17 мая 2017 г.

Иртнĕ кунсенче район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Тихонов Арапуçĕнчи А.Михайлов хресчен /фермер/ хуçалăхне çитсе курнă.
Ку хуçалăх малашлăха шанса пурăнать. 2016 çулта выльăх-чĕрлĕх фермине аталантарса ярас тĕллевпе 4 млн та 980 пин тенкĕ грант выляса илнĕ. Хальхи вăхăтра хуçалăхра 100 пуç мăйракаллă шултра выльăх вырнаçмалăх витене реконструкцилеме тытăннă. Строительство материалĕсене тата техникăна 2 млн та 753 пин тенкĕлĕх туяннă. Ферма ĕçне пуçарса яни вырăнти халăха ĕç вырăнĕпе те тивĕçтерме май парать. Хальлĕхе кунта виçĕ çынна ĕçе илнĕ. Вĕсене ĕç хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтерессине те йĕркеленĕ. Ку енĕпе ĕçченсемпе профилактикăлла калаçу ирттернĕ. Симĕс курăк шăтнă май 450 пуç сурăхне кĕтĕве кăларнă. Хуçалăхра строительство ĕçĕсемпе пĕрлех ака-суха ĕçĕсене те пурнăçлаççĕ. Пĕтĕмĕшле 100 гектар çĕр хуçалăхра, вĕсенчен 20 гектарне урпа акнă, 50 гектарĕ çинче нумай çул ÿсекен курăк çитĕнет. Кĕçех ытти гектарĕсем çинче те ĕçе вĕçлеççĕ.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ вĕсене ĕçре ăнăçу, çурхи ака-суха ĕçĕсене вăхăтра вĕçлеме суннă.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: Н.ШИШКИНА.