АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Уяв каçĕ савăнăçлă иртрĕ

03 мая 2017 г.

Уяв каçĕ савăнăçлă иртрĕ

1947 çулхи апрелĕн 3-мĕшĕнче ЧАССР Верховнăй Совечĕн Президиумĕн постановленийĕпе килĕшÿллĕн Вăрмар район центрĕ рабочи поселок ятне илнĕ. Унтанпа 70 çул хыçа юлчĕ. Çак куна халалласа районти Культурăпа кану центрĕнче савăнăçлă мероприяти иртрĕ.

Уяв каçне Вăрмар район пуçлăхĕ М.Пуклаков, район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Тихонов, Вăрмар хула пуçлăхĕ М.Иванченко, Вăрмар хула администрацийĕн пуçлăхĕ А.Павлов, районти предприятисемпе организацисен руководителĕсем, Вăрмар поселокĕнче пурăнакансем тата ыттисем те хутшăннă.
Савăнăçлă мероприятие Вăрмар хула тăрăх пуçлăхĕ А.Павлов уçса пуçтарăннă халăха ăшшăн саламларĕ, ĕçре тăтăшах пулăшса пынисене тав турĕ. Унтан вăл Вăрмар поселокĕн историйĕпе тĕплĕн паллаштарчĕ, малтанхи çулсенче хула тăрăх администрацийĕн пуçлăхĕнче тата тĕрлĕ специалистсем пулса ĕçленисене Тав хучĕсем парса хавхалантарчĕ.
Вăрмар район пуçлăхĕ М.Пуклаков тата район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Тихонов уяв ячĕпе пурне те саламларĕç, Вăрмар поселокне аталантарассишĕн нумай вăй хунисене Тав хучĕсем пачĕç. А.Тихонов Вăрмар поселокĕнчи Ленин урамĕнче вырнаçнă парка юсаса çĕнетме 100 пин тенкĕлĕх сертификат парсан залри халăх хыттăн алă çупса ячĕ.
Çавăн пекех Вăрмар хула тăрăх пуçлăхĕ М.Иванченко, райадминистрацин вĕрентÿпе çамрăксен политикин тата спорт управленийĕн начальникĕ Ю.Соколов саламларĕç, ăнăçу сунчĕç. "УК ЖКХ Урмарского района" тулли мар яваплă обществăн генеральнăй директорĕ О.Викторов, "Водоканал" тулли мар яваплă обществăн директорĕ Ю.Иванов, "Урмарытеплосеть" муниципаллă унитари предприятин директорĕ В.Иванов савăнăçлă каçра ăшă сăмахсем каласа хаклă парнесем пачĕç.
Савăнăçлă каç Вăрмар поселокĕнчи Оксана Анатольевнăпа Евгений Иванович Тихоновсен çемйинче çак кунсенче çуралнă виççĕмĕш ачине свидетельство панипе малалла тăсăлчĕ.
Уяв каçне "Родничок", "Березка" ача садне çÿрекенсемпе воспитательсем, ачасен Вăрмарти ÿнер шкулĕн, районти Культурăпа кану çурчĕн тата Арапуçпа Чулкас ял тăрăхĕсенчи художествăлла пултарулăх коллективĕсем илемлетрĕç, курма килнисен кăмăлĕсене çĕклерĕç.

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: А.НИКОЛАЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика