26 апреля 2017 г.
Вăрмар районне йĕркеленĕренпе 90 çул, поселокне - 70 çул çитнине халалласа Пысăк Енккасси ял библиотекинче "Вăрмар енĕн иртнĕ кун-çулĕ" ятпа информаци кунĕ иртрĕ. Библиотекăра вулакансем валли "Тăван ен, манми Вăрмар" ятлă кĕнеке куравĕ хатĕрленĕ. Хамăр район кун-çулĕпе "Вăрмар çулĕ вăрăм мар" ятлă пĕрремĕш пайĕнче паллашма май пулчĕ. "Вăрмар енĕн мухтавлă çыннисем" ятпа хатĕрленĕ иккĕмĕш пайĕнче пирĕн тăрăхран тухнă паллă та сумлă çынсем çинчен çырнă материалсене тăратнă.
Информаци кунне Пысăк Енккасси ял тăрăхне кĕрекен Урнар шкулĕнче биологипе хими предмечĕсене вĕрентекен, Чăваш писателĕсен союзĕн членĕ Геннадий Матвеев тата Галина Матвеева çыравçă хутшăнчĕç. Геннадий Германович 2017 çулта кăларнă "Хĕвел тухать Вăрмар енче" ятлă кĕнекипе паллаштарчĕ. Тăван ене, унăн мухтавлă çыннисене халалланă тарăн шухăшлă сăввисем чуна пырса тивеççĕ. Çак куна хутшăнакансем хаваспах кĕнекери сăввисене вуласа пачĕç, тишкерсе тухрĕç. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Васильев çыравçăна çĕнĕ кĕнеке кăларнă ятпа саламларĕ, пултарулăхра татах та нумай çитĕнÿ тума сунчĕ.
"Чаплă яту Вăрмар - çĕклеç кăмăла тăван ен юррисем", _ тесе çырнă сăвăç "Вăрмар Ен" сăввинче.
Культура çурчĕн ертÿçи Н.Гаврилов ертсе пынипе "Еник" фольклор ушкăнĕ Геннадий Германович çырнă "Вăрмар Ен" юрра юрлама вĕренчĕç. Галина Матвеева Елена Соборован "Пукане" ятлă çĕнĕ кĕнекипе паллаштарчĕ. Ку кĕнеке ачасем валли çырнă сăвăсен пуххи, ăна илемлĕ ÿкерчĕксемпе пуянлатнă. Вĕсем асăннă кĕнекесене библиотекăна тата пухăннисене ăшă кăмăлпа парнелерĕç. Тĕл пулу пурин кăмăлне те кайрĕ.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: Н.Никонорова.