03 мая 2017 г.
Кашни япалан хăйĕн вăхăчĕ, пуçламăшĕ пулать те пурнăç хăй еккипе малалла шăвать те шăвать. Акă, Вăрмар поселокĕ пуçланса кайни те 70 çул çитрĕ. Çак вăхăтра вара мĕн чухлĕ улшăнусем пулса иртрĕç, çыннисем те пĕрисем килеççĕ, теприсем каяççĕ, поселокĕ вырăнтах.
Пулас Вăрмар поселокне пуринчен малтан çитнисем çинчен кăштах аса илес килет: Çĕрпÿ помещикĕ Николай Петрович Курбатов, Лаишевский земски управĕн председателĕпе Белюкович дворянинпа пĕрле килсе çитнĕ. Вĕсем 1904 çулта сĕтел-пукан фабрикине хута янă.1893 çулхи июнĕн 23-мĕшĕнче Вăрмар станци витĕр пĕрремĕш параовоз иртсе кайнă.1894 çулта май уйăхĕнче станцине Гамбург купци Ф.Зейферт килсе çитнĕ. Вăл 6 пин тонна кайăк-кĕшĕк ашĕ вырнаçакан пысăк холодильник туса пĕтерсе ĕçлеттерме пуçланă. Кун пек пысăк холодильник Хусан кĕпĕрнинче пулман. Кайăк-кĕшĕксем валли цех хута кайнă, 5 яруслă клеткăсенче пĕр харăсах 15 пин чăх пусса ларма пултарнă. Халăхран çăмарта, кайăк-кĕшĕк пуçтарассине йĕркеленĕ.1896 çулта Вăрмар станцинчен Австрине, Германине 36 вакун çăмарта ăсатнă. 1899 çултан Зейферт ĕçне малалла тăсаканĕ Австри купци Ф.Баум пулса тăрать. Станцинче пурăнмалли çурт лартать. Халăхран çăмарта, чăх, хур какайĕ пуçтарать. Хур какайне пĕр сезон вăхăтĕнче Австрипе Германине 40 пин хур тушки таранччен ăсатать.
1908 çулта Вăрмар станцине Петербург купци И.Гильван килсе çитет те çăмартапа чăх какайне Англине ăсатма тытăнать. Пенза кĕпĕрнинчен килнĕ Матюкин купца пекарня уçать, унта вăл шурă çăкăр пĕçерме тытăнать. Çăкăра вăл пĕр кĕрепенкине 4 пуспа чукун çул çинче ĕçлекенсене сутать.
Тутартан куçса килнĕ В.Куликов вырăс чукун çул тепĕр енче çурт лартать, йывăçпа суту-илÿ тума тытăнать. Кугеевăран Г.Гимадтуллин Тутар тата Тукаево ялĕнчен И.Бинмухамедов тутар килсе çурт лартаççĕ, унтан вĕсем лавкка тытса суту-илÿ тума тытăнаççĕ. Можари ялĕнчен килнĕ Ануфриев çурт лартать, хăмлапа суту-илÿ тума пуçлать. Можаринченех килнĕ Зубов икĕ хутлă çурт лартса пĕрремĕш хутĕнче чайнăй уçать. Шибалов хăна çурчĕ уçать, унăн ывăлĕ станцире дежурнăй пулса ĕçлет. Пензăран куçса килнĕ Ф.Макшанцев чукун çул çинче мастер пулса ĕçлекенскер, пекарня тытнă. Çуртне ăна Ф.Баум хăй станцинчен куçса кайсассăн парса хăварнă пулнă. Можари ялĕнчен куçса килнĕ Г.Лезин сăра лавкки тытнă. Каярахпа вăл ача-пăча таварĕсем сутакан лавкка уçать. Ф.Иванов Канаш районĕнчи Кипеч чăвашĕ, вăрманпа ĕçлекенскер, клепкăпа суту-илÿ тунă. Унăн хăйĕн клепка склачĕ пулнă.
1922 çулта станцине вырăнти халăхран Кивĕ Вăрмар хресченĕсем пĕрремĕш куçса килме пуçланă. Д.Антонов почтальон пулса ĕçленĕ. Унăн ялта çурчĕ çунса кайнă хыççăн Вăрмар станцинче хăйĕн ани çинче çурт лартать. С.Казаков земство начальникĕ патĕнче писарь пулса ĕçленĕ. В.Савинов лавкка тытнă, çăмарта пуçтарнă. Вĕсен çурчĕсем хальхи "Минутка" буфет хыçĕнчи ретре пулнă.
Вăрмар станцийĕ çулсерен аталансах пынă: 1930 çулта МТС туса хунă; 1936 çулта больница ĕçлеме пуçланă; 1937 çулта вăтам шкул тата элеватор хута кайса ĕçлеме тытăннă; 1956 çулта известь завочĕ валли Кивĕ Вăрмар ялĕнне 2 гектар çĕр уйăрса панă; 1958 çулта коммуналлă кантур хута кайнă; 1960 çулта кайăк-кĕшĕк комбиначĕ ĕçлеме пуçланă тата ытти те.
Чăваш АССР Верховнăй Совечĕн 1947 çулхи апрелĕн 3-мĕшĕнчи постановленийĕпе Вăрмар поселокĕ рабочисен поселокĕ категорине кĕнĕ. Çакăнтан вара Кивĕ Вăрмар старостине пăхăнса пурăнма пăрахнă.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: Г.ЭВЕРСКОВ, таврапeлyce.