29 апреля 2017 г.
ЧР Пуçлăхĕ М.Игнатьев Раççее Япони Премьер-министрĕ Синдзо Абэ ĕçлĕ визитпа килсе çитнĕ мероприятие хутшăннă. Апрелĕн 27-мĕшĕнче ЧР Пуçлăхĕ М.Игнатьев Раççейпе Япони ĕç канашĕн Председателĕ А.Репик тата тÿрĕ инвестицисен Раççейри фончĕн генеральнăй директорĕ К.Дмитриев йыхравĕпе, Раççей Япони Премьер-министрĕ Синдзо Абэ ĕçлĕ визитпа килсе çитнĕ мероприятие хутшăннă. Палăртса хăваратпăр, апрелĕн 27-мĕшĕнче РФ Президенчĕ В.Путин Япони Премьер-министрĕпе Синдзо Абэпе ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ. Калаçу вăхăтĕнче пуçлăхсем 2016 çулта декабрĕн 15-16-мĕш кунĕсенче ирттернĕ ĕçлĕ калаçу вăхăтĕнчи килĕшÿсем пирки чарăнса тăнă. Палăртнă мероприятинче Раççей Правительствин ячĕпе ĕçе пухăннисене РФ Правительствин председателĕн заместителĕ А.Дворкович саламланă. Вăл хăйĕн сăмахĕнче Раççей Федерацине Япони Премьер-министрĕ Сидзо Абэ официаллă майпа килнине ырланă, вĕсем пире пысăка хурса хакланине палăртнă. Ку хутĕнче ĕçлĕ мероприяти тапхăрĕнче пĕтĕмпе 20 ытла килĕшÿ хутне алă пусса çирĕплетнĕ. Японири паллă пысăк предприятийĕн пуçлăхĕ М.Иидзим ЧР Пуçлăхĕпе М.Игнатьевпа тĕл пулнă. "Р-Фарм" фармацевт компанипе килĕшÿ хутне алă пусса çирĕплетнĕ.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: ЧР ПА пресс-служби.