17 мая 2017 г.
РФ ШĔМĕн муниципалитетсем хушшинчи "Урмарский" уйрăмĕ çумĕнчи обществăлла канаш шкул ачисем хушшинче "Мой безопасный путь" ÿкерчĕксен конкурсне ирттерет. Конкурсăн тĕп тĕллевĕ - ачасен çул-йĕр çинчи хăрушсăрлăхĕ çине тимлĕх уйăрасси. Ÿкерчĕксен конкурсне кăçалхи июнĕн пĕрремĕшĕ тĕлне - Пĕтĕм тĕнчери ачасене хÿтĕлемелли кун валли пĕтĕмлетеççĕ. Чи лайăх ĕçсенчен ятарлă курав хатĕрлĕç, хăш-пĕр ÿкерчĕксене автобус водителĕсене парнелĕç. Çĕнтерÿçĕсене Хисеп хучĕсемпе парнесем парĕç.
"Кашни ачан çул-йĕр правилисене лайăх пĕлмелле: ăçта çул каçмаллине, хăрушлăх кăларса тăратакан участоксене. Шкултан киле çитмелли правилăсене лайăхрах астуса юлас тесен ачасен ÿкермелле. Çак ĕçре вĕсене пирĕн, аслисен, вĕрентекенсен, ашшĕ-амăшĕсен, полици сотрудникĕсен пулăшмалла. Ÿкерчĕксем полици сотрудникĕсене районти çулсем çинчи йывăрлăхсене тупса палăртма пулăшĕç, кашни ачан киле çитмелли çулĕ хăрушсăрлăхсăр пултăр", - палăртнă обществăлла канаш председателĕ М.Пуклаков.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: М.Синичкина, РФ ШEМeн муниципалитетсем хушшинчи "Урмарский" уйрaмeн начальникeн пулaшуcи.