26 апреля 2017 г.

Владислав Геннадьевич Сапаркин Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ вăтам шкулта 5 «б» класра вĕренет. Вĕренÿре лайăх ĕлкĕрсе пынă май, спортпа çывăх туслашнă. Тăваттăмĕш класра вĕреннĕ чухне каратэ спорт-секцине çÿреме пуçлать. Ю.Григорьев тренер пулăшнипе хăйĕн спортри ăсталăхне ÿстерсех пырать, каратэ кĕрешĕвĕн мелĕсене тăрăшса вĕренет. Çине тăни сая каймасть. Пĕрремĕш кĕрешÿ халĕ те ун асĕнчех-ха. Ку вăл 2015 çулхи декабрĕн 27-мĕшĕнче Çĕнĕ Шупашкар хулинче пулса иртнĕ. Çĕнĕ çул умĕнхи турнирта 10-11 çулхи ачасем хушшинче ката енĕпе виççĕмĕш вырăна çĕнсе илнĕ. Çакă ăна çĕнĕ çитĕнÿсем тума хавхалантарнă. Тепĕр уçă турнир 2016 çулхи майăн 22-мĕшĕнче Улатăр хулинче пулса иртнĕ. Ку хутĕнче те Владик виççĕмĕш вырăна тивĕçнĕ.
2016 çулхи майăн 29-мĕшĕнче Çĕнĕ Шупашкарта Пĕтĕм тĕнчери ачасен кунне халалласа ирттернĕ республикăри каратэ федерацийĕн турнирĕнче 10-11 çулхи ачасем хушшинче ката енĕпе кĕрешсе пĕрремĕш вырăна тухнă, çĕнтерÿçĕ пулса тăнă. Çав çулхине ноябрь уйăхĕнче каратэ енĕпе Муркаш районĕн Кубокне çĕнсе илессишĕн йĕркеленĕ уçă турнирта пирĕн ентеш Владик хăйĕн ÿсĕмĕнчи ачасем хушшинче чи пултарулли пулнă, пĕрремĕш вырăн йышăннă.
Декабрĕн 25-мĕшĕнче Çĕнĕ Шупашкарта Çĕнĕ çул умĕнхи уçă турнирта Владикăн иккĕмĕш вырăнпа килĕшмелле пулнă. 2017 çула та ăнăçлă пуçларĕ çамрăк каратист. Февраль уйăхĕнче Çĕмĕрле хулинче ирттернĕ уçă турнирта иккĕмĕш пулнă. Çавăн пекех Шупашкарти «Коршун» клубăн уçă турнирĕнче иккĕмĕш вырăна çĕнсе илнĕ. Февраль тата март уйăхĕсенче Çĕнĕ Шупашкарта тата Шупашкар хулинче йĕркеленĕ уçă турнирсенче виççĕмĕш вырăнсене йышăннă. Апрелĕн 16-мĕшĕнче Шупашкарта иртнĕ регионсем хушшинчи турнирта ката енĕпе кĕрешсе пĕрремĕш вырăна тухнă.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: А.ХОВАНСКИЙ.