АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Асран кайми ачалăх кунĕсем

22 апреля 2017 г.

Асран кайми ачалăх кунĕсем

«Çиччĕн çуралса, пĕр килте ÿссе, мĕншĕн уйрăлмалла тунă-ши?» текен юрра чуна пырса тивмелле шăрантарать Иван Христофоров /асли/. Çак юрра илтсенех мана хамăрăн ачалăх çулĕсем аса килеççĕ. Çиччĕнччĕ эпир те, анчах халĕ тăваттăн çеç тăрса юлтăмăр. Аслă аппапа пичче, шăллăм темшĕн пирĕнтен часах уйрăлса кайрĕç. Вăрçăчченхисем эпир виççĕнччĕ, халĕ эпĕ çеç тăрса юлтăм. Вăрçă хыççăнхисем тăваттăнччĕ, халĕ - виççĕн. Вăрçă хыççăнхисен йышне чи малтан Зоя хутшăнчĕ. Вăл мĕнле çут тĕнчене килни халĕ те куç умĕнче /хам ултă çулта çеç пулнă пулсан та темшĕн вăл ман асăма ĕмĕрлĕх сăнарланса юлнă/. Сап-сарă хĕвеллĕ кун, кăнтăрла иртсе виçĕ сехет, кĕçнерникун, аттепе анне куслапа хăма çураççĕ, анне пысăк пăчкăпа аялтан, çĕрте тăрса туртать, атте хăма çурмалли пĕрене çинче, çÿлте. Анне хăйне кăштах урăхларах туйса-и, пÿрте кĕчĕ, атте урамрах юлчĕ-ха. Часах пире анне чĕнсе илсе эпи карчăк патне чуптарчĕ. Аякрах пурăнман та вăл - часах çитрĕ. Нумай та вăхăт иртмерĕ - пÿртре ача сасси илтĕнчĕ. Çапла манăн пĕрремĕш йăмăк çут тĕнчене килчĕ. Вăл пĕчĕкки-ха та, ăна пурте юрататчĕç, ачашлатчĕç. Куç умĕнчех-ха, Зоя тикĕтлĕ витрене аллине чиксе ярса веçех вараланса пĕтнĕ хыççăн анне мана вăйлă тустарни. Нумай аса илмелли самантсем, пурне те çырса пĕтересси те пулмасть. Шкулла вылятчĕç ачасем вăрçă хыççăнхи малтанхи йывăр çулсенче. Зоя яланах учительччĕ. Çавăнтанпах пуçланман-ши унăн учитель ĕçне юратасси, мĕншĕн тесен пиччен юлташĕсем пырсан унран ÿссен кам пулăн-ха, тесе ыйтсан вăл яланах: «Учитель пулатăп», - тетчĕ.

Ачалăхри ĕмĕтне вăл чăнах та пурнăçларĕ. Çур ĕмĕр ытла шкул сумккине алăран ямасăр пĕлÿ çурчĕн сукмакне такăрлатать. Халĕ те килте ларасшăн мар вăл, хăйĕн çичĕ теçетке çулне пăхмасăр кÿршĕ ял шкулне çÿрет.
Чăваш патшалăх университечĕн историпе филологи факультетĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн вырăс тата чăваш чĕлхипе литературине вĕрентетчĕ вăл, каярахпа Зоя Даниловна чăваш чĕлхипе литературине вĕрентме пуçларĕ. Ачасемпе час-часах Шупашкара е Хусана экскурсие каятчĕç вĕсем. Хамăрăн ачасем те вĕсемпе пĕрле çÿретчĕç те, çавăнпа лайăх астăватăп. Хусана цирка пĕррехинче пĕрле хам та кайса курнăччĕ. Шкулти ĕçпе кану лагерĕнче кашни çулах ĕçлетчĕ Зоя Даниловна, воспитателĕ те, начальникĕ те пулнă вăл. Лагерь ачисене Ульяновска, Эль кÿлли хĕррине, Хĕрлĕçыр леш енчи Просвет ятлă яла, хамăр таврари паллă вырăнсене, музейсене илсе каятчĕç лагерьте ĕçлекенсем. Шупашкарпа Хусан хулисене те каймасăр юлман. Ку пĕтĕмпех лагерьте ĕçлекенсем туслă та килĕштерсе ĕçленинчен килнĕ. Çак çул çÿревсем пĕтĕмпех хамăрăн ачасемпе çыхăннăран лайăх пĕлетĕп. Кайранхи çулсенче кану лагерĕ пек ĕçлерĕ шкулта уçăлнă лагерь, унта мăнук çÿретчĕ, походсене, Вăрмарти музее, çăкăр, кондитер фабрикине, Шупашкара илсе каятчĕç вĕсене. Арçын ача-ха та, Чапаев музейĕ питĕ килĕшни çинчен калатчĕ мăнук.
Мĕншĕн аса илтĕм-ха çаксене? Çак ĕçсем пурте йăмăкпа, Зоя Даниловнăпа, тачă çыхăннăран пулчĕ сăмахăм. Унăн ачалăхĕ, пурнăçĕ пĕтĕмпех манăн куç умĕнче пулса иртет-та-ха. Шкулта мĕнле ĕçсем туни çинчен эпĕ çырма пултараймастăп, унта эпĕ хутшăнман. Концертсенче юрлани-ташлани вара куç умĕнче. Халĕ те вăл концерт-спектакль курма Шупашкара çити кайма та ÿркенсе тăмасть.
Виçĕ хĕр çуратса ÿстерсе пурнăç çулĕ çине кăларчĕç вĕсем мăшăрĕпе, Василий Илларионовичпа, пурне те аслă пĕлÿ илме май пачĕç. Вунтăваттăмĕш çул ĕнтĕ пурнăç урапине хăй пĕчченех туртать Зоя Даниловна. Йывăрлăхсем умĕнче пуçа усмасть йăмăкăм. Вăй парса, пурнăç илемне кÿрсе тăраканĕсем яланах юнашар, тăватă пĕр тăванĕ те эпир ялта пурăнатпăр, пĕр-пĕринчен инçе те мар. Хĕрĕсем, кĕрÿшĕсем, мăнукĕсем /халĕ ĕнтĕ кĕçĕн мăнукĕ те/ кашни эрнерех хуларан яла килсе çÿреççĕ, пахчари, кил-çуртри ĕçсенче пысăк пулăшу кÿреççĕ. Ахальтен мар эпир пурнăç илемĕ, савăнăçĕ ачасенче тетпĕр. Вĕсен тĕрекĕ яланах вăй-хал парса тăтăр. Юбилей ячĕпе саламласа эпир Зоя Даниловнăна малашнехи пурнăçра нумай-нумай ырлăхпа çирĕп сывлăх сунатпăр. Вăй-халу иксĕлми, çитĕнĕвÿсем вара халиччен тунисемпе танлаштарсан вуншар хут пысăкрах пулччăр.

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: А.АРХИПОВА аппaшe. Мaнcырма ялe.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика