29 апреля 2017 г.
Çуркунне çутçанталăк чĕрĕлсе пурне те хăйĕн илемĕпе илĕртет. Ача садне çÿрекен ÿсĕмри ачасене те çуркунне хăйне майлă тыткăнлать. Çак кунсенче "Березка" ача садĕнчи "Калинка" ушкăна çÿрекенсем валли "Çурхи вăрманта" ятпа хаваслă уяв иртрĕ.
Ачасем сценарипе килĕшÿллĕн çурхи вăрманта пулса тăчĕç, вăрманти тĕрлĕ сăнарсене калăпларĕç. Хаваслă кайăк чакак упа, тилĕ, мулкач патне шăнкăравласа хĕл вĕçленсе çуркунне çитни çинчен, ыйхăран вăранма вăхăт çитнине пĕлтерет. Çурхи вăрманта Çуркунне сăнарĕпе ертсе пыракан хушшинче калаçу йĕркеленет. Çуркунне вăрманта пурăнакансене çутă хĕвел пайăркисемпе, ешĕл курăкпа, чечексемпе, ăшă çанталăкпа, сивĕ çĕртен вĕçсе килекен кайăксемпе савăнтарни çинчен калать. Ачасем çуркуннене халалласа тĕрлĕ юрăсем юрларĕç.
Çанталăк ăшăтса пынă май лĕпĕшсемпе нăрăсем те чĕрĕлсе тухаççĕ. Хĕр ачасем лĕпĕшсем пулса тăчĕç, ашшĕ-амăшĕсене илемлĕ ташăпа савăнтарчĕç. Арçын ачасем нăрăсен сăнарне сăнарларĕç, вĕсен ташшине ташларĕç, сăвăсем каларĕç.
Юлашкинчен пурте туслă пурăнмалли çинчен юрă юрларĕç. Çуркуннене халалласа ирттернĕ уяв ачасене, ашшĕ-амăшĕсене çав тери килĕшрĕ.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: В.Малинкова, воспитатель.