21 апреля 2017 г.

Раççей - патшалăх уявĕсемпе пуян. Паллă пулăмсене пирĕн çĕршывра кашни çулах уявлаççĕ. Акă, апрелĕн 21-мĕшĕнче - Раççейре Вырăнти хăй тытăмлăх управленийĕн кунĕ. Патшалăхшăн пĕлтерĕшлĕ уявпа çыхăннă ĕç-хĕл пирки район администрацийĕн пуçлăхĕ А.ТИХОНОВ паллаштарать:
Вырăнти хăй тытăмлăх управленийĕн кунне Раççей Президенчĕн В.Путинăн Указĕпе 2012 çултанпа паллă тăваççĕ. Мĕншĕн çак уйăха тата куна суйланă-ха; Истори докуменчĕсем тăрăх - шăпах çак кун 231 çул каялла - II Кĕтерне Патша "Жалованная грамота городам" документа çирĕплетнĕ. Çавна кура Раççейри вырăнти хăйтытăмлăх управленийĕ çинчен калакан саккун никĕсне хывнă.
Раççей Федерацийĕнче Вырăнти хăй тытăмлăх управленийĕн кунне паллă тума йышăнни çав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ. Вăл патшалăх халăхпа çывăх пулса яваплă ĕçсене пурнăçлакан çынсене хисепленине кăтартать. Хăй тытăмлăх органĕсенче вăй хуракансем халăх хуçалăхĕн тĕрлĕ отраслĕн ĕçне йĕркелессишĕн, территорин социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕшĕн, граждансен çивĕч ыйтăвĕсене татса парассишĕн тата ытти нумай-нумай енĕпе яваплă пулса тăраççĕ. Халăх пурнăçĕн пахалăхĕ тата обществăри тăнăçлăхĕ муниципалитет служащийĕсен ĕçĕнчен нумай килет.
Пирĕн район муниципалитетне Вăрмар хула тăрăхĕ тата 16 ял тăрăхĕ кĕрет. Ĕçри тĕп тĕллев вăл халăхăн пурнăç шайне ÿстерес тесе курăмлă ĕçсем туса ирттересси. "2013-2017 çулсенче Чăваш Республикин территорийĕнче авариллĕ çуртсенче пурăнакан граждансене çĕнĕ çуртсене пурăнма куçарасси" республикăри тĕллевлĕ программăна ăнăçлă вĕçлерĕмĕр. Çак программăн 3 тапхăрĕнче 5280 тăваткал метрлă пурăнмалли çуртсене хута янă. 2016 çулта çемьере çул çитмен 5 е ытларах ачаллă пĕр çемьене 1,17 миллион тенкĕлĕх 43,3 тăваткал метр пурăнмалли çурт-йĕр туянса панă. 2015-2017 çулсенчи "Пурăнмалли çурт-йĕр" федераллă тĕллевлĕ программăн "Çамрăк çемьесене пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтересси" çум программăна пурнăçласа 2016 çулта çамрăк 9 çемье пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатнă, вĕсенчен 5 çемйинче 3 е унтан та ытларах ача пуррисем 6,5 млн тенкĕлĕх патшалăх пулăшăвне илнĕ.
"2014-2017 çулсенче тата 2020 çулчченхи тапхăрта ял территорийĕсене çирĕппĕн аталантарасси çинчен" федераллă тĕллевлĕ программа шайĕнче 2016 çулта 11 çемье пурăнмалли условисене лайăхлатнă, 7,66 млн тенкĕлĕх патшалăх пулăшăвне илнĕ, çав шутра 7 çамрăк специалист тата 4 граждан. Ял тăрăхĕсенчи 21 библиотекăпа 7 культура çуртне юсаса çĕнетнĕ. "2014-2017 çулсенче тата 2020 çулччен яллă вырăнсене аталантарасси çинчен" РФ программипе килĕшÿллĕн Энĕшпуçĕнче 150 çын вырнаçмалăх культура çурчĕ хăпартас ĕç малалла пырать. ЧР Пуçлăхĕн Хушăвĕпе килĕшÿллĕн 2016 çулта Кивĕ Шулханта, Мăнçырмара фельдшерпа акушер пункчĕсем хута кайрĕç, Çÿлти Кинчерпе Кивĕ Вăрмар, Çĕнĕ Мăнтăр ялĕсенче çĕнĕ ФАПсем 2015 çултах ĕçлеме тытăннă. Республика тата район бюджетĕнчи укçа-тенкĕпе Вăрмар хула тăрăх территорийĕнчи картишсене 1,2 миллион тенкĕлĕх юсав ĕçĕсем ирттернĕ. Хытă сийлĕ çулсем тăвассипе малалла ĕçлетпĕр. Иртнĕ çул Арапуçĕнчи тата Пысăк Енккасси ял тăрăхĕсенчи автоçулсен строительствине вĕçленĕ. 2017 çулта Чупай, Энĕшпуç автоçулсен строительствине вĕçлемелле, Кĕлкеш, Тикаш, Шăхаль ял тăрăхĕсенче вырăнти пĕлтерĕшлĕ çулсем тума пуçламалла. Çак ĕçе пурнăçлама 78,9 млн тенкĕ укçа уйăрнă. Пĕтĕмĕшле илсен пысăк пĕлтерĕшлĕ социаллă проектсене пурнăçлассишĕн нумай вăй хуратпăр, вак тата вăтам бизнеса çул уçса парассипе те сахал мар ĕçлетпĕр, пушă выртакан çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртесси тата хуçасăр çĕр лаптăкĕсене тупса палăртасси те вăй илсе пырать.
2016 çулта районти вĕрентÿ сферине уйăрнă укçа-тенкĕ ?15 млн ытла/ вĕрентÿ организацийĕнчи материалпа техника базине чылай лайăхлатма, ĕçлеме тата пĕлÿ илме тивĕçлĕ условисем тума май пачĕ. Вăрмарти тата Арапуçĕнчи шкулсенчи спорт залĕсене тĕпрен юсанă, Мăнçырмари, Энĕшпуçĕнчи, Кавалти, Тикашри шкулсенче шалти ăшă туалетсем вырнаçтарнă. "2012-2020 çулсенчи вĕрентÿ аталанăвĕ" патшалăх программи шайĕнче Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ вăтам шкулăн пуçламăш класс ачисене вĕрентмелли корпусĕнче 11 млн тенкĕлĕх тĕп юсав ĕçĕсем ирттернĕ.
Умра пирĕн çĕнĕ тĕллевсем питех те нумай. Экономикăри йывăрлăхсене пăхмасăрах çитес çулсенче социаллă инфратытăм объекчĕсен строительствине малалла тăсмалла, инвестицисем илсе килессипе тăрăшмалла, муниципалитет пурлăхĕпе тата çĕр ресурсĕсемпе туллин усă курассине ÿстермелле тата ытти те. Кĕскен каласан, пирĕн район экономикине вăй-хăват кÿрекен ĕç вырăнĕсем йĕркелемелле. Çак ыйтусене татса парас тесен мĕнпур ресурса явăçтарса çине тăрса ĕçлемелле.
ЧР Пуçлăхĕ М.Игнатьев вырăнти пĕлтерĕшлĕ ыйтусене татса парас, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсемпе халăх хушшинчи çыхăнăва аталантарас тата хавхалантарас тĕллевпе "Чăваш Республики территорийĕнче вырăнти пуçарулăх çинче йĕркеленекен обществăлла инфраструктура аталанăвĕн проекчĕсене пурнăçласси" Хушăва пурнăçлас тĕллевпе районта ĕçлеме тытăннă. Районти ял тăрăхĕсемшĕн республикăра ирттерекен тĕрлĕрен конкурссене хутшăнма май пурри те нумай пулăшу кÿрет. Акă, Чупай, Арапуç, Энĕшпуç, Энтрияль ял тăрăхĕсем кăçал конкурса хутшăнма кирлĕ хутсем тăратнă, кĕçех вĕсен итогĕсем паллă пулĕç. 2017 çул Раççейре экологи çулталăкĕ тата çутçанталăк территорийĕсене уйрăмах сыхламалли çул. Çавна май эпир экологи аталанăвĕн ыйтăвĕсене обществăна явăçтарас тата экологи хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтерес енĕпе тĕрлĕрен мероприятисем ирттеретпĕр. Экологи воспитанийĕпе пĕлĕвне халăх умне çитерес тĕллевпе вĕрентÿ учрежденийĕсенче тата ытти ĕç коллективĕсенче тăтăшах тĕл пулусем пулаççĕ. Тирпейлĕхе тытса пырас енĕпе çынсем субботниксемпе воскресниксене хутшăнса харпăр хăйсем пурăнакан вырăнсене тасатаççĕ. Кăçал тасалăха тытса пырас тĕллевпе апрелĕн 3-мĕшĕнчен пуçласа июнĕн 10-мĕшĕччен икĕ уйăхлăх ирттеретпĕр. Ку ĕç хальхи вăхăтра малалла пырать.
Вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен хисеплĕ ĕçченĕсене - район администрацийĕн, Вăрмар хула, ял тăрăхĕсенчи пур специалистсене, ялсенчи старостăсене тата ял хастарĕсене, муниципалитет службин ветеранĕсене районăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕшĕн тăрăшса пурте пĕрле пĕр шухăшлăн вăй хунăшăн чĕререн тав тăватăп. Пур ĕç те халăхпа пĕрле пулса пырать. Пĕрле пулсан - эпир вăйлă. Ĕçлекен халăхăн ячĕ те сумлă.
Источник: "Урмарская районная газета"