17 мая 2017 г.
Горьки чукун çулĕн администрацийĕ чукун çул транспорчĕ çÿрекен объектсенче ачасем аманасси тата вĕсен вилеслĕхĕ ÿссе кайнине пăшăрханса пĕлтерет. Çулталăк пуçланнăранпа чукун çул инфратытăмĕн объекчĕсенче çул çитмен 7 çамрăк аманнă. Çак тĕллевпе çамрăксене асăрхаттармалла:
- чукун çулпа çывхарса килекен поезд умĕн каçса кайма юрамасть, ятарлă çуран каçмалли вырăнпа /кĕперсемпе/ кăна усă курăр;
- чукун çул çумĕнче, çавăн пекех ун çийĕн иртекен кĕпер çинче ачасен выляма юрамасть;
- станцинче тăракан вагонсемпе поезд цистернисем çине нихăçан та хăпарса ан кайăр, мĕншĕн тесен унта пысăк вольтлă проводасем иртеççĕ е тата пĕр-пĕр станцинче чарăнса тăнă поезд умĕнчен е вагонсем айĕнчен хăвăр вăхăта перекетлес тесе нихăçан та васкаса ан каçăр.
Чукун çул çывăхĕнче пулнă чух çамрăксем наушниксем тăхăнни тата телефонпа калаçни çывхарса килекен поезда вăхăтра асăрхама чăрмантараççĕ е унăн сассине те илтмеççĕ, çакă вара хăрушлăх кăларса тăратать.
Чукун çул çинчи хăрушсăрлăхпа çыхăннă правилăсене пăхăнсан ачасен, аслисен пурнăçĕпе сывлăхне упраса хăварма пулăшать.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: Е.ГЕРАСИМОВ, Канаш дистанцийeн cул-йeрeн тeп инженерe.