26 апреля 2017 г.
Хальхи вăхăтра хуть те хăш вăхăтра та чечек туянма пулать. Çакă питех те лайăх, анчах та вĕсемпе тепĕр чухне темиçе кун кăна киленме май килет. Куç умĕнчех шанаççĕ. Паллах, сăлтавĕ тĕрлĕрен кунта. Вĕсенчен пĕри - сăтăрçăсем тата вĕсем сарма пултаракан чир-чĕр. Шел пулин те, пĕр чечек çинчи сăтăрçăсене пĕтермесен вĕсем теприн çине куçаççĕ.
Акă тĕслĕхрен, кăçал хризантемăсенче тупса палăртнă Анăç /Калифорни/ чечек трипсĕ нимле ÿсен-тăрана та тиркемест. Вăл 250 тĕрлĕ ÿсен-тăран сĕткенĕпе тăранса пурăнма пултарать. Трипс тапăнсан чечек хăвăртах илемне çухатать, папкисем те татăлса ÿкеççĕ, майĕпен хăрать. Çимĕç паракан культурăсен те тухăçĕ палăрмаллах чакать.
Трипс - хăрушă вирус чирĕсене саракан та. Вăл пирĕн тăрăха лартмалли материалпа, чÿлмекри ÿсен-тăранпа тата чĕрĕ пахча çимĕçпе килнине кашни çулах специалистсем тупса палăртаççĕ. Лаборатори ĕçченĕсем каланă тăрăх ытларах чухне трипсран хризантема шар курать. Ку чечексем ыттисенчен черченрех-тăр. Кăçал ку сăтăрçа Мускавран илсе килнĕ чÿлмекри чечекре асăрханă. Документсем тăрăх вара - ăна Нидерландсенченех илсе килнĕ иккен.
Сăмах май, пĕлтĕр те çак çĕршывран илсе килнĕ азалире тата кĕл чечекре сăтăрçăсем пурăннине лабораторире çирĕплетнĕ. Патшалăх аслă инспекторĕ В. Никитина каласа панă тăрăх, иртнĕ çул Итали хризантеминче те трипс курăннă. Сăтăрçăсем тапăннă илемлĕ ÿсен-тăран партине çунтарма тивнĕ. Пĕтĕмпе вара пĕлтĕр карантинпа фитосанитари мероприятийĕсем ирттернĕ май, Чăваш Енре 5 тĕрлĕ карантин объекчĕ тупса палăртнă: Калифорни трипсĕсĕр пуçне, Пальма текен трипс, амбрози /амброзия трехраздельная/, горчак /горчак ползучий/, Кăнтăр Америка томат кĕвви. Вĕсем пирĕн пата хĕвелçаврăнăшпа - Чĕмпĕр тата Самара облаçĕсенчен, фуражлăх тулăра Саратов облаçĕнчен - çакланса килнĕ. Кăнтăр Америка томат кĕвви вара пĕр хуçалăх обществин теплицинче феромон капкăнне çакланнă. Йăлăхтармăш тепĕр сăтăрçă та пирĕн тăрăхра пĕрмаях тĕл пулкалать. Клевер пурçăнне кăçал Мускавран килнĕ майоран вăрлăхĕнче тупнă. Сăмах май, тĕнчипе çак курăкăн 150 тĕсне пĕлеççĕ, Раççейре вĕсенчен 15 тĕсĕ палăрнă.
Хăш-пĕр регионсене, ытларах кăнтăр енчисене, пуçĕпех ярса илнĕ çак сăтăрçă. Чăваш Енре вара унччен Канаш тата Комсомольски районĕсенчи фермăсем çывăхĕсенчи усă курман çĕрсем çинче тапса тухнă пурçăнăн тепĕр тĕсĕпе - вĕлтрен пурçăнĕпе /повилика европейская/ "кĕрешнĕччĕ", Канаш станцийĕ çывăхĕнче вара - уй-хир пурçăнĕпе /повилика полевая/. Пурах çав çак сăтăрçăсен "хăвачĕ". Асăннă çум курăксене 2012 çултанпа пĕтерес тесе кĕрешеççĕ пулин те пĕлтĕр каллех çав вырăнсенчех асăрханă вĕсене.
Вĕтĕ, анчах та çав тери усал хурт-кăпшанкăран шар курас мар тесен туяннă вăхăтра сутуçăран пахалăха ĕнентерекен документсем ыйтмалли пирки аса илтерме кирлех-ши?
Сăтăрçăсем пĕчĕккĕ пулсан та çын сывлăхĕшĕн пысăк сиен кÿме пултараççĕ, çавăнпа та вĕсене çийĕнчех тĕп тумалла. Усал хурт-кăпшанкăсемпе кĕрешнĕ вăхăтра техника хăрушсăрлăхне те пăхăнмалла.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: Н.ВАСИЛЬЕВА, Россельхознадзорaн ЧР тата Ульяновск облаceнчи управленийeн ecченe.