР культура, национальноç ĕçĕсемпе архив ĕçĕн министрĕ К.Яковлев ЧР культура министерствин проекчĕсем çинче чарăнса тăчĕ.

Çăмăл атлетикăпа палăрнă СССР спорт мастерне Н.Гренадерские халалласа уçă чемпионат тата районта çăмăл атлетикăпа мала тухассишĕн чаплă лару-тăрура уçнă ăмăртăва информушкăн членĕсем те хутшăнчĕç. Ăмăртусем кăçал 8-мĕш хутчен иртеççĕ.

Тикаш ял тăрăхĕ. ЧР патшалăх пурăнмалли çурт-йĕр инспекцийĕн тĕп инспекторĕ - ЧР Патшалăх пурăнмалли çурт-йĕр инспекцийĕн руководителĕн заместителĕ А.Юркин, район администрацийĕн пуçлăхĕн социаллă ыйтăвĕсемпе ĕçлекен заместителĕ Н.Павлов Тикаш ял тăрăхĕнче ĕçлĕ çул çÿревпе пулчĕç. Кунта вĕсем ял тăрăхĕн администрацийĕн, çыхăну уйрăмĕн, райпо лавккин тата пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул коллективĕсемпе тĕл пулчĕç. Информкунĕнчи ыйтусемпе пĕрлех ял çыннине сĕт хакĕ чакни хумхантарать. Паянхи кун 1 литр сĕт хакĕ 14 тенкĕпе танлашать. Анчах та вăл кашни эрнерех улшăнса тăрать. Калăпăр, иртнĕ эрнере сĕте 15 тенкĕпе йышăннă пулсан, тепĕр эрнерен унăн хакĕ чакать, сĕт пухакансем 1 литр сĕтшĕн 14 тенкĕ параççĕ. Çакă мĕншĕн кун пек килсе тухнине чи малтанах официаллă майпа çирĕплетменнипе сăлтавлаççĕ. Апла пулсан сĕт параканăн сĕт пухаканпа килĕшĕве официаллă майпа çирĕплетес пулать. Тепĕр пăлхантаракан ыйту "Тикаш-Вăрмар" çулне капиталлă юсасси тавра пулчĕ. Ку енĕпе çитес кунсенче электронлă аукцион иртмелле. Кĕçех Тикашран Мăнçырма еннелле каякан çула юсама тытăнĕç. Унтан информушкăн членĕсем "Иванов Н.А." хресчен ?фермер% хуçалăхне çитсе килчĕç. Уй-хирте ĕç шавĕ кĕрлесе кăна тăрать. Çанталăкĕ уяр тăрсан çитес кунсенче çурхи ака-суха ĕçĕсене вĕçлемелле. Вырăнти халăхпа, предприятисемпе организацисенчи ĕç коллективĕсемпе курса калаçни республикăран, районтан килнĕ яваплă çынсене вырăнти лару-тăрăва уçăмлатма тата тивĕçлĕ йышăнусем тума май парать.

Чупай ял тăрăхĕ. Район пуçлăхĕ М.Пуклаков ертсе пыракан ушкăн Чупай ял тăрăхне çитсе килсе информаци кунĕнче палăртнă кун йĕрки тăрăх кунти ял тăрăхĕн администрацийĕнче ĕçлекенсемпе тата шкулта вĕрентекенсемпе тĕл пулса калаçрĕç. Чупайĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкула пырса кĕрсенех тирпей-илем хуçаланни куçа илĕртрĕ. Эпир пынă вăхăтра кунта ачасем урокра пулнине кура информаци кунне килнисем шкулпа паллашрĕç. Коридор тăрăх пынă вăхăтра никам пĕр сăмах каламасăрах шкул историйĕ, хальхи пурнăçĕ куç умне тухса тăрать, мĕншĕн тесен тĕрлĕрен стендсем çакăнса тăраççĕ. Акă, умра - халĕ шкулта вĕренекен ачасен хушшинчи отличниксем, вĕсен ашшĕ-амăшĕсен сăнÿкерчĕкĕсем. Ял сăн-сăпатне сăнлакан стенд та пур. Çак шкул саккинчен миçе ушкăн, хăш çулта вĕренсе тухса кайнисемпе те паллашма май килчĕ. Нумай профессиллĕ çынсем пĕлÿ пухнă кунта. Халĕ шкулта вĕрентекенсенчен чылайăшĕ кунтах вĕренсе ура çине тăнă. Шкул музейĕ те хăй патне илĕртрĕ. Авалхи ĕç хатĕрĕсем, Аслă Отечественнăй вăрçăра тата Афганистан çĕрĕ çинчи хĕрÿ вырăнсенче пулнисен çар тумтирĕсемпе орден-медалĕсем, авалхипе хальхине сăнлакан стендсем вырăн тупнă музейра. Малтанхи çулсенчи шкул хатĕрĕсенчен пуçласа директор сĕтелĕ таранах курма пулчĕ кунта.

Вĕрентекенсемпе тĕл пулнă вăхăтра калаçу ытларах çуллахи каникулта ачасен канăвне йĕркелесси çинчен пычĕ. Çуллахи вăхăтра пушар тухас хăрушлăх пысăккине кура ун çинчен ачасене каласа ăнлантармаллине, асăрханулăха татах та ÿстермеллине каласа хăварчĕç. Хальхи вăхăтра хĕрсех çурхи ĕçсем пынă май тĕлпулăва килнисене ака-суха ĕçĕсем те кăсăклантарчĕç. Сывлăх сыхлавĕнчи хăш-пĕр çĕнĕлĕхсем пирки те калаçрĕç.

Информкун ыйтăвĕсене çавăн пекех Шăхаль, Пинер тата Чулкас ял тăрăхĕсенче пурăнакансемпе те сÿтсе явнă, пăлхантаракан ыйтусене яваплă çынсем контроле илнĕ.

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: Н.ШИШКИНА, И.АНТОНОВА, А.НИКОЛАЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика