22 апреля 2017 г.
Иртнĕ кунсенче Шупашкар хулинчи П.Хусанкай ячĕллĕ Культура керменĕнче Чăваш Республикинче иртекен Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкне халалласа, хула администрацийĕ тата регионсен хушшинчи «Чăваш наци конгресĕ» обществăлла организацин пулăшăвĕпе килĕшÿллĕн, Елена Светлая çыравçă пуçарнипе «Хĕрарăм ăсталăхĕ чикĕсĕр» ятлă кашни çулах иртекен проект пулса иртнĕ.
Çак проектра хутшăнма, хăйсен ăсталăхне кăтартма пурĕ 60 хĕрарăм заявка çырса янă. Вĕсен ĕçĕсене пăхса тухнă хыççăнхи итогсене пĕтĕмлетсе, выставкăна хутшăнма финала тухнă 26 пултаруллă хĕрарăм патне йыхрав янă. Вĕсен хушшинче - учительсем, библиотекарьсем, бизнес-ледисем, бухгалтерсем, депутатсем, артисткăсем, тивĕçлĕ канăва кайнисем. Проектăн тĕп тĕллевĕ вăл - хĕрарăмăн çемçе кăмăлне, пултарулăхĕпе тăрăшулăхне, тÿсĕмлĕхĕпе чăтăмлăхне, ĕçченлĕхне нумай енчен кăтартасси, хуть те хăçан та, çамрăк чух-и, аллă е утмăл çулхи картлашкасем çинче утсан та, хăйĕн чикĕсĕр пултарулăхне, кăтартма пултарни, çирĕп тĕллевпе ĕçлени, хăйĕн ĕçĕ ăнăçасса шанни, харпăр хăйне тата тус юлташĕсене, тăванĕсене савăнăç кÿнине туйни. Куравра хĕрарăмсем хăйне евĕрлĕхĕпе палăрса тăракан авторла ĕçĕсене кăтартнисĕр пуçне пĕр-пĕрин опычĕпе паллашнă, хăйсене валли нумай-нумай çĕнни, интересли, кирли илнĕ. Çак проектра Энтриялĕнчи Культура çурчĕ çумĕнчи виçĕ çул каçхи улаха ертсе пыраканĕ, хĕрĕх çула яхăн шкулта ачасене математика вăрттăнлăхĕсене алла илме пулăшнă, халĕ тивĕçлĕ канăва кайнă сăпайлă та ĕçчен Н.Арсентьева та хутшăнни пире питĕ савăнтарать, эпир унпа чăнах та чĕререн мухтанатпăр. Нина Васильевна куравра тĕрлĕрен çипсенчен çыхнă ытармалла мар хитре чечексем, тĕрлĕ тĕслĕ атлас лентисенчен ăсталанă телей йывăçне, вĕтĕ шăрçасенчен-бисертан хатĕрленĕ картинăсене, асамлă чечексене, модульлĕ оригами меслечĕпе ăсталанă мăнаçлă мăшăр акăшсене, çипсенчен эрешлесе çыхнă кофтăсене, жилетсене кăтартнă. Кураври ăстасене, хăнасене, ертÿçĕсене пирĕн хаклă та хисеплĕ çыннăмăр хăйне евĕрлĕ алă ĕçĕсен илемлĕхĕн, хÿхĕмлĕхĕн пĕлтерĕшне ăсне çитерме пултарчĕ, пĕтĕм кăмăл çемçелĕхĕпе хăйĕн патне илĕртсе тăчĕ. Илем тĕнчене çăлать, - теççĕ. Чăнах та Нина Васильевнăн чунтан ăсталанă япалисем çын чунне малалла аталанмашкăн пулăшаççĕ, кăмăла çĕклеççĕ, чунсенче ырăлăх акаççĕ. Проектăн авторĕ Елена Светлая Н.Арсентьевăна диплом тата «Тонус» ятлă сывлăха çирĕплетмелли центра çÿреме сертификат парса чысланă.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: З.РАЗУМОВА.