19 апреля 2017 г.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М.Игнатьев хăйĕн çемйипе - мăшăрĕпе Лариса Юрьевнăпа тата ывăлĕпе Иванпа хулари Таса Татиана Православи чиркĕвĕнче пулнă. Апрелĕн 15 - 16-мĕшĕсенче çĕрле Православи тĕнне ĕненекенсем пинĕ-пинĕпе республикăри чиркÿсене кĕлĕ вулама, итлеме пухăннă.
ЧР Пуçлăхĕ М.Игнатьев хăйĕн çемйипе - мăшăрĕпе Лариса Юрьевнăпа тата ывăлĕпе Иванпа хулари Таса Татиана Православи чиркĕвĕнче пулнă. Христосăн Çутă Чĕрĕлĕвĕ - Аслă Мăнкун ячĕпе иртнĕ кĕлле итленĕ.
Çак Аслă уяв пĕтĕм тĕнчене ырă çĕнтерни çинчен хыпарлать, ĕненекен кашни çын чĕрине чуна тасатакан çутăпа тултарать. Вăл савăнăçпа шанчăк парнелет, обществăна нихăçан улшăнми хаклăхсем тавра пĕрлештерет, тăнăçлăхпа çураçулăха çирĕплетме пулăшать.
Мăнкун уявне Раççей Федерацийĕн Федераци Канашĕн членĕсем, Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕсем, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн ертÿлĕхĕ, депутатсем, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн членĕсем, Шупашкар хула пуçлăхĕ, хулари депутатсен Пухăвĕн депутачĕсем тата ытти çынсем пуçтарăннă. Çак Аслă Мăнкун уявĕпе пурне те пĕтĕм чунтан Мăнкунăн çутă савăнăçне, ырăлăх, çураçулăх, малашлăха шанчăклăн пăхма, çирĕп сывлăх тата Турă пулăшăвне туйма Шупашкар тата Чăваш Ен митрополичĕ Варнава пехилленĕ.
ЧР ПА пресс-служби.
Мăнкун ячĕпе пирĕн районти пур чиркÿсенче те савăнăçлă кĕлĕсем иртрĕç. Райадминистраци пуçлăхĕ А.Тихонов, ЧР строительство, архитектура тата çул-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕн заместителĕ В.Максимов, Чупай ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Андреев, асăннă ял тăрăхĕнчи тата ытти ялсенчен килнĕ Турра ĕненекенсем Казански Турă Амăшĕн Турăшĕн Чупайĕнчи чиркĕвĕнче пулса Аслă Мăнкун ячĕпе иртнĕ кĕлĕре тăнă. Асăннă чиркÿ настоятелĕ Николай иерей пухăннисене Аслă уяв ячĕпе саламласа пурне те сывлăх, çемьере ăнăçу, тăнăçлăх суннă.
Мăнкун - çулталăкри чи аслă, çутă уяв. Православи тĕнне тытса пыракансем ăна Мăнçырма чиркĕвĕнче те уявларĕç. Христос вилĕмĕпе вилĕме çĕнтернĕ. Пĕр-пĕрне "Христос чĕрĕлнĕ!", "Чăн-чăнах чĕрĕлнĕ", тесе савăнчĕç. Чиркĕве илсе килнĕ çăмартапа ытти кучченеçсене çветтит турĕç. "Тăванăмăрсем, Турра ĕненекенсем, Аслă Мăнкуна хисеплесе савăнмалла. Çак аслă уявра пурте пĕрле туслăн, кăмăлтан савăнччăр тесех чирлĕ, хуйха ÿкнĕ çынсене хамăр пултарнă таран савăнтарма тăрăшасчĕ, кансĕртерех пурăнакансене пулăшу кÿресчĕ. Иисус Христос Туррăмăр чĕрĕлĕхне туйса ырă та пархатарлă ĕçсем туса уява илем кÿме пурте пĕрле кар тăрар. Ÿлĕмрен те Турăпа пĕрле пулса унăн ырлăхне туйса, вăл вĕрентнисене ăса хурса пурăнма çирĕп сывлăх, ăнлану, тăнăç пурнăç сунатăп" - терĕ Тихвински Турамăш Турăшăн Мăнçырмари чиркĕвĕн настоятелĕ, 5-мĕш благочиннăй округĕн благочиннăйĕ Л.Ермолаев протоиерей.
Çак кун Вăрмар поселокĕнчи Михаил Архистратиг чиркĕвĕнче те Христос вилĕмĕпе вилĕме çĕнтернине - Аслă Мăнукна чи пысăк праçник тесе уявларĕç. Христос чĕрĕлсе тăнишĕн савăнма, Христос хăйĕн асапланăвĕпе пирĕн чунсене тасатнишĕн тав тума Православи тĕнне чĕрере тытакансем пурте пĕрле пуçтарăнса пĕр-пĕрне ăшăлăх парнелерĕç. Халăх чиркÿ енне çула такăрлатма тытăнни, пурăннă вăхăтра харпăр хăй чунне тасатма тăрăшни мăнаçлăх туйăмне çуратать. Мăнкун кĕлли шăматкун каçхине 23 сехетре пуçланса ирчченех пычĕ.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: А.НИКОЛАЕВА, И.АНТОНОВА.