АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Мускавра тарават кĕтсе илчĕç

22 апреля 2017 г.

Мускавра тарават кĕтсе илчĕç

Вăрмар районне йĕркеленĕренпе 90 çул çитнĕ май, мана районта газ кĕртме мĕнле пуçлани аса килчĕ. Пирĕн района, республикăри ытти районсем пекех, çут çанталăк газĕ çитмен пулнă. Партин Горькири аслă шкулне вĕренсе пĕтернĕ хыççăн мана Вăрмар райсовет ĕçтăвкомĕн председателĕн заместителĕ пулма çирĕплетрĕç. Района çутçанталăк газĕ кĕртес ыйтупа ĕçлеме пуçларăм. Район вăл вăхăтра экономика енчен çирĕп, промышленность лайăх аталаннă тапхăрта пулнă. Поселокри 10 предприятин тата организацин чукун çул тупикĕсем пулнă. Акă вĕсем: сĕтел-пукан фабрики, извеç завочĕ, «Сельхозхими» пĕрлешĕвĕ, агроснаб, райпо, элеватор, вторчермет, нефтебаза, топсбыт, ДПМК. Ку вăл чукун çул линийĕ çапла нумай туратланнă пĕртен-пĕр район центрĕ пулнă. Вĕсене хамăр шутпа тытса тăмалла, ĕçлеттермелле, юсамалла, хамăр участокра чукун çул составĕсене хăрушсăрлăхпа тивĕçтермелле пулнă. Кашни талăкрах станцине çĕршер тиевлĕ вакунсем, ялхуçалăх техники килсе тăнă. Хăш-пĕр предприятисем канмалли тата праçник кунĕсене пăхмасăрах хăйсем туса кăларнă продуктсене тиесе ăсатнă. Вакунсем усăсăр тăнă тĕслĕхсем пулман. Районти 50 ытла ялта пурăнакан 37,4 пин, хула пĕлтерĕшлĕ поселокра пурăнакан 4,5 пин çынна çут çанталăк газĕ питех те кирлĕ пулнă. Çав вăхăтрах магистральлĕ газопровод пирĕн районпа юнашарах иртсе кайнă. Çаксем çинчен, СССР газ промышленность министерствине яма хатĕрленĕ çырура пĕтĕмпех çырса кăтартрăм. Магистральлĕ газ пăрăхĕнчен пире уйăрса пама ыйтрăм. Район пуçлăхĕсем газ кĕртес ыйтупа КПСС Чăваш обкомĕпе республикăри Министрсен Советĕнчен темиçе хутчен те ыйтнă пулин те, ку ыйтăва татса парайман. Çакна эпĕ лайăх пĕлнĕ.

Пысăк ыйтусене татса панă чухне çыру çумне «урине хумалла». Район пуçлăхĕсем манăн сĕнĕве ырласа йышăнчĕç. Вăл вăхăтра пирĕн суйлав округĕнчен СССР Верховнăй Совечĕн депутачĕ пулма КПСС Центральнăй Комитечĕ çумĕнчи марксизм-ленинизм институчĕн директорне А.Егорова суйланăччĕ. Депутатпа телефонпа çыхăнтăм. Акă эпĕ Мускавра. Мана кĕтсе илме Мускаври Хусан чукун çул вокзалне «Волга» автомашина тухнă. «Россия» хăна çуртĕнче ман валли вырăн хатĕрлесе хунă. Чей ĕçнĕ хыççăн А.Егоров пирĕн çырупа паллашрĕ. Мана çакă тĕлĕнтерчĕ: газ кĕртесси чăннипех те кăткăс ыйту шутланнă. Депутат КПСС Центральнăй Комитечĕн Генеральнăй секретарĕн Л.Брежневăн помощникĕ патне шăнкăравларĕ. Ăна СССР газ министерствинче Чăваш АССРĕнчи Вăрмар районĕнчи райсовет ĕçтăвкомĕн председателĕн заместительне йышăнмалли çинчен пĕлтерме хушрĕ. Мана министр заместителĕ йышăнчĕ. Çырупа паллашнă хыççăн кÿршĕллĕ Куславкка районĕнчи Çăкалăх ялĕ çумĕпе иртсе каякан магистральлĕ газ пăрăхĕнчен 14,5 километр тăршшĕ уйăрса памалли çинчен хушу çине алă пусса çирĕплетрĕ.
Министр заместителĕн пÿлĕмĕнчен тухнă чухне пĕр кĕтмен çĕртен Чăваш АССР Министрсен Совечĕн председателĕпе Л.Прокопьевпа тата унăн заместителĕпе В.Койсаренкопа тĕл пултăм. Министерствăна мĕншĕн килни çинчен манран тĕлĕнсе ыйтаççĕ. Вĕсене газ пăрăхĕсем уйăрса памалли çинчен хушу илни çинчен пĕлтертĕм. Кабинет тĕлне кăтартрăм, пĕрле кĕтĕмĕр. Вĕсен магистральлĕ газ пăрăхĕсенчен республика валли 70 километр ытла уйăрса пама ыйтмалла пулнă. Çав списокра Вăрмар районне аса та илмен пулнă. Министр заместителĕ вĕсене хушу çине алă пусса пачĕ, пире панă 14,5 километра кăларса.
Пирĕн района çут çанталăк газĕ çитнине СССР Верховнăй Совечĕн депутачĕн А.Егоровăн тивĕçĕ тесе шутлатăп. Çак хушура проектсем тутарма Горький хулине темиçе хутчен те кайса килмелле пулчĕ. Проект тăвакансемпе пĕрле вĕсен вертолечĕпе Çăкалăхран пуçласа район центрне çити газ пăрăхĕсем хывмалли трассăна темиçе хутчен те тĕрĕслерĕмĕр. Газ пăрăхĕсем хывасси, газ валеçекен станци /АГРС/ туса лартасси тата ялсене çутçанталăк газĕ кĕртесси ман хыççăн ĕçленĕ В.Петровăн ĕçĕсен результачĕ. Вăл строительство енĕпе яваплă пулнă.

/Малалли пулать/.

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: 1980-1983 cулсенче райсовет ecтaвкомeн председателeн заместителeнче ecленe пулнa А.Ефремов аса илeвeнчен.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика