АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Историри пулăм çинчен кĕскен

17 мая 2017 г.

Тăван район хăйĕн юбилейне кĕтсе илме хатĕрленнĕ май пирĕн тăрăхра иртнĕ ĕмĕрĕн 20-мĕш çулĕсенче административлă тытăмра туса ирттернĕ улшăнусемпе кĕскен паллаштарни вырăнлă пулĕ тетпĕр.

Историрен пурте пĕлетпĕр пулĕ - 1920 çулхи июнĕн 24-мĕшĕнче РСФСР Тĕп ĕçтăвком комитечĕ /ВЦИК/ тата Халăх Комиссарĕсен Совечĕ /СНК/ Чăваш автономи облаçĕ туса хурасси çинчен декрет йышăннă. Декрета ВЦИК Председателĕ М.Калинин, Халăх Комиссарĕсен Совечĕн Председателĕ В.Ленин, ВЦИК Секретарĕ А.Енукидзе алă пусса çирĕплетнĕ. Çапах та административлă тытăма улшăнусем кĕрсех пынă - автономи облаçĕ чăвашсемшĕн «тăвăртарах» пулнă. Çавăнпа та 1924 çулхи мартăн 5-мĕшĕнче Чăваш облĕçтăвкомĕ РСФСР ВЦИКне автономи облаçĕнчен Чăваш АССРĕ туса хурас ыйтупа Йышăну ярса парать, унта административлă территори калăпăшне анлăлатас пирки те каланă пулнă. Тĕрлĕ ыйтусене çулталăк ытла пăхса тухнă хыççăн - вĕсем чи малтанах Мари автономи облаçĕпе Тутар Совет Социализмла Республикин /ТАССР/ чиккисем тавра пынă - РСФСР ВЦИК Президиумĕ тата Халăх Комиссарĕсен Совечĕ 1925 çулхи июнĕн 15-мĕшĕнче «Чăваш АССР патшалăх тытăмĕ çинчен» Йышăну тăвать. Ун хыççăн та улшăнусем пулаççĕ-ха, çапах та 1926 çулхи ноябрĕн 22-мĕшĕ тĕлне Чăваш АССРне 61 вулăса пĕрлештерсе тăракан 5 уес кĕме пуçлаççĕ: Улатăр, Патăрьел, Çĕрпÿ, Шупашкар, Етĕрне.
Питĕ лайăх пек те, анчах та административлă тытăмсем нумай пулни ертÿçĕсен аппаратне тытса тăрасси хыснана чылай тăкак кÿнĕ, çитменнине пĕр ĕçех икĕ хут уессенче ларакансем те, вулăссенчисем те пурнăçланă. Çавăнпа та чи малтанах вулăссене пĕрлештерме пуçланă. Акă 1926 çулхи июлĕн 29-мĕшĕнчи Йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн Çĕнĕ Кавалпа Кивĕ Арапуç вулăсĕсене пĕрлештерсе Вăрмар вулăсĕ туса хунă. Ытти нумай вулăса та пĕрлештернĕ. Çапах та ку çеç çителĕксĕр пулнă. Чăваш автономи облаçĕн административлă комиссийĕ 1921 çулхи уессемпе вулăссем çине пайланни тăрăха ăнăçлă ертсе пыма чăрмантарни çинчен палăртнă, районсем тăвас шухăша çĕкленĕ кăна мар, апат-çимĕç промышленноçĕн комиссариачĕ хăйĕн ĕçĕсене пурнăçланă чухне облаçе 8 района пайлани те пулнă. Тинех 1927 çулхи март уйăхĕнче Чăваш обкомĕпе большевиксен Пĕтĕм Союзри Коммунистсен партийĕн /ВКП/б/ облаçри контроль комиссийĕн пĕрлештернĕ пленумĕ тата Чăваш АССРĕнчи Советсен иккĕмĕш съезчĕ уессемпе вулăссене пĕтерсе вĕсен вырăнне пĕр сыпăк /звено/ - кантон тума йышăнаççĕ. Çапла вара тăватă сыпăклă тытăмран: республика - уес-вулăс ял Совечĕ вырăнне административлă пайлану республика - кантон - ял Совечĕ таран юлмалла пулать. Районсем тăвассине бюджет çулталăкĕ пуçланиччен - 1927 çулхи октябрĕн 1-мĕшĕччен - вĕçлеме йышăнаççĕ.
ВЦИК Президиумĕ 1927 çулхи сентябрĕн 5-мĕшĕнче Чăваш АССРĕн ыйтса çырнине /ходатайство/ пăхса тухса административлă пайлав реформин проектне ырласа йышăнать, пĕтĕм уессенчех, Улатăр уесĕсĕр пуçне, ял Совечĕсен шутне чакарма ирĕк парать, çак вăхăт тĕлне республикăри 5 уеса кĕнĕ 53 вулăсран 17 район туса хума çирĕплетет. Вĕсем: Улатăр, Элĕк, Аслă Патăрьел, Вăрнар, Йĕпреç, Канаш, Куславкка, Хĕрлĕ Чутай, Сĕнтĕрвăрри, Кĕçĕн Елчĕк, Пăрачкав, Тутаркасси, Вăрмар, Çĕрпÿ, Шупашкар, Шăмăршă, Етĕрне районĕсем.
ВЦИК директивисене пурнăçа кĕртсе 1927 çулхи сентябрĕн 15-мĕшĕнче Чăваш АССРĕн Тĕп Ĕçтăвкомĕпе Халăх Комиссарĕсен Совечĕ икĕ йышăну тăвать, вĕсемпе çĕнĕ тытăм çине куçмалли тата çĕнĕ тытăма суйлавсем ирттермелли йĕркесене, Ял Совечĕсен шутне çирĕплетнĕ. Ял Совечĕсен суйлавĕсем сентябрĕн 24-27-мĕшĕсенче иртнĕ, район съезчĕсене вара октябрĕн 1-4-мĕшĕсенче ирттернĕ.
Пирĕн республикăра район тытăмĕсем çакăн пек çуралнă та. Паллах, унтанпа ытти нумай улшăну та пулса иртнĕ: промышленноç, ялхуçалăх районĕсем туса хуни тата ытти те. Анчах пачах урăх истори. Юлашкинчен çакна çеç каласа хăвармалла - 1966 çулхи декабрĕн 30-мĕшĕнче Çĕмĕрле районне туса хунă хыççăн административлă тытăм урăх улшăнман, унтанпа республикăра 21 район шутланать.
В.ТОЛМАТОВ 
«Населенные пункты Чувашской АССР» справочник тăрăх йĕркеленĕ.

Источник: "Урмарская районная газета"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика