22 апреля 2017 г.
2016 çулта Çĕрпÿ, Патăрьел, Канаш, Куславкка, Шупашкар районĕсенчи хуçалăхсенче таможня союзĕн «Тырă хăрушсăрлăхĕ çинчен» калакан техника регламентне пăхăнманни çиеле тухнă. Сутлăх тата фуражлăх 80 пин тонна ытла тырă тĕрĕсленĕ май 6,19 пин тонни пахалăхсăр пулнă. Асăннă регламент чи малтанах çын сывлăхне тата пурнăçне хÿтĕлессипе çыхăннă. Унта тырă пахалăхĕ пирки тата тĕрĕс упрамалли, ăна сутнă е унран мĕн те пулин хатĕрленĕ чухне пăхăнмалли требованисем пирки каланă. Тырăра сиенлĕ япаласен, микотоксинсен, пестицидсен, радионуклидсен, çавăн пекех сиен кÿме пултаракан курăк хутăшĕсем тата сăтăрçăсем пачах та пулмалла мар. Çавăнпа тырра ятарлă тĕпчев витĕр кăлармалла. Пахалăхĕ пур енлĕн тивĕçтерсен кирлĕ документсем хатĕрлеççĕ /Декларация о соответствии/. Çакăн хыççăн тин тырра Раççейре е ытти çĕршывра вырнаçтарма юрать. Деклараци çукки - иккĕленÿ çуратать. Пахалăхне çирĕплетмен тырă çынна та, выльăха та сиен кÿме пултарать. Усламçăсем е хуçалăха ертсе пыракансем кашни партийĕн деклараци пулмаллине пĕлеççех ĕнтĕ. Шел те, деклараци çукки чылай чухне тĕл пулать. Кунсăр пуçне тĕрĕслевçĕсене йĕркене пăхăнманни, тавара тивĕçлипе упраманни пăшăрхантарать. Пĕлтĕр Россельхознадзорăн Чăваш Республикинчи тата Ульяновск облаçĕнчи управленийĕн инспекторĕсем икĕ регион территорийĕнче 122 пин тонна тырă тĕрĕсленĕ. Çав шутран 21,5 пинĕшĕ - пахалăхсăр. Çавна май 39 протокол çырма тивнĕ. Ют çĕршывсене ăсатма хатĕрленĕ тырра та специалистсем тăтăшах тĕрĕслеççĕ. 2016 çулта Чехие, Германие, Словакие, Польшăна, Монголие, Латвие, Ирана, Азербайджана, Беларуçе каякан 54 пин тонна тавара тĕпченĕ. ГМО ?генно-модифицированная/ хушнă продукцие тупса палăртас тата ун çаврăнăшне пÿлес тĕллевпе управлени тата прокуратура ĕçченĕсем 40 тĕрĕслев йĕркеленĕ. Ку енĕпе РФ Правительствин заместителĕн А.Дворковичăн 2016 çулхи мартăн 21-мĕшĕнчи хушăвне пурнăçланă май тырă упракан юридици сăпатĕнчи 24 çынна тата 1 хресчен /фермер/ хуçалăхне тĕрĕсленĕ. Ген таврашĕ пуррине палăртма тулăран, хĕвел çаврăнăш тата соя шротĕнчен, çавăн пекех комбикормран 99 проба илнĕ. Шупашкар районĕнчи пĕр обществăра унччен регистрацилемен ГМО тупса палăртнă. Кунта 3 уйăх таранах тĕпчевсем ирттернĕ.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: Н.ВАСИЛЬЕВА, управлени ecченe.