26 апреля 2017 г.
1917 çулччен вырăс мар халăх ачисене аслă пĕлÿ илме çăмăлах пулман. Гимназире е семинарире вĕренмен пулсан университет е институт алăкне уçса кĕреймĕн - йĕрки çапла тăнă. 1861 çулхи реформăсене пула çеç пĕлĕве çирĕплетме пултарнисем аслă шкула кĕме пултарайнă. Иван Яковлев шăпах çавăн пек çамрăк пулнă та. Вăл 19-та Чĕмпĕрти гимназин йышне тăрса тепĕр 4 çултан ылтăн медале тивĕçсе Хусанти университет студенчĕ пулса тăнă.
Аслă шкула вĕренме кĕмешкĕн тивĕçлĕ пĕлÿ пулмалла - е гимнази, е семинари пĕтермелле. И.Я.Яковлев уçнă Чĕмпĕрти учительсем хатĕрлекен чăваш шкулĕнчен вĕренсе тухнисем ял шкулĕсен учителĕсем пулма пултарнă, вĕсем университета е института вĕренме кĕме тивĕçеймен. Паллах, мал ĕмĕтлĕ çамрăксем тата тарăнрах пĕлÿ илес тенĕ _ кун пек чухне вĕсем учительсен семинаринче е духовнăй семинаринче вĕренмелле пулнă. Иван Яковлевич пултаруллă вĕренекенĕсене малалла пĕлÿ илме хавхалантарнă, пулăшнă.
Вăрмар тăрăхĕнчен чи малтан кам аслă пĕлÿ илнĕ-ши тесе ыйтакансем пурах ĕнтĕ. Вĕсен кăсăкланăвне хуравласа çапла пĕлтерем: Кивĕ Вĕренер ялĕнче çуралса ÿснĕ Антонов Александр Антонович, ахăртнех, пирĕн ентешсенчен чи пирвай аслă пĕлÿллĕ пулса тăнă. Паллах, пĕр пултарусăр, пĕр тăрăшмасăр тивĕçеймен ĕнтĕ вăл çак чыса;!
А.Антонов Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнчен 1895 çулта питĕ лайăх паллăсемпе вĕренсе тухсан Самар кĕпĕрнинче Пăхăрăслан уесĕнче Микушкино ялĕнчи пуçламăш шкулта икĕ çул вĕрентсе пурăннă. Унтан вăл Чĕмпĕрти духовнăй семинарие вĕренме кĕрет. Çав вăхăтра йĕрки çапла пулнă: семинарие ялти шкулта икĕ çул ĕçлемесĕр илмен. Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнчен вĕренсе тухнисене тÿрех 4-мĕш класа илнĕ, вĕсене ют чĕлхесене вĕренес тĕлĕшпе çăмăллăхсем те панă. Пурăнасса чăваш семинарисчĕсем чăваш шкулĕнчех пурăннă, çавăнпа Иван Яковлевич хăйĕн вĕренекенĕ пулнă çамрăксене асăрхасах тăнă. А.Антонов 1900-мĕш çулхине Мускаври духовнăй академире сăмахлăх уйрăмĕн студенчĕ пулса тăрать. 1904 çулта ăна, аслă пĕлÿ илнĕскере, Иркутскри духовнăй училищĕне вырăс чĕлхи вĕрентме яраççĕ, 1915 çулта Чита тăрăхĕнчи Александровскинче учительсен семинари директорне лартаççĕ. Кунта çакна та палăртса хăвармалла: аслă пĕлÿ илнĕ çынсем ун чухне хăйсен ирĕклĕхне çухатаççĕ теме пулать. Вĕрентÿ Попечителĕ мĕн хушнине пĕр пăркаланмасăр пурнăçлама тивнĕ - ăçта хушнă çавăнта каймалла. 1918-мĕш çулта Александр Антонович хăйне тăван тăрăха ĕçлеме яма ыйтать. Вăл 1920-30-мĕш çулсенче РСФСР Вĕрентÿ комиссариатĕнче вырăс мар халăхсем валли вĕренмелли кĕнекесем кăларас тĕлĕшпе ĕçлет. Чăвашла 10 кĕнеке хатĕрлени паллă. Кунта çакна ăнлантарса памалла: А.Антонов çав кĕнекесене пурне те хăй çырман. Хăшĕ-пĕрисене вырăсларан чăвашла куçарса пичетленĕ. Шупашкарти Кĕнеке палатинче унăн "Хресчен пахчи" тата "Вĕренер" кĕнекисем упранаççĕ. Манăн архивра "Сатач кĕнеки" пур. Шел, ыттисене тупса вулама çук. Кашни кĕнеки умĕнчех çапла çырса палăртни пур: "Хутла сахал вĕреннисем валли". Ку чăнах та çапла. Тĕслĕхрен, "Вĕренер" кĕнекери статьясен ячĕсене пăхса тухар: "Ялхуçалăх", "Кивĕ ял", "Ĕçхалăхĕ ирĕке тухни", "Мĕншĕн эпĕ çыру вĕренеймесĕр юлтăм", "Чăваш халăхĕн çыру пĕлменлĕхĕпе культурăсăрлăхĕ", "Тĕшмĕшсем", "Хĕрарăмсен пурнăçĕ" тата ыттисем тавракурăма аталанма пулăшаççĕ. Çутçанталăк пулăмĕсем пирки çырса кăтартнисем интереслĕ. Диалогсемпе усă курнăран тата ыйту-хурав мелĕпе хайланăран вĕсем сахал пĕлÿллĕ çыннах интереслентерме пултарнă. Тĕрĕссипе, халăх хутпĕлменлĕхне пĕтерес ĕçре çак кĕнекесем, каламасăрах паллă, пысăк пулăшу панă.
Чăваш патшалăх истори архивĕнче Чĕмпĕрти чăваш шкулĕн фончĕсенче Кивĕ Вăрмар çыннин Федотов Василий Федотовичăн кăларăм экзаменĕнче илнĕ паллăсемпе паллашма пулать _ пĕтĕмпех "5" те "4" çеç!
В.Федотов Шĕнерпуçĕнчи /Сĕнтĕрвăрри тăрăхĕ/ икĕ класлă училищĕрен вĕренсе тухсан Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче 1897-1901 çулсенче пĕлÿ пухать. Икĕ çул Тĕрлемеспе Кĕçĕн Елчĕк ялĕсенчи шкулсенче вĕрентет. 1903-1906 çулсенче Чĕмпĕрти духовнăй семинарире вĕренет. Пĕр çул Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнчи хĕрарăмсен уйрăмĕнче вырăс чĕлхи учителĕ пулать. 1907 çулхине вăл Ярославльти Демидовсен юридици лицейне кĕрет те 1911 çулхине вĕренсе пĕтерет. Шел пулин те, В.Федотов пирки хыпар питĕ сахал. Архиври хутсем тăрăх вăл Туркменири Чарджоу хулинче, Узбекистанри Ташкент хулисенче ĕçлесе пурăнни паллă.
Çак аслă пĕлÿ илнĕ икĕ ентеш тĕслĕхĕпе мĕн калама пулать-ха? А.Антонов та, В.Федотов та Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче пĕлÿ илсе пурнăçăн анлă çулĕ çине тухма пултарнă. Вĕсен кун-çулне Чăваш халăхне çутта кăларнă И.Я.Яковлев пархатарлă витĕм кÿнине палăртсах хăваратпăр!
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: В.ЦЫФАРКИН.