АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кайăк-кĕшĕк грипĕнчен сыхланар

17 мая 2017 г.

Кăçалхи май уйăхĕн 8-мĕшĕнче Тутарстанри "Лаишевский" кайăк-кĕшĕк комплексĕнче кайăк-кĕшĕк грипĕн А вирусĕн геномне тупса палăртнине пула Чăваш Енре те кайăк-кĕшĕк грипĕн вирусĕ сарăлас хăрушлăх  пурри çинчен  ЧР патшалăх тĕп ветеринари инспекторĕ С.Скворцов, вице-премьер - ялхуçалăх министрĕ С.Артамонов районсен администрацийĕн пуçлăхĕсемпе  видеоконференцире калаçнă.

Россельхознадзорăн Чăваш Енри тата Ульяновск облаçĕнчи управленийĕн кăтартăвĕсем тăрăх çÿлерех асăннă комплексра 450 пин пуç чăхран 5 пин пуç вилнине палăртнă.
Тутар Республикипе пирĕн республика юнашарах пулнипе тата чăвашсем унта тăтăшах суту-илÿ тума кайнине шута илсе пирĕн тăрăхра çак усал чир сарăлас хăрушлăх пур. Çавна май С.Скворцов районсенчи ветеринари учрежденийĕсене Тутарстанран илсе килекен çăмарта продукцине тĕплĕн тĕрĕслеме хушнă тата асăрхануллă пулмаллине палăртнă. С.Артамонов вирус республикăна килсе ан çаклантăр тесе сыхланмалли мерăсене çирĕп пăхăнмалли çинчен чарăнса тăнă. Ăнлантару ĕçĕ кăна çителĕксĕр. Суту-илÿ вырăнĕсене тĕплĕн те çирĕп тĕрĕслесех тăмалла. Уйрăм çынсен хуçалăхĕсенчен те кайăк-кĕшĕке картишĕнчен кăлармалла мар, кайăк-кĕшĕк ĕрчетекен предприятисем тавра буфер зонисем тумалла, унта хупă режимпа ĕçлемелле тата ытти те.
Чир-чĕре хирĕç кĕрешессипе эпир тăтăшах ĕçлетпĕр. Районти уйрăм кил хуçалăхĕсенче, фермерсенче тытакан выльăх-чĕрлĕхе пăхса тăрас енĕпе эпир сахал мар ĕçсем туса ирттертĕмĕр. Республикăри Патшалăх ветеринари служби пирĕн ума лартнă тĕллевсене пĕтĕмпех пурнăçа кĕртсе пырассипе вăй хуратпăр. Пĕтĕмĕшле илсен эпир диагностикăпа чир-чĕртен сыхланмалли ĕçсене тĕпе хурса ĕçлетпĕр. Хальхи вăхăтра пирĕн района Тутар Республикинчен килсе кĕрекен "Урмары-Ковали-Нурлаты" республика пĕлтерĕшлĕ çул çине РФ Шалти ĕçсен министерствин муниципалитетсем хушшинчи "Урмарский" уйрăмĕн ГИБДД сотрудникĕсемпе пĕрле дежурство йĕркелерĕмĕр. "Вăрмар пасарĕ" муниципаллă бюджет учрежденийĕнче тĕрĕслеве ÿстернĕ, чире тупса палăртнă регионсенчен турттарса килекен кайăк-кĕшĕке тата унăн аш-какайне сутма чарнă. Ку чир пирки 3-4 уйăх та калаçатпăр. Малтанхи вăхăтра вăл хамăр республикăран чылай аякра вырнаçнă хуласемпе облаçсенче пулнине калатчĕç-ха, халĕ акă хамăрпа юнашар Тутар тата Марий Эл Республикисенчи Звениговски районĕнчи вăрман хуçалăхĕнче тупса палăртни пире вара пăшăрхантарать.
Кайăк-кĕшĕк грипĕ питех те хăрушă вируслă чир. Унпа ытларах шывра ишекен хур-кайăксем тата килти кайăк-кĕшĕк, кăркка чирлет. Чир вирусĕ кайăк-кĕшĕкĕн хырăмлăхĕнче пулать. Унăн каяшĕсене тасатнă е кайăк-кĕшĕксене тытсан чир çынна та аптратма пултарать. Кайăк-кĕшĕк чирпе аптранине ăна пăхаканăн сăнасах тăмалла. Пĕрремĕш паллисем çаксем: хăйсене сÿрĕккĕн тытаççĕ, апат çимеççĕ, çунаттисене усса лараççĕ, тĕкĕсем вирелле тăраççĕ. Ним паллисĕр тÿрех вилни те хуçине сисчĕвлентермелле. Кайăк-кĕшĕк вилчĕ тесе урама е çырмана кăларса ывăтмалла мар, ветеринари службинче ĕçлекен специалистсене кăтартса çийĕнчех тивĕçлĕ мерăсем йышăнмалла. Кайăк-кĕшĕке урамра ирĕккĕн çÿреттерме юрамасть. Инкек курас мар тесен кайăк-кĕшĕк усракансен ветеринари правилисене çирĕп пăхăнмалла.
Предпринимательсемпе ахаль сутуçăсен таврара усал чир алхаснă вăхăтра уйрăмах тимлĕ пулмалла, пĕлмен çĕртен тавар илсе килсе халăха сутма вуçех те юрамасть. Сăмах кунта чĕрĕ кайăк-кĕшĕк пирки кăна пымасть - аш-какай çинчен те. Çавăнпа та выльăх-чĕрлĕх е кайăк-кĕшĕк усракансен суту-илÿ тăвас пулсан Патшалăх ветеринари службинчен ирĕк илмелле. Туянас текенсен те сутуçăсенчен сутма ирĕк илни çинчен пĕлтерекен хут пуррипе интересленмелле.
Усал чир республика, район территорине килсе ан лектĕр тесен пирĕн пурин те пĕрле ĕçлемелле.

 

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: В.АЛЕКСАНДРОВ, ЧР бюджет учрежденийeн "Выльaх-чeрлeх чирeсемпе кeрешекен Вaрмар районeнчи станци" патшалaх ветеринари службин начальникe.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика