АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Мăнкун савăнăçĕ" хаваслă иртрĕ

22 апреля 2017 г.

"Мăнкун савăнăçĕ" хаваслă иртрĕ

Çулталăкри чи аслă та çутă уява - Аслă Мăнкуна - Православи тĕнне ĕненекенсем кăçал апрелĕн 16-мĕшĕнче уявларĕç. Пĕр-пĕрне "Христос чĕрĕлнĕ!", "Чăн-чăнах чĕрĕлнĕ!" тесе савăнчĕç. Мăнкун хыççăнхи эрнере те пирĕн районти ача сачĕсенче "Мăнкун савăнăçĕ" уява çулсеренех ирттересси ырă йăлана кĕчĕ.

Ку хутĕнче чаплă лару-тăрура мероприяти Вăрмарти пĕрремĕш номерлĕ "Березка" ача-пăча садĕнче иртрĕ. Унта Тихвински Турамăш Турăшăн Мăнçырмари чиркĕвĕн настоятелĕ, 5-мĕш благочиннăй округĕн благочиннăйĕ Леонид Ермолаев протоиерейпа Наталья матушка килнĕ. Леонид атте чи малтанах ачасене: "Христос чĕрĕлнĕ!", - терĕ. Вĕсем те туслăн пурте пĕрле "Чăн-чăнах чĕрĕлнĕ!", - тесе хуравларĕç. Унтан тĕрлĕ ÿсĕмри ачасем Мăнкун çинчен сăвăсене васкамасăр, пĕр такăнмасăр, пысăк туйăмпа вуларĕç. Юрăсенче "Мăнкуна хаваслăн кĕтсе илтĕмĕр, Христос чĕрĕлнĕ - чăнах чĕрĕлнĕ", - тесе шăрантарчĕç. Çутçанталăк яланах илемлĕ пултăр, йĕри-тавра чĕрĕлĕх хуçалантăр, пĕтĕм ырăлăх пултăр çĕр çинче текен шухăшсене те тĕпе хучĕç. Тĕрлĕ вăйăсем те вылярĕç, ташăсем ташларĕç. Леонид атте çак уява çăмартасене мĕншĕн хĕретни, кăчкă йывăçĕн пĕлтерĕшĕ çинчен те каласа пачĕ. Ачасемшĕн ăса хывмалли вĕсенче темĕн чухлех пулчĕ.
Леонид аттепе Наталья матушка Мăнкун кучченеçĕсене - хĕретнĕ çăмартисемпе канфечĕсене - ачасене валеçсе пачĕç. 

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: И.АНТОНОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика