13 мая 2017 г.
Чăваш Республикин тĕп хулинче Хĕрлĕ лапамра уяв парачĕ иртнĕ, ăна Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерÿ тунăранпа 72 çул çитнине халалланă.
Паллă пулăма Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев уява мăшăрĕпе Лариса Юрьевнăпа тата ывăлĕпе Иванпа хутшăннă. Парадра Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕсем, РФ Федераци Канашĕн членĕ В.Николаев, РФ Патшалăх Думин депутачĕ Л.Черкесов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ В.Филимонов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсем, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн членĕсем, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен пуçлăхĕсем, тĕрлĕ политика партийĕсен членĕсем, обществăлла организацисенче вăй хуракансем, пĕр сăмахпа палăртас пулсан республикăри мĕнпур халăх, йышлăн пухăннă.
Парада тухнисене чи малтан Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М.Игнатьев саламланă. «Пирĕн аслă çар пуçĕ, Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Владимирович Путин яланах Çĕнтерÿ кунĕ халăх асĕнче ĕмĕрлĕх асра юлнине, историри чи пысăк пĕлтерĕшлĕ пулăм тесе палăртать. Вăл халăх пĕрлĕхне хăюлăхпа паттăрлăха тата Тăван çĕршыва чунтан юратнине сăнарлакан çутăран та çутă символ пулса тăнине палăртать. Паттăр салтаксем, çĕршывăмăрăн ирĕклĕхĕпе никама пăхăнманлăхне сыхласа хăварассишĕн пуçĕсене хунă хамăрăн аттесемпе асаттесен паттăрлăхĕпе мухтанатпăр», - тесе каланă сăмахсене Чăваш Ен Пуçлăхĕ тепĕр хут аса илсе хăварнă. Пĕтĕм тĕнчешĕн Аслă Çĕнтерÿ историллĕ пулăм пулса тăчĕ. Совет çарĕн салтакĕсем пире тăшманран хăтарнă мирлĕ пурнăç парнеленĕ тенĕ вăл.
«Çĕнтерÿ фронтра та, тылра та туптаннă. Миллионшар çын хăйĕн пурнăçне вăхăтсăр татнă. Çитĕнекен ăрушăн яланах салтаксен паттăрла ĕçĕсем тĕслĕх вырăнĕнче», - тенĕ сăмаха малалла тăсса Чăваш Ен Пуçлăхĕ М.Игнатьев. Çĕнтерĕве Чăваш Республикинче пурăнакансем сахал мар витĕм кÿнĕ. Пирĕн регионтан 208 пин çын вăрçă хирне тухса кайнă. Вĕсенчен 106 пин çын вăрçăран каялла тăван киле таврăнман. Кашни çемье хăйсен çывăх çыннисене, тăванĕсене вăхăтсăр çухатнă.
«Çĕнтерÿ кунĕ пирĕнтен аякран та аякка хыçа юлса пырать. Вăрçăра паттăррăн çапăçнă салтаксен йышĕ кунран-кун сахаллансах юлать. Пирĕн пысăк тивĕç - мухтавлă ентешĕмĕрсен паттăрлăхне асра тытасси, чапа кăларасси тата историе суеçтерсе кăтартма хăтланнă пÿтсĕрле пулăмсене сиресси. Пире ирĕклĕ çĕршывра пурăнмашкăн таса тÿпе парнеленĕ, Тăван çĕршыв хăватне тата ентешĕмĕрсен ырлăхне тĕреклетмешкĕн çĕнĕ çитĕнÿсем тума хавхалантаракан ветерансем умĕнче пуçăмăрсене таятпăр тата чĕререн тав тăватпăр. Хаклă ветерансем, сывлăхăр çирĕп, пурнăçăр тулăх та хăтлă пултăр, чун хавалĕ тапса тăтăр!», - тенĕ регион Пуçлăхĕ М.Игнатьев.
Шупашкарти электроаппарат завочĕн ветерансен канашĕн председателĕ С.Краденов хăйĕн сăмахĕнче Çĕнтерÿ кунĕ пĕтĕм тĕнчери халăх уявĕ пулса тăнине асăннă. Ветерансемпе тыл ĕçченĕсене пире мирлĕ пурнăç парнеленĕшĕн пĕтĕм чун-чĕререн тухакан тав сăмахĕсене каланă.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: ЧР ПА пресс-служби.